Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пэд курткине вӗҫертрӗ, хӑйӑр ҫине лаплатрӗ те ӗҫе пуҫӑнчӗ, урӑхла каласан — тӗпӗпе ҫӳлелле тытса кӗленчене пушатать.Пэд расстегнул куртку, сел на песок и приступил к делу, т.е. опорожнил бутылку, держа ее дном вверх.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Сӑрт та, сарӑхнӑ курӑк тӗпӗпе витӗннӗрен ӗнӗк тӗслӗскер, ахаль ҫын куҫне илӗртес ҫук.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тырӑсене кӗртыррисене те, ҫуртрисене те пӗтӗмпех пуҫтарма ӗлкӗрнӗ, хӑшпӗр ҫӗрте, хӑмӑл тӗпӗпе витӗнсе шӑртланнӑ сап-сарӑ уя хуп-хура йӗрпе чӗрсе, ҫӗртме сухи тӑва пуҫланӑ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Карапа Грецин Киссамосӗпе Италинчи Неаполь хушшинче электрокабеле тинӗс тӗпӗпе хурса пыракан специалистсем тупнӑ.
Грецире 2,5 пин ҫул каялла путнӑ карапа тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30132.html
Ҫырма тӗпӗпе чупма йывӑр, нумаях пулмасть ҫумӑр ҫуса кайнӑ хыҫҫӑн тӑм типсе ҫитмен.Дно было вязкое, после недавних дождей еще не просохла глина.
ХLI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫырма тӑрӑх вара — хысак ҫинче хӑйпӑнса кайнӑ атӑ тӗпӗпе шаплаттаркаласа, сикнӗ урапа мӗн вӑй ҫитнӗ таран чупрӗ.И по дну — бегом, насколько позволяла нога, ушибленная, шаркавшая надорванной о гребень подошвой.
ХLI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Халӗ ӑна пӗтӗмпех ишӗлтерсе, ҫунтарса хӑварнӑ, ҫавӑнпа та ҫул ҫырма тӗпӗпе аялтан каять.Сейчас мост стоял разбитый, сожженный, и дорога проходила низом через дно оврага.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӑл аяла анчӗ, ҫав тӗлти кӑпӑшка юра витре тӗпӗпе сирсе, ҫӳхе те яка пӑра витре кӗмелӗх шӑтарчӗ те унтан тап-таса шыв ӑсса илчӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эпир Ермолайпа пӗрле ҫыран тӑрӑх кайрӑмӑр, анчах, чи малтанах, кӑвакал, асӑрхануллӑ кайӑк, ҫыран хӗрринче ҫывӑхрах пурӑнмасть, унтан, мӗнле те пулин кая юлнӑ, айван шӑркалчӑ-кӑвакал эпир пенипе ӳкет пулсан та, майер питӗ чӑтлӑх ӳснӗ пирки, пирӗн йытӑсем ӑна кӗрсе илме пултараймаҫҫӗ: вӗсем хӑйсене хӑйсем шеллемесӗр тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, ишме те пултараймаҫҫӗ, тӗпӗпе утма та пултараймаҫҫӗ, хӑмӑшӑн вичкӗн хӗррисемпе хӑйсен хаклӑ сӑмсисене ҫеҫ касаҫҫӗ.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Пӗтерчӗ те пирусне мӑкӑрлантарса Виталий, тӗпне ҫӗре пӑрахса, пушмак тӗпӗпе ӑна чылайччен тӑрӑша-тӑрӑша таптарӗ, вара, хӑюлӑх килтересле, чӑшӑл-чӑшӑл ҫӳҫне икӗ аллипе те икӗ хутчен пӑтраштара-пӑтраштара якатрӗ те Нина хыҫҫӑн хупӑнсах ҫитмен алӑка йӑнк! тӗкрӗ, картишнелле тап! ярса пусрӗ шанчӑклӑн…
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
О-хо-хой… — кӑкӑр тӗпӗпе ассӑн сывласа ячӗ те Андрей Васильевич самантлӑха шӑп пулса ларчӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара Игнат: — У-у, кулугур! — тесе, пыр тӗпӗпе тулхӑрса янӑ та пӑрахса утнӑ.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӳрте кушакла шӑппӑн йӑпшӑнса кӗрсен, ҫиҫӗм ҫиҫтернӗн ялт! чалтӑртаттарса ҫутрӗ те Виталий пӗтӗм пырӗ тӗпӗпе хаяррӑн, ҫилӗллӗн кӑшкӑрса ячӗ:
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Упӑшки хыҫҫӑн алӑк хупӑннӑ-хупӑнманах, шалти мӑкӑрӑлчӑк тӗлӗнче тепӗр хут касса-касса килчӗ те, Кӗҫени, ыратнине чӑтаймасӑр, кӑкӑр тӗпӗпе йынӑшса ячӗ, авӑнса, пӗкӗрӗлсе тӳшек ҫине лапах тӗшӗрӗлсе анчӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Питӗ, питӗ, — хӗр каланӑ евӗрлех шӑппӑн, чӗре тӗпӗпе калаҫрӗ Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кӗҫени, пуҫӗ тӑрринчи йывӑрӑша ҫӑмӑллӑнах тӗксе йӑвантарнӑн, кӑкӑр тӗпӗпе тарӑннӑн, ӳлкевсӗррӗн хаш-ш хывласа ячӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Жандарм ҫӑлкуҫӗн шывӗ тарӑн ҫырма тӗпӗпе юхса Ока патнелле анатчӗ, ҫырма авалхи турӑ ячӗпе Ярила тесе ят панӑ уя хуларан касса уйӑрса тӑратчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫырма тӗпӗнче тӗттӗмрех-ха, унтан шурӑрах тӗслӗ тӗтре хӑпарать; ҫырман тӑмлӑ чӑнкӑ аякки тӗттӗм те ҫара, тӗпӗпе аяккине, сӗвекреххине, тӗксӗмленсе кайнӑ курӑк тата сарӑ, хӗрлӗ ҫулҫӑллӑ ҫӑра тӗмӗсем хупласа тӑраҫҫӗ; уҫӑ ҫил ҫулҫӑсене татса илсе ҫырма тӑрӑх вӗҫтерсе тӑкать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Таса мар йӗпе юрӑ атӑ тӗпӗпе сӑтӑркаласа пӗр минут хушши пек ним чӗнмесӗр ларчӗ, унтан тӑм чӗлӗмне чӗртсе ячӗ те сасартӑк мана хӑратса пӑрахрӗ:
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Малтанах палӑртса хунӑ маршрутпа каяс пулсан, унӑн халь Чул тӑкӑрлӑк тӑрӑх Кӑнтӑр каналӗн типнӗ юппине тухмалла та, унӑн хытса ларнӑ тӗпӗпе чупса, вӑрмана кӗмелле, вара тусем пуҫланаҫҫӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.