Поиск
Шырав ĕçĕ:
28. Вӑрласа пурӑннӑскерӗ малашне ан вӑрлатӑр, ҫитменнипе асапланакана памалӑх та пултӑр тесе, аллипе усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑштӑр.
Эф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Никам та хӑй валли пайта ан шыратӑр, кирек кам та ыттисене усӑ тӑвасшӑн тӑрӑштӑр.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Усал ӗҫрен пӑрӑнтӑр, ырӑ тутӑр; килӗштерме тӑрӑштӑр, ҫавӑн енне туртӑнтӑр; 12. Ҫӳлхуҫа куҫӗ — тӳрӗ ҫынсем ҫинче, Унӑн хӑлхи — вӗсем кӗлтунӑ енче; анчах Ҫӳлхуҫа сӑнӗ — усал тӑвакансене тӳртӗн: Вӑл вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗтересшӗн.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑй патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, вӑл левит священниксен аллинчи кӗнекерен хӑй валли ҫак саккун пуххине йӗркипе ҫырса илме тивӗҫлӗ, 19. ҫырса илни яланах унра пултӑр, ӑна вӑл мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вулатӑр, ҫапла Ҫӳлхуҫаран, хӑйӗн Турринчен, хӑраса тӑма вӗрентӗр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те, ҫак йӗркесене пурне те пурӑнӑҫласа тӑма тӑрӑштӑр; 20. чӗри мӑнаҫланса кайнипе тӑванӗсем умӗнче хӑйне пысӑка хума ан тытӑнтӑр, саккунран сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑнтӑр: Израиль хушшинче унӑн тата унӑн ывӑлӗсен нумай ҫул патшара лармалла пултӑр.
Аст 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2