Поиск
Шырав ĕçĕ:
тӑнӑскерсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
25. Унпа унӑн пӗтӗм пысӑк йышне вилнисем хушшинче вырӑн панӑ; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне ӳксе пӗтнӗскерсем; чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халӗ виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе тан хурлӑх кураҫҫӗ, вӗсене ӗнтӗ вӗлернисем хушшине хунӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Унта — Елам, унӑн тупӑкӗ тавра унӑн пӗтӗм пысӑк йышӗ, вӗсем пурте — хӗҫ айне пулса вилнӗскерсем, ӳт кастармасӑр ҫӗр тӗпне аннӑскерсем, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, халь ӗнтӗ вӗсем виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн тупӑкӗсене ҫӗр тӗпне чи аяла лартнӑ, унӑн эшкерӗ — унӑн тупӑкӗ тавра, чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑскерсем, вӗсем пурте хӗҫ айне пулса вилнӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2. унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3. вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2