Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юханшыв хӗррипе, тӗтре витӗр тараватсӑр хуран курӑнса, талккӑшпех садсем тӑсӑлаҫҫӗ.

Сплошные сады тянулись над речкой, неприветно чернея в тумане.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫав пысӑк ялта ешӗл ҫыранлӑ тарӑн ҫырма-ҫатрасем урлӑ та пирлӗ тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсем урлӑ йывӑҫ кӗперсем хывнӑ.

Помоги переводом

II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Тӑнлав патӗнченех пуҫланаҫҫӗ те, сайрарах кӑна ҫамрӑк йӗтӗн пек шуррӑн шуралса куҫ ҫийӗпе тӑсӑлаҫҫӗ, унтан, тулли пучахлӑ кӗлте евӗр пӗр ҫӗре пухӑнса, сӑмса тӑррине купаланса лараҫҫӗ.

Начинаясь где-то у висков, они ползли над глазами реденькой русой порослью и собирались у переносицы густыми седыми пучками.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Беженецсен темтепӗр тиенӗ йышлӑ лавӗсем кӑнтӑралла вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлаҫҫӗ.

Огромные обозы беженцев тянулись на юг.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл Дон хӗрринелле ҫывхарса пынӑҫемӗн беженецсен лавӗсем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ, пӑлхава ҫӗкленнӗ казаксем ҫуркунне Донӑн сулахай ҫыранӗ енне чакса кайнӑ чухнехи ӗҫсемех пулса иртеҫҫӗ: ҫеҫенхир тӑрӑх пур еннелле те килти ӑпӑр-тапӑр япаласене тиенӗ урапасемпе кӳмесем тӑсӑлаҫҫӗ, выльӑхсен пысӑк ушкӑнӗсем мӗкӗре-мӗкӗре иртеҫҫӗ, сурӑх кӗтӗвӗсем, похода тухнӑ кавалери пек, тусан мӑкӑрлантарса куҫаҫҫӗ…

Чем ближе подвигался он к Дону, тем чаще встречались ему подводы беженцев, повторялось то, что было весной во время отступления повстанцев на левую сторону Дона: во всех направлениях по степи тянулись нагруженные домашним скарбом арбы и брички, шли табуны ревущего скота, словно кавалерия на марше — пылили гурты овец…

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӳмесем ҫуммипе урамӑн икӗ енӗпе те хӑма сарса тунӑ ансӑр тротуарсем тӑсӑлаҫҫӗ, Корней ура айӗнче авӑнса, лачӑртатса тӑракан хӑмасем ҫине ярса пуссанах, пылчӑка хырса тасатрӗ, аттисене кӳлленчӗкре курӑкпа ҫурӗ.

Вдоль заборов по обеим сторонам улицы тянулись узкие дощатые тротуары, и, ступив на хлипкие, пружинящие под ногами доски, Корней наконец освободился от грязи, вымыл пучком травы сапоги в луже.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулла Алешка катинчи нӳрӗ ҫӗре йӗплӗ хулӑллӑ кӑвак ҫырла тӗмӗсем иртсе ҫӳремелле мар сырса илеҫҫӗ, ватӑ караичсен тӑрринче элес-мелес капӑр ҫунатлӑ кӑвак кайӑксемпе чакаксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ; кӗркунне, йӗкелсемпе ҫӗре тӑкӑннӑ юман ҫулҫисен чуна уҫӑлтаракан йӳҫӗрех шӑрши сарӑлнӑ вӑхӑтра, катара кӑнтӑр енне вӗҫсе каякан кӑрӑпчаксем кӑштах канса илеҫҫӗ, хӗлле вара вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗҫҫеленсе выртакан юр ҫинче тилӗсен ҫаврака пичет евӗрлӗ йӗрӗсем кӑна ахах-мерчен ҫипсем пек кукӑр-макӑррӑн тӑсӑлаҫҫӗ.

Летом в Алешкином перелеске колючий ежевичник густо оплетает влажную землю, на вершинах старых караичей вьют гнезда нарядно оперенные сизоворонки и сороки, осенью, когда бодряще и горько пахнет желудями и дубовым листом-падалицей, в перелеске коротко гостят пролетные вальдшнепы, а зимою лишь круглый печатный след лисы протянется жемчужной нитью по раскинутой белой кошме снега.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем Донран пӗр ҫирӗм чалӑшри вӑрманта кукӑр-макӑррӑн тӑсӑлаҫҫӗ.

Они зигзагом тянулись по лесу саженях в двадцати от Дона.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен ҫӑварӗсенчен кӑларса янӑ чӗлхисенчен ҫул хӗрринчи тусан патне ҫитиех элес-мелес сӗлеке ҫипписем шуррӑн укаланса тӑсӑлаҫҫӗ.

С высунутых языков их до самой придорожной пыли свисали узорчатые нити слюны.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунти тӑмлӑ тӑпраллӑ хытӑ ҫӗрӗн пӗчӗкҫӗ лаптӑкӗсенче казаксен кил-ҫурчӗсем, утравсем ҫинчи пек сайран ларса тухнӑ, ҫапӑ сарнӑ урамӗсемпе тӑкӑрлӑкӗсем иртсе ҫӳремелле мар путлӑхлӑ лачака тӑрӑх кукӑрӑлса тӑсӑлаҫҫӗ.

Редкие казачьи дворы, словно на островах, угнездились на крохотных участках твердой супесной земли, а замощенные хворостом улицы и проулки были проложены по невылазной болотистой топи.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта, юрпа кӗмӗлленсе, сухаласа пӑрахнӑ уйсем шӑнса хытнӑ хумсем пек мӑкӑрӑла-мӑкӑрӑла тӑсӑлаҫҫӗ, кӗркунне сӳрелесе хӑварнӑ ҫӗр вилнӗ пек хускалмасӑр кӑтрашкаланса выртать, — унта ӳксе пӗтнӗ кӗрхи калча саралса выртать.

Там, где как замерзшие волны, бугрится серебряная от снега пахота, где мертвой зыбью лежит заборонованная с осени земля, — там, вцепившись в почву жадными, живучими корнями, лежит поваленное морозом озимое жито.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юр ҫинче уҫӑмсӑр мӗлкесем ӳппӗн-тӳппӗн тӑсӑлаҫҫӗ.

На снегу смыкались невнятные тени.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутортан сӑрт тӗмески патнелле ҫынсем питӗ сайра курӑнкалакан урамсем тӑсӑлаҫҫӗ.

Хутор простирал к бугру почти безлюдные улицы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑнлавсем еннелле ҫурма ункӑ майлӑ вӗтӗ пӗркеленчӗксем сапаланса тӑсӑлаҫҫӗ.

Множество мельчайших морщинок веером рассыпалось к вискам.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Июньти ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче тупӑсенчен кисретсе ним юлми аркатса пӗтернӗ местечка ишӗлчӗкӗсенчен пӗр ҫухрӑмра, вӑрман ҫывӑхӗнче, окопсен кукӑр-макӑр речӗсем авкаланса тӑсӑлаҫҫӗ.

В версте от развалин местечка, стертого орудийным огнем июньских боев, возле леса причудливо вилюжились зигзаги окопов.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сулахай ҫыран тӑрӑх станица ларса тухнӑ — Кубань хӗррипе унӑн аслӑ урамӗсем тӑсӑлаҫҫӗ.

На ее левом берегу — станица, широкими кварталами растянулась она вдоль Кубани.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Килкартисем тӑрӑх, куҫ курнӑ таран, хӑваран авса тунӑ ҫӳллӗ ҫатансем тӑсӑлаҫҫӗ; хапхасем, калинккесем курӑнаҫҫӗ; пӳртсене шуратнӑ, ҫийӗсене тӳрлетнӗ, чӳрече хупписене, крыльцасене симӗс сӑрпа сӑрланӑ.

Вдоль дворов, сколько видно глазу, тянулась изгородь — высокие плетни из хвороста, всюду исправные ворота, калитки; дома побелены, крыши починены, ставни и деревянные коридоры выкрашены зеленой краской.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунсем вӗҫӗмсӗрех вӑрӑммӑн, кичеммӗн тӑсӑлаҫҫӗ.

Тянулись они нескончаемо длинные, набитые мертвящей скукой.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

…Ҫын ӗмӗрӗнче сасартӑк пурнӑҫа улӑштаракан самантсем пулаҫҫӗ, — вӗсем тепӗр чух пӗр сехет е минут хушши кана тӑсӑлаҫҫӗ.

…В жизни человека бывают крутые, переломные моменты, — они занимают иногда только часы, а то и минуты.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Уйсенче, пур ҫӗрте те, тарӑн та кукӑр-макӑр траншейӑсем тӑсӑлаҫҫӗ, сӑрт айккисенче хура шӑтӑклӑ дзотсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, вӑрмансем хушшинче никам аркатайми надолба линийӗсемпе йӗплӗ пралук картасем тӑсӑлаҫҫӗ, вӑрманӗсенче вара тискер кайӑк та каҫса кӗрейми урлӑ та пирлӗ йывӑҫ йӑвантарса завалсем тунӑ…

Всюду по полям тянулись глубокие извилистые траншеи, на пригорках высились дзоты с темными щелями бойниц, между лесами виднелись могучие линии надолб и проволочных заграждений, а по лесам тянулись непролазные даже для зверья завалы.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней