Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паянхи шкул ачисемпе ҫамрӑксем ҫивӗч ӑс-хакӑллӑ, пултаруллӑ, тӗрлӗ тытӑмра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ентешсем тӗнчен хӑш кӗтесӗнче чӑваш ятне ҫӳле ҫӗкленине пӗлӗҫ.
Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html
Самай пур енӗпе те ҫирӗпленсе ҫитнӗ Петр Петрович Фокиншӑн, чӑн чӑваш интеллигенчӗшӗн, пурӑннӑ чухне, ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен пӑрланса ларнӑ чун кисревӗ е саманчӗ, нихӑҫан та пулман пулӗ.
Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp
Ҫӑлтӑрсем сӳнсен вӗсем пӗтӗм тӗнчен пурнӑҫне хӑйсемпе илсе каяҫҫӗ.
Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Вӑл тӗнчен урӑх пайне каяйӗччӗ, арҫынсен ӑратне тӗпчӗччӗ, вӗсенчен пӗрне хӑйӗн нӗрсӗрлӗхне тӳсме хистейӗччӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Эсӗ — ҫак тӗнчен ӑмӑрткайӑкӗ.
XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫак тӗслӗх пӗркеленчӗкӗсенче тӗнчен мӗн пур тунсӑхӗ пытаннӑ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӑпартлансах кайнӑскер — Гент хӑйӗн юратнӑ ӗмӗчӗ пирки чылайччен калаҫрӗ, материкрен материке куҫрӗ, Кӑнтӑр полюсран Ҫурҫӗр полюса, сахал тӗпченӗ Полинезие, Австралин европейсемшӗн паллӑ мар варрине, сӑрт-туллӑ вӑрттӑн Тибета, питӗрӗнсе ларнӑ Японие ҫул ҫӳремелли схемӑсем кӑлара-кӑлара тӑратрӗ; вӑл никам та тӗпчемен тинӗссем, вулкансем, шыв сиккисемпе ханкӑрсем пирки калать, ӑна итленӗ май Ливингстон Гентпа пӗрле тӗнчен аслӑ та пӗчӗк вӑрттӑнлӑхӗсен хушшинче ӑнтӑлса ҫӳрет.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӑнлӑх сӗмленчӗ, Гент хӑй ӑҫтине чылай вӑхӑт тӗшмӗртеймерӗ: кулянакан Цаупере сӑнӗ мӗлтлете-мӗлтлете куҫать хутран-ситрен, — чирлӗскер выртакан наҫилкке умӗнче негр пӗрре шӑппӑн, тепре хыттӑн темӗн пуплет, анчах сӑмахсен пӗлтерӗшне чир тӳрех сӳнтерет те Гент каллех курӑнусем патне таврӑнать, вӗсем вара унӑн пуҫелӗкӗ тӗлӗнче чӑн-чӑн тӗнчен мӗн пур янкӑр ҫутӑлӑхӗпе кӗпӗрленсе тӑнӑ.
X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Енчен те шанманлӑх ҫирӗпленсен, — эпӗ вара виҫӗ ҫак ҫын тӗттӗм тӗнчен чи пысӑк шайӗнче тесе шухӑшлатӑп, — ҫавӑн чухне пирӗн план — кунашкал план пур — шӑп та лӑп ҫӗрле вун икӗ сехетре ӗҫлеме пуҫлать.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
2017 ҫулта республика спортӑн тӗрлӗ шайри пысӑк ӑмӑртӑвӗсене – йывӑр атлетика, хӑвӑрт утас енӗпе, сӗтелҫи теннис енӗпе ҫӗршыв чемпионачӗсене, парашют-атлетика нумай енлӗ кӗрешӳ, автомобиль спорчӗ енӗпе Раҫҫей кубокӗн ӑмӑртӑвне, хӗрарӑмсен кӗрешӗвӗ енӗпе тӗнчен уҫӑ ӑмӑртӑвне – йӗркелесе ирттерет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Республикӑн хаклӑ ҫыннисем, эсир хастарлӑн хутшӑннипе тата пӗтӗм халӑх пулӑшнипе эпир тӑван чӗлхемӗр ирӗклӗн янӑратӑр, вӑл Чӑваш ҫӗрӗн аваллӑхӗпе хальхи пурнӑҫне тата пуласлӑхне ҫыхӑнтаракан, пире тӗнчен хуть хӑш кӗтесӗнче те пӗр-пӗринпе йӗркеллӗн хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе пулса тӑтӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр.
Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/24/glava-chu ... aet-s-dnem
Кунӑн чи шӑрӑх сехечӗсем; вӗсен тусанланнӑ тата тарлӑ юхӑмӗнче Давенант ту ҫинелле пӑхма нумай хутчен ҫаврӑнчӗ; ту хыҫала юлсах пырать, майӗпен-майӗпен акӑ кӗҫех малтанхи сӑна вырнаҫрӗ — аякри тӗнчен сенкер кӳлепи, горизонтри пӗлӗт капашӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тата хамран хушса хуратӑп: авкаланса-хуҫкаланса, сывлӑшсӑр антӑхса ӳкет те — тӗнчен суя мӗн пур вут-хӗмне ылханать!И — добавлю я сам — пока, корчась и издыхая, не проклянет все лукавые огни мира!
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн кунашкал лару-тӑрура сиксе тухнӑ мӗнле те пулин ӗҫ ҫинчен фельетонҫӑн та каласа кӑтартас килчӗ, вара вӑл тухтӑр вӗҫленӗ-вӗҫлеменех ҫав тери тӗлӗнмелле, фантастикӑлла калавне пуҫларӗ: тӗнчен мӗн пур кӗтесӗнче астарни-илӗртни, романсем, ултав ҫинчен…
Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.
Вӑраннӑ пассажир ӑнӗ ӗҫленӗ вунӑ минут хушшинче хӑйӗн тулли ирӗкӗпе усӑ курса хӑйне ҫут тӗнчен кирек хӑш пайне лекнӗн туйма пултарать — хулара, ялта, пуш хирте, юхан шыв е тинӗс хӗрринче, е утрав ҫинче, е вӑрманта, мӗншӗн тесен фирма пӗр тӗслӗлӗхпе аппаланса намӑсне ямасть.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Пурнӑҫ ҫине логика ӑсӗпе, мӗскӗн ӑспа пӑхакансем пур; вӗсем тӗнчен мӑнаҫлӑ капламӗ ҫийӗн хӑйсен кӗске кӑна шупка сӑрӑ ялавне ҫӗклесе тӑраҫҫӗ; тӗнче вара татӑлми-уҫӑлми вӑрттӑнлӑхсемпе тулса ларнӑ, ҫӳлерех асӑннӑ ӑслисем утакансем тата тӗлӗнсе ӳкнӗскерсем пурте хӑйсен, ӑслисен, ялавӗ патне пырасса кӗтеҫҫӗ, чӑн та, шанчӑкӗ вӗсен йӑваш, кулӑшла; шӑпах ҫак ӑссене хирӗҫлесе, пирӗн шухӑшпа, урӑх чунсем те тӗл пулаҫҫӗ, — вӗсем халиччен тӗпчеменнин чӑшӑлтатӑвӗ, ытарлӑ йӑшӑлтатӑвӗ ҫине ыттисене те ҫаврӑнса пӑхтармашкӑн тӗллев лартнӑ темелле-тӗр.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Унта эпӗ тӗнчен паянхи пысӑкран та пысӑк ӗҫӗсем, ӑслайсем, пирӗн кунсен улӑпла кӗрешӗвӗ ҫинчен каласа пама пуҫларӑм, калавӑм ҫак ҫынсене акӑш-макӑш тӗлӗнтерессе малтанах туйса тӑтӑм.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Унта пурӑнакансем — хутӑш юнлӑ; хӑйсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем эмигрантсен икӗ ҫемйинчен пулса кайнӑ; вӗсене тӗнчен инҫетри ҫак кӗтесне 1870 ҫулта «Бробдиньянг» ҫар крейсерӗ антарса хӑварнӑ-мӗн; сӑлтавӗ — политика.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Конвертсене лутӑркаса, ҫурса уҫса вӑл шӑрҫа пек — хӗрарӑмӑн, унтан кукӑрӑлчӑк — арҫыннӑн — йӗркесене чупа-чупа, хыпаланса вулать; кашни ҫыру ҫине тенӗ пекех тӗрлӗ штемпель ҫапнӑ, — ҫыракансене тӗнчен пӗр вӗҫӗнчен теприне ывӑта-ывӑта ярса ҫӳретнӗ тейӗн.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫак тӗнчен ятсем ҫук, ҫавӑнпах Тарт ӑна шӑппӑн йышӑнать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.