Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнма (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
58. Ӑна ылтӑн савӑтсемпе ылтӑн кил-тӗрӗш ярса панӑ, ылтӑн савӑтран ӗҫме, хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнма тата ылтӑн тӑха ҫакса ҫӳреме ирӗк панӑ, 59. унӑн Симон пиччӗшне Тир хулипе Египет чикки хушшинчи ҫӗрӗн ҫарпуҫӗ туса хунӑ.

58. И послал ему золотые сосуды и домашнюю утварь и дал ему право пить из золотых сосудов и носить порфиру и золотую пряжку, 59. а Симона, брата его, поставил военачальником от области Тирской до пределов Египта.

1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, ҫакӑ кун сире йӗме те кулянма, ҫӳҫӗре кастарма, хуйхӑ тумӗ тӑхӑнма чӗнет.

12. И Господь, Господь Саваоф, призывает вас в этот день плакать и сетовать, и остричь волоса и препоясаться вретищем.

Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ аннӑ, вӑл вара Аскалон хулине кайнӑ та унта вӑтӑр ҫын вӗлерсе тумтирӗсене хывса илнӗ, ҫавна юмах тупсӑмне тупнисене кӗпе улӑштарса тӑхӑнма панӑ.

19. И сошел на него Дух Господень, и пошел он в Аскалон, и, убив там тридцать человек, снял с них одежды, и отдал перемены платья их разгадавшим загадку.

Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хӗрарӑм ҫийӗнче арҫын тумтирӗ ан пултӑр, арҫыннӑн та хӗрарӑм кӗпине тӑхӑнма юрамасть, ҫакна тӑвакан кирек кам та санӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ирсӗр.

5. На женщине не должно быть мужской одежды, и мужчина не должен одеваться в женское платье, ибо мерзок пред Господом Богом твоим всякий делающий сие.

Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Фараон хушнипе Иосиф вӗсене чаплӑ урапасем панӑ, ҫул ҫине мӗн кирлине парса янӑ, 22. улӑштарса тӑхӑнма пурне те тумтир панӑ, Вениамина вара виҫҫӗр сикль кӗмӗл тата улӑштарса тӑхӑнма пилӗк тумтир панӑ; 23. ашшӗ валли те вунӑ ашак ҫине Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласем тиесе янӑ, ашшӗ валли ҫула тухмашкӑн вунӑ ама ашак ҫине тырӑ, ҫӑкӑр тата тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тиесе янӑ.

И дал им Иосиф колесницы по приказанию фараона, и дал им путевой запас, 22. каждому из них он дал перемену одежд, а Вениамину дал триста сребренников и пять перемен одежд; 23. также и отцу своему послал десять ослов, навьюченных лучшими произведениями Египетскими, и десять ослиц, навьюченных зерном, хлебом и припасами отцу своему на путь.

Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, 21. эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пулсассӑн, 22. ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пайне эпӗ Сана парӑп, тенӗ.

20. И положил Иаков обет, сказав: если [Господь] Бог будет со мною и сохранит меня в пути сем, в который я иду, и даст мне хлеб есть и одежду одеться, 21. и я в мире возвращусь в дом отца моего, и будет Господь моим Богом, - 22. то этот камень, который я поставил памятником, будет [у меня] домом Божиим; и из всего, что Ты, Боже, даруешь мне, я дам Тебе десятую часть.

Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пыр парӗсене касса илнӗ хыҫҫӑн ансамбле таврӑнтӑм, концертсенче, гастрольсенче парик тӑхӑнма тиврӗ.

Помоги переводом

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Яла килсен вӑл е ку тумпа тӑхӑнма тӗрлӗрен ҫыхма ыйтаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Тепӗр ҫулах салтак атти тӑхӑнма ят тухать.

Помоги переводом

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней