Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Унта тӑракансем васкасах сирӗлнӗ те пушӑ вырӑн тӑрса юлнӑ, вӑл вара шӑп варрине хырӑмӗ ҫине ӳкнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кереме пытаннисем вара, ҫак вырӑна ҫӗмӗрсе кӗреймеҫҫӗ тесе шанса тӑракансем, тем тӗрлӗ те хӑртнӑ, киревсӗр сӑмахсем каласа кӑшкӑрашнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иудӑпа пӗрле тӑракансем те трупа кӑшкӑртса янӑ, ҫарсен шавӗ-кӑшкӑрашӑвӗпе ҫӗр чӗтренсе кайнӑ, иртен пуҫласа мӗн каҫчен хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫав хушӑра керемре тӑракансем Израиле сӑваплӑ Ҫурт таврашӗнче хӗссе пурӑннӑ, ӑна яланах сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ, суя тӗнлӗ ҫынсене пулӑшма тӑрӑшнӑ; 19. вара Иуда вӗсене хӑваласа кӑларма шухӑш тытнӑ, вӗсене хупӑрласа илмешкӗн пӗтӗм халӑха чӗнсе пухнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫавӑн чухне вӗсем патне темӗн чухлӗ иудей — Израиль ҫӗрӗн вӑйпитти ҫыннисем, саккуншӑн ҫирӗп тӑракансем — пуҫтарӑннӑ.42. Тогда собрались к ним множество Иудеев, крепкие силою из Израиля, все верные закону.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сирӗн валли вара, Манӑн ятӑма чӗререн хисеплесе тӑракансем, тӳрӗлӗх Хӗвелӗ ҫӗкленсе тухӗ, Унӑн ҫути сиплӗх парса тӑрӗ, эсир тухатӑр та самӑр пӑру пек сиккелесе выляма пуҫлатӑр; 3. йӗркесӗр ҫынсене таптатӑр, Эпӗ тӑвас кун вӗсем сирӗн урӑрсем айӗнчи тусан пулса тӑрӗҫ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ, Иерусалима пур ӑрушӑн та йывӑр чул туса хурӑп; ӑна йӑтма тӑракансем халран кайӗҫ, ӑна хирӗҫ вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх пухӑнса килӗ.
Зах 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унран кӗтес чулӗ пулӗ, унран — пӑта, унран вӑрҫӑ уххи пулӗ, халӑха тытса тӑракансем пурте ун хушшинчен тухӗҫ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй эсир, тыткӑнра ӗмӗтленсе тӑракансем, хӑвӑрӑн тӗреклӗлетнӗ вырӑнӑра таврӑнӑр!
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл каларӗ: кусем — ҫу сӗрнӗ икӗ ҫын, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫийӗ умӗнче тӑракансем, терӗ.14. И сказал он: это два помазанные елеем, предстоящие Господу всей земли.
Зах 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑваш кӑмӑллисем, Ҫӳлхуҫа саккунне туса тӑракансем, Ҫӳлхуҫана шырӑр, тӳрӗлӗхе шырӑр, йӑваш ӑслӑ пулма тӑрӑшӑр; тен, эсир Ҫӳлхуҫа ҫиллин кунӗнче пытанса юлайӑр.
Соф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эй халӑхсем, пурте итлӗр, эй ҫӗр, ҫӗре тултарса тӑракансем, тӑнлӑр пурте! Ҫӳлхуҫа Турӑ, Хӑйӗн таса Ҫуртӗнчен курса тӑракан Ҫӳлхуҫамӑр, сире хирӗҫ кӳнтелетӗр!
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ывӑлӗсен ҫарӗнчен куҫарса кайнисем ханаансен ҫӗрне Сарепта таран ярса илӗҫ, Иерусалимран куҫарса кайнисем вара, халӗ Сефарадра тӑракансем, кӑнтӑрти хуласене еткерлӗхе илӗҫ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Итлесе пӗтерӗр ҫакна, чухӑнсене хыпса ҫӑтасшӑн, мӗскӗнсене пӗтересшӗн антӑхса тӑракансем, 5. эсир: «ҫӗнӗ уйӑх иртсе каятех, вара эпир тырӑ сутма пуҫлӑпӑр, шӑматкун иртсе каятех, вара эпир кӗлетсене уҫӑпӑр, виҫене чакарса, сикль хакне ӳстерсе, тӗрӗс мар тарасапа халӑха улталаса, 6. кӗлмӗҫсене кӗмӗлле, чухӑнсене пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутӑн илсе, хывӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр сутса пурӑнӑпӑр» теекенсем, итлӗр.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, притворпа парне вырӑнӗ хушшинче йӗччӗр, ҫапла калаччӑр: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхен Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн халӑхна мӑшкӑл ан кӑтарт, ытти халӑхсем унран ан кулччӑр; халӑхсем хушшинче мӗншӗн-ха: «ӑҫта вӗсен Турри?» тесе каламалла?» 18. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫӗрӗшӗн хытӑ тӑрӗ те Хӑйӗн халӑхне хӗрхенӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй священниксем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнӑр та макӑрӑр! алтарьте ӗҫлесе тӑракансем, ӗсӗклесе йӗрӗр! эй манӑн Туррӑма ӗҫлесе тӑракансем, кӗрӗр те хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннипех ҫӗр каҫӑр! ӗнтӗ сирӗн Туррӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси пӗтрӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ҫӑкӑр парни кӳресси, ҫу юхтарасси чарӑнса ларнӑ; священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, йӗреҫҫӗ.
Иоиль 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Бела парне кӳрсе тӑракансем, арӑмӗсемсӗр тата ачисемсӗр пуҫне, ҫитмӗлӗн пулнӑ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.