Поиск
Шырав ĕçĕ:
Салтакран 1917-мӗш ҫулта йывӑҫ урапа килне ҫитсен, ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ хурт-хӑмӑрпа тӑрмашма пуҫланӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Мартин пекех пахчара тӑрмашма вара — ҫыннӑн кӑмӑлӗнче, юнӗнче темскер хӑйне евӗрли кирлӗ, ахӑр.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Ҫуллахи кунсенче вӑл пахчара тӑрмашма юратать, кӑмпа-мӑйӑр пухма ҫӳрет.
Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh
Ватӑ, хӑрнӑ пулсан та, ҫирӗп хӑй, чылай тӑрмашма тиврӗ.
Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.
Эсӗ пирӗн тӑван анне вырӑнӗнче те! — терӗ Зина, кӑмака умӗнче сӑмаварпа тӑрмашма тытӑнса.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
— Пуяс тесе тӑрмашма пуҫлани вунӑ ҫул ӗнтӗ, — хуравларӗ Кишлот.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫӗҫӗ вӑл кӗреҫе мар, тӑпрана та алӑпах авӑсмалла тата, ҫавӑнпа самаях тӑрмашма тиврӗ пӗҫ кӑкӗ таран шӑтӑк чавиччен.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пурнӑҫ хушать те, ирӗксӗрех вӑл ӗҫпе те тӑрмашма тивет.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ыйхӑран вӑраннӑ хыҫҫӑн пӗтӗм килйыш ӗҫе тытӑнать те, кашниех вара вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫемьери тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн тӑрмашма пуҫлать.
7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Пӗр-пӗр чул тӑпра ӑшне тарӑн кӗрсе ларнӑ пулсан, ӑна чавса кӑларас тесе ехусем кунӗ-кунӗпе тӑрмашма хатӗр.Если камень крепко сидит в земле, они готовы поработать целый день, чтобы только отрыть его.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Проба ремонтир! — тенӗ те Ривас, автомата илсе унпа хӑй тӑрмашма тытӑннӑ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Анчах эпӗ кухньӑри химипе тирпейлӗхӗн кӑткӑс фокусӗсене тахҫанах пӗлсе тӑраттӑм; хӑйӗн ачисен хырӑмӗсене ирӗксӗрех куллен улталамалла пулнӑ тата сӑнран пӑхсан кӑмӑла каймалла мар, хӑйне тивӗҫлӗн тыткалама пӗлмен йӗкӗте те тӑрантармалла пулнӑ хӗрарӑмӑн тӗрлӗ майсем тупса епле тӑрмашма лекнине лайӑх кураттӑм эпӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӑл пурне те юрататчӗ: пӗлӗте, шахмата, Днепра, химие, ҫӑлтӑрсене, шкула, юлташӗсене, географие, тӑван киле, чечексене, футбол пӳскине, кӗнекесене тата кинона, историе тата математикӑна, ачасемпе тӑрмашма тата тӗл пеме, выльӑх-чӗрлӗхсене, пулӑсене, кайӑксене тата хӑйӗн аллинчи кӗреҫепе мӑлатука — пурне те юрататчӗ.
Тӑван ҫӗршыв // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Рабочи каласа панине лайӑхрах илтес тесе, эпӗ йывӑҫ тӑрӑх кӑшт аяларах ансаттӑм, анчах сасартӑк ҫынсем шавлама тытӑнчӗҫ, юланутлӑ казаксем тӑрмашма пуҫларӗҫ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ӑна, паллах, ӳкме паман, часрах тытнӑ, ахлатма, тӑрмашма тытӑннӑ:Упасть ему, конечно, не дали, подхватили на руки, захлопотали, заахали:
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Кил хуҫи патефон йӗппине улӑштарса тӑрмашма тытӑнчӗ, эпир вӗсен пӳлӗмне пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр.Хозяин завозился с патефоном, меняя иголку, а мы осмотрели комнату.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Паромпа чылай тӑрмашма тивет пулсан та, отряд леш енне каҫма пултарассине ҫирӗп шанать.Но, несмотря на все препятствия, Павле верил, что они переправятся.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Алексей Саввич кӑмакапа тӑрмашма пӑрахать.
47 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ачасем часах, ватӑ негр Джим пӳртне питӗрӗнсе ларса, чӗртсе янӑ примус патӗнче тӑрмашма тытӑнчӗҫ.Вскоре мальчики, запершись в хижине старого негра Джима, хлопотали у горящего примуса.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Мэрдан, салтаксене улталас тесе, кӑштах кимӗ патӗнче тӑрмашма, вара вӗсенчен пытанса, айлӑм тӑрӑх кӳршӗри яла, унтан вӑрмана, партизансем патне, кайма шутларӗ.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.