Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑмасӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс килсен, эпӗ те ним шухӑшласа тӑмасӑр театра куҫӑттӑм.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тыт! — ним калаҫса тӑмасӑр укҫа кӑларса тыттарчӗ Эльгеева «матрос».

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Килмесӗр мӗнле-ха? — пӗр чарӑнса тӑмасӑр малти пӳлӗме иртрӗ алманчӑ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай пурнӑҫра пӗрремӗш хут ашшӗ сӑмахне итлемерӗ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр Урасмет патне чупрӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑксем тек тавлашса тӑмасӑр учӗсене утланаҫҫӗ.

Помоги переводом

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ни пуха ни пера, Павлик! — терӗ шӳтлесе Аля, Вьетанӑн «Балладӑпа полонезне» чарӑнса тӑмасӑр выляса тухнӑ хыҫҫӑн.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нумай шухӑшласа тӑмасӑр вагона улӑхрӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Халех, «пӗр тӑхтаса тӑмасӑр», тенӗ-ҫке приказра.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Приказа пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пурнӑҫа кӗртӗр.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ним турткаланса тӑмасӑр приказа пурнӑҫла! — хыттӑн асӑрхаттарчӗ Слюсарев.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ариадна Леопольдовна паралич ҫапнӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑх вырӑн ҫинчен тӑмасӑр выртнӑ, халӗ ӑна валли ывӑлӗ — Петр Ильич — ют патшалӑхран илсе килнӗ коляска туяннӑ, урапи шинисем — ҫемҫе резинӑран, урайӗнче йӗр хӑвармаҫҫӗ, ҫурри выртса — ҫурри ларса ҫӳреме пулать; лармалли те, хыҫӗ те ҫемҫе сӑран туртса тунӑскерсем.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл сире вырӑн ҫинчен тӑмасӑр сипленме хушнӑ.

А он велел вам лежать.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кӗнекесем, чечек савӑчӗсем Моргианӑна лутра ҫемҫе пукан ҫинчен тӑмасӑр шыва наркӑмӑшлама кансӗрлеҫҫӗ; вара вӑл ҫӗкленсе кофти кӗсйине аллине чикрӗ.

Книги, ваза с цветами мешали Моргиане отравить воду, не вставая с низкого кресла; и она поднялась, держа руку в кармане вязаной кофты.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хам таврӑнни ҫинчен тухтӑра ҫырса пӗлтерсенех, хурав килессе кӗтсе тӑмасӑр, Сан-Риоле тухса кайрӑм, унта виҫӗ уйӑха яхӑн Лерхпа иксӗмӗр аттерен юлнӑ куҫми пурлӑха сутас ыйтупа ӗҫлерӗмӗр.

Известив доктора письмом о своем возвращении, я, не дожидаясь ответа уехал в Сан-Риоль, где месяца три был занят с Лерхом делами продажи недвижимого имущества, оставшегося после отца.

XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр!

Помоги переводом

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Мольберт умне тӑмасӑр чун чӑтмастчӗ — ҫавӑ ҫеҫ.

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Васкавлӑн, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр!

Помоги переводом

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Унтан хӗр хуравласса кӗтсе тӑмасӑр чи малтан сиксе тухрӑм, Гануверӑн сивӗ алли манӑнне ҫирӗппӗн чӑмӑртани асӑмра юлмарӗпе пӗрех.

..» И, не дожидаясь ответа, быстро выскочил первый, почти не помня, как холодная рука Ганувера стиснула мою крепким пожатием.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫавӑнпа эпӗ, малалла мӗн пулассине кӗтсе тӑмасӑр, старик патӗнчен пӗтӗм вӑйӑмпа чӗвӗнтӗм те, вӑрман хӗрринчен шалалла чупса кӗтӗм.

И поэтому, не дожидаясь дальнейшего, я сильным прыжком отскочил от старика и побежал от опушки в лес.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Клуст нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр шӑпине епле улталамалли пирки уйлама пикенчӗ:

Не медля принялся Клуст обдумывать, как обмануть судьбу.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней