Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрасшӑнччӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан ҫывӑхри сарай хӳтлӗхне тӑрасшӑнччӗ, хуралҫӑсем курсан тем каласран хӑрарӗ, каймарӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳрленсе тӑрасшӑнччӗ, пилӗкӗ хыттӑн ыратса кайнипе йынӑшса ячӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урам варрипе танлӑн утса иртесшӗнччӗ, ҫынна тӗл пулсан, мӑнкӑмӑллӑн калаҫса тӑрасшӑнччӗ, яланхи пек пӑтӑр-патӑр, ҫӑтӑр-ҫатӑр, васкаса-хыпӑнса мар, ҫирӗп сасӑпа шутлӑ та татӑклӑ калаҫасшӑнччӗ Тимуш.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтакунта ыратни «шӑртне» пӑртак пусарсан, лӑпсӑр пулсан, сывлавӗ ӗрӗхме пӑрахсан Ула Тимӗр майӗпен тӑрасшӑнччӗ, анчах каллех вӑрӑммӑн йынӑшса ячӗ: аяк шӑмми хӑрпӑклансах тирсе илчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ ура ҫине тӑрасшӑнччӗ, анчах ӑна ывӑлӗ чарчӗ:

Мать хотела подняться, но сын удержал ее:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хуҫи йыхӑрнӑ йытӑ майлӑ, вӑл яшт сиксе тӑрасшӑнччӗ, Михапар ӑна аллипе вырӑн ҫине пусма ӗлкӗрчӗ.

Она, подобно собаке, которую позвал хозяин, была готова сорваться с места и помчаться вслед за Мигулаем, но Михабар сильной рукой уложил ее обратно в постель.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ялти урам хушшинче Янтул ҫӗре шуса анчӗ, ура ҫине тӑрасшӑнччӗ — тӑраймарӗ, юр ҫине ӳкрӗ.

Когда въехали на улицу, Яндул соскользнул с лошади на землю и не удержался на ногах — упал в снег.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑрӑм, Батухан урине чуптӑвас тесе тӑрасшӑнччӗ, лешӗ ӑна урипе тапрӗ те сирпӗтрӗ.

Помоги переводом

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Аспар сиксе тӑрса умне тӑрасшӑнччӗ.

Помоги переводом

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫак сцена манра ҫав тери ҫӗкленӳллӗн куҫса иртрӗ тата хумхантарсах ячӗ, ҫавӑнпах тӑрасшӑнччӗ та хамӑн пӳлӗме каясшӑнччӗ, стенари лифт кантрине туртса эрех кӗленчипе пӗрле сивлеккӗн ларасшӑнччӗ.

Так торжественно прошла во мне эта сцена и так разволновала меня, что я хотел уже встать, чтобы отправиться в свою комнату, потянуть шнурок стенного лифта и сесть мрачно вдвоем с бутылкой вина.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ тӑрасшӑнччӗ, анчах Дюрок мана ҫамкаран ал тупанӗпе тӗкрӗ те — каллех лартӑм.

Я хотел встать, но Дюрок толкнул меня в лоб ладонью, и я опять сел.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл тӑрасшӑнччӗ, пуҫ тайса сыв пуллашасшӑнччӗ ӗнтӗ, — ҫак самантра тарҫӑ ҫитсе кӗчӗ те хӑнана телефон патне Сногден чӗннине евитлерӗ.

Ван-Конет хотел встать и раскланяться, как появилась служанка, сообщившая о вызове гостя к телефону Сногденом.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Клиссон кунта кӑштах тӑрасшӑнччӗ те каясшӑнччӗ.

Он хотел лишь побыть и уйти.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.

Ропот водяных струй, обливающих корпус яхты стремительными прикосновениями; топот ног вверху; заглушенный возглас, долетающий как бы из другого мира; дребезжание дверной ручки; ленивый скрип мачт, гул ветра, плеск паруса; танец висячего календаря на стене — весь ритм корабельного дня, мгновения тишины, полной сурового напряжения, неверный уют океана, воскрешающий фантазии, подвиги и ужасы, радости и катастрофы морских летописей, — наплыв впечатлений этих держал Гнора минут пять в состоянии торжественного оцепенения; он хотел встать, выйти на палубу, но тотчас забыл об этом, следя игру брызг, стекавших по иллюминатору мутной жижей.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пьер пӗтӗм вӑйне пуҫтарса сиксе тӑрасшӑнччӗ, чул ҫӗклесе унпа Пакута кантӑкне ҫапса ҫӗмӗресшӗнччӗ — ҫак самантрах сулланса ӳпӗнчӗ, тӑнне ҫухатнине туйса ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.

Вскочив через силу, чтобы поднять камень и разбить им окно Пакуты, Пьер зашатался, почувствовал, что теряет сознание, и упал навзничь.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Чарӑнса тӑрасшӑнччӗ, пурттине тӳрлетесшӗнччӗ вӑл, анчах ӑна темӗскер малаллах тӗртрӗ тейӗн.

Он хотел остановиться и поправить его, но его как будто что-то гнало дальше.

IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Серёжа ҫак хӑнӑхнӑ сасса илтсен сиксе тӑрасшӑнччӗ, анчах ҫавӑнтах: «нимӗн те вӑл час пулмасть-ха» тесе шухӑшларӗ те урайӗнче каллех кубикӗсене пӗр тӗллевсӗр шутаркала пуҫларӗ.

Сережа по привычке обрадовался было этому голосу и хотел вскочить, но тут же подумал: «Ничего этого скоро не будет», — и опять принялся бесцельно передвигать кубики по полу.

Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Тимрук ҫиес килмест тесе туртӑшса тӑрасшӑнччӗ, хӗр — Санюк ятлӑ терӗ вӑл — унран кулкаласа илчӗ.

Тот было заотнекивался, мол, не голоден, а Санюк — так звали женщину — глядя на него смеющимися глазами, съехидничала:

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Вӑл ура ҫине тӑрасшӑнччӗ, анчах пӳлӗме аслӑ механик кӗчӗ:

Она хотела встать, но в комнате появился старший механик.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Леля ӑна кӑшт чарса тӑрасшӑнччӗ те, анчах вӑл, ҫитес кунсенчех килме пулса, тухса кайрӗ.

Леля хотела удержать его, но он ушел, пообещав притти на-днях.

Вовка Грушинӑн «Архимечӗ» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 69–84 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней