Поиск
Шырав ĕçĕ:
«О, Турци, таса тӗнлисен ҫӗр-шывӗ! — тет тутар сасартӑк аллисене чавса таран тӑратса; унӑн шывлӑ куҫӗсем йӑлкӑшса илеҫҫӗ.О Турция! — вдруг воздел татарин руки к небу, глаза его влажно заблестели, — о страна правоверных!
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
13. Сире, суя тӗнлисене, калатӑп: эпӗ, суя тӗнлисен апостолӗ, хамӑн ӗҫӗме пысӑка хуратӑп, 14. тен, ӳтрен тӑван халӑхӑм сире кӗвӗҫме пуҫлӗ те, эпӗ хӑшне те пулин ҫапла ҫӑлаймӑп-и? тетӗп.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паллах, суя тӗнлисен Турри те, 30. мӗншӗн тесессӗн Турӑ пӗрре анчах, Вӑл ӳтне каснисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ, ӳтне касманнисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ пӗр иудейсен Турри анчах-им? суя тӗнлисен Турри те мар-им?
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне фарисейсен ушкӑнӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем, ӗнтӗ ӗненекенсем, хирӗҫ тӑрса каланӑ: суя тӗнлисен ӳтне касас пулать, вӗсене Моисей саккунне тытса тӑма хушмалла, тенӗ.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Пире Ҫӳлхуҫа ҫапла хушнӑ: «Эпӗ Сана суя тӗнлисен ҫути турӑм, ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех Эсӗ ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен пул терӗм» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Вӗсем вара, суя тӗнлисен ҫӗршывӗнчен тухса кайса, инҫерехри ҫӗршыва, нихӑҫан та ҫын пурӑнман ҫӗре, куҫса кайма шухӑш тытнӑ, 42. вӗсем унта хӑйсен ҫӗршывӗнче уяман саккунӗсене уяса пурӑнма шутланӑ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ Санран ҫӳлти ҫинчен мар, хамӑр патӑмӑрта куллен пулса иртекенни ҫинчен ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ: мӗншӗн-ха Израиль суя тӗнлисен мӑшкӑлӗ пулса пурӑнать? мӗншӗн-ха Эсӗ юратнӑ халӑха ҫылӑхлӑ ӑрусене панӑ? мӗншӗн аттемӗрсен саккунне нимӗн вырӑнне те хумаҫҫӗ? мӗншӗн-ха унччен ҫырса хунӑ халалсене халӗ пӑрахӑҫа кӑларнӑ?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсенӗн чунне хускатса, суя тӗнлисен каварлӑхне, вӗсем тупа сӑмахне пӑснине аса кӳрсе ӳкӗтленӗ.10. Возбуждая дух их, он убеждал их, указывая притом на вероломство язычников и нарушение ими клятв.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Иуда халӑха ир те, каҫ та Ҫӳлхуҫана кӗлтума, саккунсӑр, тӑван ҫӗрсӗр, Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗсӗр тӑрса юлас хӑрушлӑх умӗнче Вӑл халӗ те унчченхи пекех Хӑйӗн пулӑшӑвне ятӑрччӗ, 11. тин кӑна кӑштах лӑпланнӑ халӑха Вӑл усал чӗлхеллӗ суя тӗнлисен пусмӑрне ан патӑрччӗ тесе тархаслама хушнӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ Ҫурчӗ суя тӗнлисен аскӑнлӑхӗпе, тасамарлӑхӗпе тулса ларнӑ, вӗсем чи сӑваплӑ пӑлтӑрсенче аскӑнланнӑ, хӗрарӑмсемпе хутӑшнӑ, шала юраман япаласем иле-иле кӗнӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫак парнене Хӑвӑн пӗтӗм халӑхушӑн — Израильшӗн — йышӑнсам, Хӑвӑн еткерне сыхласа хӑварсам, тасатсам ӑна; 27. пире, саланса кайнӑскерсене, пуҫтарсам, суя тӗнлисен пусмӑрӗнчисене ирӗке кӑларсам, мӑшкӑла юлнисене, хурлӑх куракансене хӗрхенсем — суя тӗнлисем Эсӗ пирӗн Турӑ иккенне пӗлччӗр; 28. пире мӑнаҫланса хӗсӗрлекенсемпе кӳрентерекенсене хытӑ айӑпла; 29. Моисей каланӑ пек, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн сӑваплӑ вырӑнна вырӑнаҫтар».
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫапла вара ҫӗр ҫитмӗлмӗш ҫулта Израиль суя тӗнлисен алли айӗнчен тухнӑ, 42. ҫавӑнтанпа Израиль халӑхӗ ҫыру ҫӳретнӗ чухне, хут уйӑрнӑ чухне акӑ ҫапла ҫыра пуҫланӑ: «ҫакна иудейсен аслӑ священникӗ, ҫулпуҫӗ, халӑха тытса тӑракан аслӑ пуҫлӑх Симон вӑхӑтӗнче малтанхи ҫулӗнче ҫырнӑ» тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Суя тӗнлисен кӑралпа авӑрланнӑ вӑйлӑ ҫарне, ӑна йӗри-тавра хӳтӗлесе тӑракан, ятарласа вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентнӗ утлӑ ҫарне курсассӑн, 8. Иуда хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: вӗсем йышлӑ пулнинчен ан хӑрӑр, вӗсем тапӑнсассӑн та сехӗрленсе ан ӳкӗр.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Иерусалим ӗнтӗ ҫын пурӑнман пушхир евӗрлӗ пулнӑ; ҫакӑнта ҫуралса ҫакӑнта пурӑннисенчен унта кӗрекенӗ те, унтан тухаканӗ те пулман; сӑваплӑ Ҫурта мӑшкӑлласа пӗтернӗ, унӑн керемӗнче ют йӑх ывӑлӗсем хуҫаланнӑ; вӑл суя тӗнлисен хули пулса юлнӑ; Иаковӑн савӑнӑҫӗ пӗтнӗ, шӑхличӗпе кӗсле сасси илтӗнмен.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кусем вара суя тӗнлисен йӑли-йӗркине сарма Иерусалимра вӗренӳ ҫурчӗ туса лартнӑ; 15. хӑйсем хушшинче ӳт кастарас йӗркене пӑрахса, сӑваплӑ халалран пӑрӑннӑ, ҫапла суя тӗнлисемпе пӗрлешсе, усал туса пурӑнмашкӑн сутӑннӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем хушшинче ҫумӑр пултараканни пур-и? е пӗлӗт хӑй тӗллӗнех ҫумӑр пама пултарать-и?
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суя тӗнлисен ҫулӗсене ан иленӗр, суя тӗнлисем хӑракан ҫӳлти паллӑсенчен ан шикленӗр.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа суя тӗнлисен йӗрӗхӗсене те сут пулӗ: вӗсем Турӑ пултарнийӗ хушшинче йӗрӗнчӗк те, ҫынсен чунне илӗртекен те, ӑссӑррисемшӗн таната та пулса тӑчӗҫ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала: 16. ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 17. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ, ӑшӗнче сывлан сывлӑшӗ те ҫук.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2