Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑрӑ (тĕпĕ: тӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутҫанталӑкри кашни япалах: Атӑл шавлани-и вӑл, ӑшӑ ҫил йывӑҫ-курӑксене лӑпкӑн хумхатни-и, шӑпчӑк-кайӑк шурӑмпуҫне юрлама пуҫлани-и е тӑрӑ тӳпере ҫутӑ уйӑх канлӗн шуса тухни — пурте, пурте манӑн чӗрере илемлӗ кӗве-ҫемӗсем ҫуратнӑ пекчӗ…

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ял хӗрринче тарӑн та тӑрӑ шывлӑ пысӑк мар ҫырма пур (ятне Аня халь астумасть), пӗррехинче вӑл ҫав ҫырмана пӗчченех шыва кӗме кайнӑччӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Санӑн симфонилле поэму — мухтавлӑх, эсӗ мана пӑхса ӳстерни — пархатарлӑх, анчах ху телейне хӑвӑн пӗр йӑвашлӑху пирки кӑна аллунтан вӗҫертни — начар, Зиминцева общество умӗнче тӑрӑ шыв ҫине кӑларса пӗр шелсӗр таптаманни — пушшех те лайӑх мар!

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Зиминцева епле тӑрӑ шыв ҫипе кӑларнӑ пулӑттӑн эсӗ?

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кулаксемпе куштансен ирсӗр ӗҫӗсене вӑл яланах тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ, вӗсем пытарнӑ тырра шыраса тупма пулӑшнӑ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Юморпа сатира, Н. С. Хрущев калашле, мунчара ҫапӑнмалли вӗри милӗк пекех: вӗсем тӗрлӗ йӑх-яха (ултавҫӑсемпе икӗ питлӗ ҫынсене, йӑпӑлтисемпе карма ҫӑварсене, эрех ӗҫсе-супса пурӑнакансемпе кил-йышра хӑйсене йӗркесӗр тытакансене т. ыт. те) тӑрӑ шыв ҫине кӑларса намӑслантараҫҫӗ.

Помоги переводом

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑпах вӗсене.

Помоги переводом

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухсан вара хайхискер мӗнпур айӑпа ман ҫине йӑвантарчӗ, Наум Спиридоновича эп ҫӗнтерес ҫук терӗм те хама ӗҫрен хӑтарма ыйтрӑм.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тен, пушӑ флягӑна Платон тӑрӑ шывпа лайӑхрах ҫуса тасатма шутланӑ?

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хирӗҫес текеннисене килӗштермелле, улталас текеннисене тӑрӑ шыв ҫине кӑлармалла, тӑшмансене тавӑрма та пӗлмелле…

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Хам вилсессӗн те эпӗ ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑп. Хысна укҫине пӗтӗмпех пӑлхавҫӑ Пӑкачава пачӗ», тесе сан ҫинчен элек сарать.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫунат хушса аслӑ вӗҫеве ҫӗкленнӗ тӑрӑ мар Ейӗк шывӗ…

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ӑна хуҫи тытса чарчӗ, тӑрӑ мар шывра юмӑҫсем тем курнӑ пек пӑхса асӑрхас тенӗн, юхан хумсем ҫине тинкерчӗ.

Помоги переводом

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑл куҫӗнчи тӑрӑ шыв Ирхи ҫилпе йӗрленет, Ҫӑлтан юхсан тухан шыв Хумханать те тӳрленет.

Помоги переводом

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӳлӗ тени темӗн чухлех, ҫутӑ, тӑрӑ, пысӑк кӳлӗсем.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кунта кӑкӑр таран шыв, ӑшӑ, лӑпкӑ, тӑрӑ шыв.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ паян та Санюк Ҫӑрттан кӳлли хӗррине чупса анчӗ, унӑн тӑрӑ та ӑшӑ шывӗпе алли-урине чӳхерӗ, анчах шыва кӗме шикленчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Утӑ ҫулнӑ вӑхӑт — сенкер тӑрӑ тӳпере пӗр шурӑ пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тӑрӑ шыв ҫинче вӗсен мӗлкисем тӗкӗр ҫинчи пек илемлӗн курӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней