Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑта ҫухатмасӑр тӑватӑ каварҫӑ — Галеран, Ботредж, Стомадор тата Дан Тергенс, хура ҫӳҫлӗ, ҫаврака сӑнлӑ, чӑкӑт пек лӑпкӑ ҫын, — лавкка картишне тӗрме картишӗпе ансӑр траншейӑпа ҫыхӑнтармалли йывӑр ӗҫе пикенчӗҫ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав кун унӑн тепӗр кисренӗве тӳссе ирттерме тиврӗ, — ку тӗтреллӗ шанчӑка питӗнчен тинкерсе йӗкӗлтевлӗн кулнӑнах туйӑнчӗ: вунӑ сехет ҫитеспе тӗрме пуҫлӑхӗ Давенанта панине ҫирӗплетсе — алӑ пустарса — айӑплав актне тыттарчӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсем иккӗшӗ те кайсан Давенант тӗрме вулавӑшӗнче панӑ кӗнекене уҫрӗ, унӑн хӳтлӗхӗнче Галеран ҫырӑвне вулама пикенчӗ.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тиррей лазарет стенине, вӑлах — картишӗн тулаш стенин пӗр пайӗ те, — аркатса шӑтарма ӗмӗтленет, чӳречепе тӗрме тӑрри урлӑ тарасси пирки уйланать.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— «Пӑрахӑр чулӑрсене, — хушрӗ Тиррей, — эпӗ — сасӑ, ҫавӑнпа сирӗн пӑхӑнмалла. Пӑрахӑр!» — вӑл шутсӑр хытӑ кӑшкӑрса ячӗ те — вӑранса кайрӗ, курӑнӑва хуҫкаласа, сусӑрлатса унӑн ӑшне тӗрме кӗрет.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тыткӑнҫӑн пӗртен пӗр савӑнӑҫӗ те — ыйхӑ — тӗрме пирки тӗлӗнмелле тару курӑнӑвӗсемпе тулсах ларнӑ; алӑк ҫийӗн хупланӑ электричество лампин ҫутинчи вӑрану ун чухне татах та тертлӗрех.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрме стени леш енче тухмалли шӑтӑка хӑш вырӑнта чавсан тӗрӗсрех-ши?В каком месте за стеной тюрьмы выгоднее рыть выходное отверстие?
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ботредж, — пуҫларӗ Стомадор, — эпӗ тӗрме стени леш енче шӑпах хамӑн лавккана хирӗҫ кайса лекес тӗк ман умӑма мӗн тухса тӑрать?
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрме стени леш енне дюйм чухлӗ те иртмелле мар — тӳрех никӗс айнелле чавмалла.Нет нужды проходить за тюремную стену даже на дюйм — рыть прямо под фундамент.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ну… акӑ мӗн калатӑп сире: енчен те ҫак япала ӑнӑҫсан — тӗрме пуҫлӑхӗ шӑтӑка анса ларать унта, авалхи темӗнле Иов пек хӑйӗн пуҫӗ ҫине кӗл е хӑйӑр пӗр тонна сапать, пӗлместӗп — тата мӗн тӑваҫҫӗ унашкал чухне.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ун чухне пирӗн тӗллев мӗнле пурнӑҫланнипе кӑсӑкланма тӗрме канцелярийӗнчен килсе ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ.Тогда будут ходить справляться из тюремной канцелярии, как двигается наша затея.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак тӗллевпе вӑл хӑш-пӗр сунарҫӑ меслечӗпе усӑ курать, — ҫав меслет вӗсене етре зарячӗ кирлӗ ҫӗре ҫитесси иккӗленӳллӗ чухне пулӑшать; Галеран урам сарлакӑшне чӑннинчен пысӑкраххӑн — ҫирӗм метр, унтан вара пӗчӗреххӗн — вунӑ метр — куҫӗсемпе хыпашласа кӑларса тӑратрӗ; ҫирӗм ҫумне вуннӑ хушса ҫакна ҫурмалла пайлани лавккаран пуҫласа тӗрме стени патне ҫитичченхи ҫӗр ай ҫулӗн вӑтам тӑршшӗне палӑртать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсем ҫине чул сарнӑ тӳреме сӑнамалӑх улӑхса тӑрса Стомадор Галерана тӗрме стенин хӑйне хирӗҫле пайӗ ҫинелле кӑтартрӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсем тухрӗҫ, анчах лавкка картишӗн калинккинчен мар, тӗрме хапхипе лавкка тата картиш стени хушшинчи ансӑр вырӑнтан.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Анчах тӗрме администрацийӗ хӑйӗн лавккине уҫассишӗн аппаланать, ҫаплах килсе тухсан эпӗ ҫак ӗҫе пӑрахатӑп.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Гравелот пирӗнтен мӗн таран ҫывӑх? — терӗ Галеран тӗрме енне аллипе тӗллесе.— Как близко от нас Гравелот? — сказал Галеран, указывая рукой к тюрьме.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн, — ҫавӑ вара ҫулталӑкри пиллӗкмӗш тӗслӗхчӗ, чӑн та, кашни тӗслӗх тӗрлӗ манерлӗ, — ҫакӑн хыҫҫӑн стена тӳпемне электричество сигнализацийӗллӗ пӑралукӑн виҫӗ речӗпе ҫавӑрса хучӗҫ; тӗрме йӗри-тавра, унӑн виҫӗ енӗпе, эппин — пушӑ уя тата икӗ тӑкӑрлӑка — надзиратель сӑнать, вӑл хӑйӗн маршручӗпе пӗр вӗҫӗнчен теприне кумса ҫӳрет.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тӗрме тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ, унӑн капламне иккӗленӳпе тата теветкеллӗхпе тӗпчесе тӗсерӗ.Около тюрьмы он задержался, всматриваясь в ее массив с сомнением и решимостью.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тепӗр кунхине, сӗм ҫӗрле, Стомадор Галерана кӗтнӗ май хӑйӗнпе хӑй «патакла» — тӗрме вӑййи, пули-пулмилле — вылятчӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫак кун умӗн, ятарласа килекенсене паян ирхине парса ямалли апат-ҫимӗҫӗн тӗрме ведомоҫне каҫхине илсенех, Стомадор ҫӗрле ӗҫлесе тавара малтанах хатӗрлесе хучӗ: виҫрӗ, чӗркерӗ, карҫинккасене тултарчӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.