Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑтӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Ермолай пуп, чиркӳ ӗмӗрлӗх тӑтӑр тесе ун алтарӗ айне ача хурасси пирки каласан, пурте харӑсах, такам хушнӑ пек шавласа кайрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Им пултӑр та сим пултӑр ку ҫурта, усал-тӗсел ан ҫыпҫӑнтӑр, ырӑпала сиплӗх килсех тӑтӑр, э-э?

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫывӑх ҫыннӑрсен юратӑвӗ пурӑнма, ӗҫлеме хавхалантарса тӑтӑр.

Помоги переводом

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Юратнӑ ӗҫӗр сире яланах савӑнӑҫпа килентертӗр, иксӗлми пултарулӑхӑр вара малалла та ҫынсен чӗрисене ӑшӑтса та хавхалантарса тӑтӑр.

Пусть работа всегда приносит вам радость и удовлетворение, а ваше творчество продолжает вдохновлять и согревать сердца людей.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

Вут куҫӗ ҫуртра нихӑҫан та ан сӳнтӗр, амалансах тӑтӑр.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Йӗлтӗрӗ ҫӗнӗччӗ ҫав унӑн, ҫавӑн пек ӳкерчӗкри евӗр йӗлтӗр куҫ умӗнче тӑнӑ чухне камӑн чӗри чӑтса тӑтӑр?

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чечеклесе тӗрленӗ минтере те вӑл, хӑпарсарах тӑтӑр тесе, тӳрлетесшӗнччӗ, анчах тем пирки ним тума пӗлмесӗр пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Взяла было вышитую цветами подушку, собираясь взбить ее, но остановилась в оцепенении.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ан тив, пӗтӗм хула, пӗтӗм район эсир кӗрешни ҫинчен пӗлсе тӑтӑр.

Пусть вся окраина, весь район узнает о вашей борьбе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ну, мӗн килсе тӑтӑр тата?

— Ну, чего стали?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӗн, кам чарса тӑтӑр Вадима телейлӗ пулма?

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑҫтан вӑл кам мӗн чухлӗ укҫа хунине пӑхса тӑтӑр?

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

«Хурал мар, хурах тӑтӑр та, пӗрех кӗретпӗр. Эрне пурӑнатпӑр, уйӑх пурӑнатпӑр та, Ленина курмасӑр каймастпӑр», — тет бабай.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сирӗн килӗрте ялан тулӑх пурнӑҫ пултӑр, пуҫӑр ҫине ялан ырлӑх ҫуса тӑтӑр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав турӑ пире пурсӑмӑра та ҫумӑр парса тӑтӑр, ырлӑх парса тӑтӑр.

Помоги переводом

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп ӑна хан тӑвасси ҫинчен пуплетӗп, халӑх ӑна шанса тӑтӑр тетӗп, эсӗ пур…

Помоги переводом

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Христос турӑ эпир хӑйне мӗнле ӗненнине курса тӑтӑр, пире хамӑр тӑшмансене ҫӗнтерме пулӑштӑр…

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫырман пулӑттӑмӑр, анчах эсир Сафа-Гирей вилнӗ хыҫҫӑн пирӗн тӳре-шара пулса тӑтӑр, хан ӗҫӗсене хӑвӑр алла илтӗр.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл пире пулӑшса тӑтӑр, пире валли ҫар патӑр…

Помоги переводом

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вырӑс патши ан хӑраса тӑтӑр, Юсуф ӑна: «Эп сана тек лаша сутмастӑп, мӗншӗн тесен эсир Хусана хирӗҫ ҫапӑҫатӑр. Хусанта манӑн хӗрӗм пур, хӗрӗн ачи пур», — тесе калас ҫук.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗреке ҫинче пӑс тухса тӑтӑр.

Помоги переводом

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней