Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Ҫӳлхуҫа хушнипе Саул патшалӑхне Давида парас тесе Хеврона пынӑ ҫарпуҫсем ҫаксем: 24. Иуда ывӑлӗсем — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑскерсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ултӑ пин те сакӑрҫӗр ҫын пулнӑ; 25. Симеон ывӑлӗсем — хӑюллӑ ҫынсем, вӑрҫа кӗме хатӗр тӑракансем — ҫичӗ пин те ҫӗр ҫын пулнӑ; 26. Левий ывӑлӗсем — тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 27. Аарон ӑрӑвӗнчи Иоддай ҫулпуҫ тата унпа пӗрле виҫӗ пин те ҫичҫӗр ҫын; 28. хӑюллӑ яш ача Садок тата унӑн йӑхӗнчи ҫирӗм икӗ пуҫлӑх; 29. Вениамин ывӑлӗсем, Саул тӑванӗсем — виҫӗ пин ҫын, анчах вӗсенчен чылайӑшӗ Саул килӗ майлӑ пулнӑ-ха; 30. Ефрем ывӑлӗсем — ҫирӗм пин те сакӑрҫӗр ҫын, хӑюллӑскерсем, хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫынсем; 31. Манассиян ҫур йӑхӗнчен — вунсакӑр пин ҫын, вӗсене Давида патшана лартма ятран чӗнсе илнӗ пулнӑ; 32. Иссахар ывӑлӗсенчен лару-тӑрӑва ӑнланакан ҫынсем, Израилӗн хӑҫан мӗн тумаллине пӗлекенскерсем, икҫӗр аслӑ ҫын килнӗ, вӗсене итлесе тӑракан мӗнпур тӑванӗ те вӗсемпе пӗрле пулнӑ; 33. Завулон йӑхӗнчен аллӑ пин ҫын килнӗ, вӗсем вӑрҫа кӗме хатӗр, ҫар кӑралӗпе авӑрланнӑ, пӗр шухӑшлӑ ҫынсем пулнӑ; 34. Неффалим йӑхӗнчен — пин пуҫлӑх, вӗсемпе пӗрле — хулканпа та сӑнӑпа авӑрланнӑ вӑтӑр ҫичӗ пин ҫын; 35. Дан йӑхӗнчен — вӑрҫа кӗме хатӗр ҫирӗм сакӑр пин те ултҫӗр ҫын; 36. Асир йӑхӗнчен — ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр хӗрӗх пин ҫар ҫынни; 37. Иордан леш енчи Рувимпа Гад йӑхӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен тӗрлӗ кӑралпа авӑрланнӑ ҫӗр ҫирӗм пин ҫын килнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑйсен ҫӗрне, хӑйсен хулисене чи малтан каялла таврӑннисем Израиль ҫыннисем, священниксем, левитсем тата левитсене пулӑшса тӑракансем пулнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Соломон хушнӑ ӗҫсене тӑваканӗсене пӑхса тӑракансем — ӗҫ ӗҫлекен халӑха астуса тӑракансем — пилӗкҫӗр аллӑн пулнӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Израиль пуҫлӑхӗсем, халӑхшӑн тӑракансем, чӗрем — сирӗнпе пӗрле; Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтӑр!9. Сердце мое к вам, начальники Израилевы, к ревнителям в народе; прославьте Господа!
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара ун ҫумӗнче тӑракансем пурте ун патӗнчен тухнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑха пӑхса тӑракансем виҫӗ кунран тапӑр тӑрӑх кайнӑ та 3. акӑ ҫапла каласа тухнӑ: хӑвӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчине, ӑна ҫӗклесе пыракан [хамӑр] священниксене [тата] левитсене курсассӑн, эсир те вырӑнтан тапранӑр та вӗсем хыҫҫӑн кайӑр; 4. саккун арчипе сирӗн хушшӑр икӗ пин чике пулмалла, унтан кая ан пултӑр; каяс ҫулӑра пӗлес тесе ун патне ҫывӑха ан пырӑр: вӑл ҫулпа эсир ӗнер те, виҫӗмкун та ҫӳремен, тенӗ.
Нав 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Паян эсир пурсӑр та — йӑхӑрсен пуҫлӑхӗсем, сирӗн аслӑ ҫыннӑрсем, [сирӗн тӳрӗрсем,] халӑха пӑхса тӑракансем, пӗтӗм Израиль ҫынни, 11. сирӗн ачӑрсем, арӑмӑрсем, санӑн тапӑрна ютран килнӗ ҫынсем, вутӑ касса тӑракантан пуҫласа шыв кӳрсе тӑракан таранах — хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тӑратӑр: 12. Ҫӳлхуҫа Турру паян санпа килӗшӳ тӑвать, эсӗ тупа туса хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррупа халал хыватӑн, 13. Вӑл сана паян Хӑйӗн халӑхӗ тӑвать, Хӑй вара — сана каланӑ пек, санӑн аҫусене Авраама, Исаака тата Иакова Хӑй тупа туса каланӑ пек — санӑн Турру пулӗ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӑха пӑхса тӑракансем ҫакна пӗтӗмпе каласа пӗтерсессӗн, ҫар пуҫлӑхӗсене халӑха ертсе кайма тӑратмалла.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӑха пӑхса тӑракансем тата ҫапла каласа пӗлтерӗҫ: кам хӑравҫӑ та хавшак, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: вӑл хӑйӗн чӗрине кура тӑванӗсене те шиклӗ чӗреллӗ туса ан ятӑр, тейӗҫ.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халӑха пӑхса тӑракансем вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: кам та кам ҫӗнӗ ҫурт лартса ӑна хӑтлама ӗлкӗреймен, ҫавӑ кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫуртне урӑххин хӑтламалла ан пултӑр; 6. кам та кам иҫӗм пахчи лартса ӳстерсе унпа усӑ курма ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, иҫӗм пахчипе урӑххин усӑ курмалла ан пултӑр; 7. кам та кам ҫураҫса хунӑ хӗрне качча илме ӗлкӗреймен, ҫавӑ та кайтӑр, килне таврӑнтӑр: унӑн ҫапӑҫура вилмелле ан пултӑр, ҫураҫнӑ хӗрне урӑххин качча илмелле ан пултӑр, теччӗр.
Аст 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пурӑнма парас вырӑнта пур ҫӗрте те йӑх тӑрӑх тӳресем, халӑха пӑхса тӑракансем уйӑрса ларт: вӗсем халӑха тӳррипе сут туса тӑччӑр; 19. саккуна ан пӑс, ҫын кам иккенне ан пӑх, сӗрев ан ил, мӗншӗн тесессӗн сӗрев ӑслисене суккӑрлатать, тӗрӗс ӗҫех тӳнтерле кӑтартать; 20. чӗрӗ тӑрас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвна паракан ҫӗре еткерлӗхе илес тесессӗн, тӗрӗслӗхе, тӗрӗслӗхе шыра.
Аст 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эсир ҫак саккунсене итлесе, астуса, пурӑнӑҫласа тӑрсассӑн, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аҫусене тупа тунӑ пек, саншӑн та Хӑйӗн халалӗпе Хӑйӗн ырӑлӑхне вырӑна килтерсе тӑрӗ, 13. Вӑл сана юратӗ, сана пиллӗх парӗ, сана ӗрчетӗ, Хӑй аҫусене тупа туса сана памашкӑн пулнӑ ҫӗр ҫинче санран ҫуралнине те, санӑн ҫӗрӳ кӳнӗ ҫимӗҫе те, санӑн ҫӑкӑрна та, санӑн эрехне те, санӑн йывӑҫ ҫӑвне те, санӑн шултӑра выльӑх-чӗрлӗхӳнтен, сурӑхусен кӗтӗвӗнчен хунаса пыраканнине те пиллӗх парӗ; 14. эсӗ пур халӑхран та пиллӗхлӗрех пулӑн; санӑн хӑвӑн та, сан выльӑху-чӗрлӗхӳн те йӑхсӑрри-хӗсӗрри пулмӗ; 15. Ҫӳлхуҫа [Турру] санран мӗнпур халсӑрлӑха сирсе ярӗ, сана [эсӗ ху курнӑ,] ху пӗлекен хаяр Египет чирӗсемпе чирлеттермӗ, вӗсене сана кураймасӑр тӑракансем ҫине ярӗ; 16. эсӗ вара Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑвӑн аллуна паракан мӗнпур халӑха пӗтерсе тӑкӑн: санӑн куҫу вӗсене хӗрхенсе ан тӑтӑр; вӗсен туррисене ан пуҫҫап, ку вӑл саншӑн серепе пулӗ.
Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38-39. Унтан Гирсон ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 40. вара, вӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ултҫӗр вӑтӑр ҫын пулнӑ: 41. ҫаксем — Гирсон ывӑлӗсен ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34-35. Вара Моисейпе Аарон тата халӑх пуҫлӑхӗсем Кааф ывӑлӗсене пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑма ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 36. вара, вӗсене ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, икӗ пин те ҫичҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ: 37. ҫаксем — Кааф ӑрӑвӗсен шутне кӗнисем, пурте пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑракансем; Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсене Моисейпе Аарон шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара халӑха пӑхса тӑракансем тата унӑн сыхлавҫисем тухнӑ та халӑха каланӑ: фараон ҫапла калать: сире улӑм памастӑп; 11. хӑвӑрах кайӑр, ӑҫта тупма пултаратӑр, ҫавӑнта хӑвӑр валли улӑм илӗр, анчах сирӗн ӗҫӗре нимӗн чухлӗ те чакармастӑп, тет, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑванусем сан патна килнӗ; 6. Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Гесем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗсем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.