Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Левий ывӑлӗсене Эпӗ акӑ пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑшӑн, унта кӗлӗ йӗркисене туса тӑнӑшӑн Израилӗн пӗтӗм пурлӑхӗн вуннӑмӗш пайне патӑм; 22. Израиль ывӑлӗсем вара, ҫылӑха кӗрсе вилес темесессӗн, малашне пуху чатӑрӗ патне ан ҫывӑхарччӑр: 23. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене хӑйсем ҫине илсе, пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене левитсем туса тӑччӑр.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: санӑн сӑмахушӑн каҫаратӑп; 21. Эпӗ пур, [Манӑн ятӑм та яланах пур,] пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗпе тулнӑ: 22. Манӑн мухтавлӑхӑма, Манӑн Египетра тата пушхирте тунӑ паллӑмсене курнисем, Мана ӗнтӗ вунӑ хут сӑнанисем, Манӑн сӑмахӑма итлеменнисем 23. Эпӗ тупа туса хӑйсен ашшӗсене пама пулнӑ ҫӗре пӗри те кураймӗ; [ҫак ҫӗре вӗсен ачисене ҫеҫ — ҫакӑнта Манпа пӗрле тӑракансене, мӗн ыррине, мӗн усаллине пӗлменскерсене, пӗтӗм пӗчӗк ачана, нимӗн те ӑнланманскерсене ҫеҫ — парӑп,] Мана тарӑхтаракансем вӑл ҫӗре пӗри те кураймӗҫ; 24. Хамӑн Халев чурама вара хӑй ӑшӗнче урӑх шухӑш тытманшӑн, Мана пӗтӗмпех итлесе тӑнӑшӑн хӑй кайса килнӗ ҫӗре илсе кӗрӗп, ку ҫӗре унӑн вӑрлӑхӗ еткерлӗхе илӗ; 25. амаликсемпе ханаансем айлӑмра пурӑнаҫҫӗ; ыран каялла ҫаврӑнӑр та пушхире Хӗрлӗ тинӗс енне кайӑр, тенӗ.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. [Иккӗн] вӑрҫнӑ чухне пӗр ҫынни тепӗрне чулпа е чышкӑпа ҫапас пулсассӑн, лешӗ вилмест, анчах унӑн вырӑнпа выртмалла пулсассӑн, 19. кайран ури ҫине тӑрса, килӗнчен туя ҫине тӗренсе туха пуҫласассӑн, [ӑна] ҫапаканни вилӗме тивӗҫлӗ пулмӗ; унӑн ӗнтӗ ҫыннин ӗҫӗ чарӑнса тӑнӑшӑн тата ӑна эмелленӗшӗн тӳлемелле.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Египета ан кай; Эпӗ сана кӑтартас ҫӗрте пурӑн, 3. ҫак ҫӗр тӑрӑх ҫӳре, Эпӗ санпа пӗрле пулӑп, сана пиллӗп, ҫак ҫӗрсене пӗтӗмпех сана тата санӑн йӑхна парӑп, Авраама, санӑн аҫуна, [Хам] тупа туса каланине вырӑна килтерӗп; 4-5. Авраам [санӑн аҫу] Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн, Эпӗ мӗн тума каланине тунӑшӑн — Эпӗ хушнине, Манӑн йӗркесене, Манӑн саккунсене туса тӑнӑшӑн — санӑн йӑхна тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ тӑвӑп, ҫак ҫӗрсене пурне те санӑн йӑхна парӑп; ҫӗр ҫинчи пур халӑх та санӑн вӑрлӑху урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ, тенӗ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр пенсионерка, упӑшкипе пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаканскер, вӗсене коммуналлӑ пулӑшу пӑхса тӑнӑшӑн та тӳлеттернине хирӗҫлерӗ.
Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ялти кооператорсен ӗҫ-хӗлне хаҫатра туллин ҫутатма ҫине тӑнӑшӑн Виктор Михайловича малти вырӑна панӑ, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн Дипломӗпе наградӑланӑ.
Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.
- Урасӑр юлнӑ пулсан та Афганистанра службӑра тӑнӑшӑн ӳкӗнместӗп.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Ҫавӑнпа эпӗ ку юхӑма кӗрсе пыракан ачасен ашшӗ-амӑшне тав тӑватӑп - ывӑл-хӗрне патриот воспитанийӗ парассишӗн ҫине тӑнӑшӑн, - терӗ Михаил Игнатьев присяга тытма хатӗр маттурсем ҫинчен куҫ илеймен аслисем ҫине пӑхса.
Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764