Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗпӗ (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сехечӗ-сехечӗпе пӗр-пӗччен пирус туртса, шухӑша кайса ларатчӗ, ун тавра пирус тӗпӗ купаланса выртатчӗ, тет.

Помоги переводом

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хуҫи нумай туртать пулин те, хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ урайӗнче ниҫта пирус тӗпӗ е кӗлӗ курӑнмасть.

Помоги переводом

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пиччӗшӗн фуфайки ӑна варӑм, ҫавӑнпа каччӑ ун ҫаннисене тавӑрнӑ, ҫӑматти те ӑна пӗҫ тӗпӗ таранах.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан капан тӗпӗ валли шӗшкӗ ҫаппи сарса вырӑн тума тытӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ҫӑвар карса тӑриччен капан тӗпӗ хатӗрлесчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Тиркекене тирӗк тӗпӗ тенӗччӗ-ха.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна тумлантарма… хамӑрӑн та ҫӳпҫе тӗпӗ курӑнать.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пирӗншӗн пулсан, шыв курки тата аванрах, тӗпӗ ҫеҫ шӑтӑк ан пултӑр! — шӳтлеме хӑтланчӗ Михха:

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх ӗҫӗпе ҫӳрекенсем, тем те пӗр туянас пек, пур ҫӗрте те япала хакне ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ, илме вара — кӗсье тӗпӗ якарах.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрманта питех ашӑпа пыраймӑн — пӗҫ тӗпӗ таран юр хӳсе кайнӑ.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗсье тӗпӗ шӑтӑк пулсан мӗнпе илмелле ӑна? — ҫавна та ӑнланмасни тенӗ пек, ун ҫине сиввӗн пӑхрӗ Якӑпта.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗпӗ лӗкӗллӗччӗ те вӑл пӗвен, ҫапах та ача-пӑча шыва кӗрсе пӑтратман ҫӗрте шыв тӑп-тӑрӑ тӑратчӗ, карас пулӑсем ишсе ҫӳрени те курӑнатчӗ.

Помоги переводом

Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.

Ак инкек: вӗллен тӗпӗ йӑви-мӗнӗпех тухса ӳкнӗ, ҫӗмрӗк вӗлле патӗнче тӑватӑ чӗпӗ хӑранипе пӗри те тепри ҫӑварне уҫса: «Ан тив мана! Ан тив!» — тенӗ пек выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Унӑн хуралса хӑрнӑ варри ҫӗрӗк шӑл тӗпӗ пек курӑнса ларать.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тиркекене тирӗк тӗпӗ теҫҫӗ.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Ҫапла шухӑшланипех унӑн ҫӳҫ тӗпӗ хускалчӗ.

От этих мыслей волосы на голове Яндула встали дыбом.

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Темӗнле хӑват туйӑннипе Янтулӑн ҫӳҫ тӗпӗ чӑшӑл-л! хускалчӗ.

Яндулу почудилась в этом дружном хоре такая сила, что по телу пробежал озноб.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унӑн икӗ айккипе хӑва ӳсетчӗ, шывӗ тӑп-тӑрӑччӗ, тӗпӗ курӑнатчӗ.

Помоги переводом

Туслӑн пӗрле тӑрӑшсан пӗве те типмӗ нихӑҫан // Н.Калашникова. http://kasalen.ru/2022/10/07/%d1%82%d1%8 ... %b0%d0%bd/

Хурлӑхан тӗпӗ пуҫне чикнӗ те каҫхи сулхӑна кӗтсе ла-рать.

Кусты смородины поникли, с нетерпением ждут ночной прохлады.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Михетерӗн килӗнче Сӑра пичӗки кусать, Ялти тантӑш-тӑвансен Пырӗ тӗпӗ ярӑнать.

Помоги переводом

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней