Поиск
Шырав ĕçĕ:
16. Ҫавӑ кун Египет ҫыннисем хӗрарӑм евӗр пулса кайӗҫ, Саваоф Ҫӳлхуҫа хӑйсем ҫине тӑснӑ аллине хускатнине курсассӑн чӗтресе тӑрӗҫ, сехӗрленсе ӳкӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑн чухне сӗм чухӑна та тӑрантарӗҫ, кӗлмӗҫсем шанчӑклӑ ҫӗрте канлӗ тӑрӗҫ; санӑн тымарна вара выҫӑпа антӑхтарӑп, вӑл санӑн йӑлкӑмна тӗп тӑвӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: Израиль йӑлкӑмӗ тата Иаков килӗнчен ҫӑлӑнса юлнисем ӗнтӗ хӑйсене аркатса тӑкнӑскере шанма пӑрахӗҫ, вӗсем пӗтӗм таса чунран Ҫӳлхуҫана ҫеҫ, Израилӗн Святойне ҫеҫ, шанса тӑрӗҫ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӑслӑ чурашӑн ирӗклӗ ҫынсем ӗҫлесе тӑрӗҫ, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫакӑншӑн ӳпкелешмӗ.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ халӑхсене тытса тӑрӑп, мана йӑхсем пӑхӑнса тӑрӗҫ; 15. ман ҫинчен илтсессӗн, хаяр пусмӑрҫӑсем сехӗрленӗҫ; халӑх хушшинче ырӑ, вӑрҫӑра хӑюллӑ пулӑп.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ шӑпӑрт тӑнӑ чухне вӗсем кӗтсе тӑрӗҫ, калаҫма пуҫласассӑн тимлесе итлӗҫ, калаҫӑва малалла тӑссассӑн ҫӑварне аллипе хуплӗҫ.
Ӑсл 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӳрӗ ҫын хӑйӗн вилӗмӗпе чӗрӗ юлнӑ усал ҫынсене айӑплать, тасалса ҫитнӗ ҫамрӑклӑх ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑрӑм ватлӑхне айӑплать: 17. ӗнтӗ йӗркесӗр ҫынсем тӳрӗ ҫын вилнине курӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа ун пирки малтанах палӑртса хунине, ӑна мӗншӗн хӑрушлӑхран хӑтарнине ӑнланаймӗҫ; 18. вӗсем курӗҫ ӑна, мӑшкӑллӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа вӗсенчен кулӗ ҫеҫ; 19. ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем ӗмӗрлӗхе вилнисем хушшинче чыссӑр виле те мӑшкӑл анчах пулса юлӗҫ: Вӑл вӗсене чӗнейми туса ҫапса ӳкерӗ, никӗсне хускатӗ, вӗсем вара пӗтмеллипех хӑрӑнӗҫ, вӗсене асап ҫитӗ, вӗсем этем асӗнче те юлмӗҫ; 20. вӗсем ҫылӑхӗсене шутлаттарма кайнӑ чухне сехӗрленӗҫ, ҫылӑхӗсем вӗсен умне тӑрӗҫ те вӗсене айӑплӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑрусене сут тӑвӗҫ, халӑхсене тытса тӑрӗҫ, Ҫӳлхуҫа вара ӗмӗр-ӗмӗрӗпе вӗсенӗн Патши пулӗ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳренӗ чухне вӗсем сана ҫул кӑтартса пырӗҫ; ҫывӑрма выртсассӑн сыхласа тӑрӗҫ; ыйхунтан вӑрансассӑн санпала калаҫӗҫ: 23. ӳкӗт вӑл — ҫунакан ҫурта, пӗлӳ вӑл — ҫутӑ, вӗрентсе калани, ӑс пани — пурӑнӑҫ ҫулӗ; 24. вӗсем сана юрӑхсӑр хӗрарӑмран, ют арӑмӑн йӑпӑлти чӗлхинчен сыхласа хӑварӗҫ.
Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫапла! тӳрӗ ҫынсем Санӑн ятна аслӑласа тӑрӗҫ; айӑпсӑррисем Санӑн умӑнта пурӑнӗҫ.14. Так! праведные будут славить имя Твое; непорочные будут обитать пред лицем Твоим.
Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ каланӑ сӑмахсене илтсессӗн ҫӗр ҫинчи патшасем пурте Сана аслӑласа тӑрӗҫ, 5. Ҫӳлхуҫа ҫулӗсене мухтаса юрлӗҫ: Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ — аслӑ.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана шанакансем — Сион тӑвӗ пек: вӗсем ӳкмӗҫ, ӗмӗрех тӗреклӗ тӑрӗҫ.1. Надеющийся на Господа, как гора Сион, не подвигнется: пребывает вовек.
Пс 124 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вилнисем тӑрӗҫ те Сана мухтавлӗҫ-и? 12. е тупӑкра Санӑн ырӑлӑху ҫинчен, ҫӗрекен ҫӗрте Санӑн чӑнлӑху ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ-и? 13. сӗмлӗхре Санӑн кӗтретӳсене мӗнле курайӑн? манӑҫ ҫӗрӗнче Санӑн тӳрӗлӗхне мӗнле пӗлейӗн?
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн Ҫуртунта пурӑнакансем телейлӗ: вӗсем вӗҫӗмсӗр Сана мухтаса тӑрӗҫ.5. Блаженны живущие в доме Твоем: они непрестанно будут восхвалять Тебя.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; 14. вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ; 15. вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ; 16. ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ; 17. унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ#; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ; 7. ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ; 8. вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран# тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; 9. пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ; 10. Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ; 11. ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ; 12. вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. [Манӑн] йӑхӑм Уншӑн ӗҫлесе пурӑнӗ, ӑна ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа халӑхӗ тейӗҫ: 32. килӗҫ те — ҫуралакан этемсене Ҫӳлхуҫа тӳрӗлӗхӗ ҫинчен, Вӑл мӗн туни ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗҫ.
Пс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пусмӑр тӳсекеншӗн Ҫӳлхуҫа тарса хӑтӑлмалли вырӑн, хурлӑхлӑ вӑхӑтра тарса хӑтӑлмалли вырӑн, пулӗ; 11. Санӑн ятна пӗлекенсем Сана шанса тӑрӗҫ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна шыракансене пӑрахмастӑн.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Навуходоносор, пӗтӗм ҫӗр патши, сывӑ пултӑр, унӑн патшалӑхӗ те сывӑ пултӑр, вӑл сана пур чуна та сыватма янӑ, мӗншӗн тесессӗн сан урлӑ ӑна ҫынсем ҫеҫ мар пӑхӑнса тӑрӗҫ, сан вӑю урлӑ хирти тискер кайӑксем те, выльӑх-чӗрлӗх те, тӳпери кайӑксем те Навуходоносорпа унӑн килне парӑнса пурӑнӗҫ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн халӑхӗ Турра аслӑлӗ, Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхне асла кӑларӗ; Ҫӳлхуҫа Турра чӑннипе, тӳрӗлӗхпе юратакансем пирӗн тӑвансене ырӑлӑх туса, савӑнса тӑрӗҫ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.