Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑмасӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ те, эпӗ те ҫамрӑк-ха, пирӗн малашлӑх пысӑк пулмалла, анчах унталла эпир пӗр-пӗринпе ҫумлӑ тӑмасӑр ҫеҫ туртӑнӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек тума ӑнсӑртлӑх ҫӗмӗрсе хӑварнӑ пурнӑҫ хӑй хушать, ӑна вара пирӗн — ирӗксӗр пурнӑҫламалла.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫавӑнпа, нимӗн ҫинчен те ыйтса тӑмасӑр, вӗсен вечерне кайма килӗшрӗм (паллах, вӑхӑт пулсан).

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫапла каласанах, хӗрача сасартӑк хурӑн вулли ҫине пӑхрӗ, анчах ҫавна хӑй пачах та сисмесӗр, шутласа тӑмасӑр турӗ вӑл.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

…Таня, хӑйне епле ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ пулин те, алӑк умӗнче чарӑнса тӑмасӑр пултараймарех — кӑкӑрӗнче сывлӑш пӳлӗне пуҫланине вӑл аванах туйрӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Платон флягисене уйрӑммӑн лартмаллаччӗ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ревизи комиссийӗн тата халӑх контроль ушкӑнӗн членӗсене систермеллеччӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр трубкӑна ун еннелле кӑнтартӑм:

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тарас ӑна-кӑна пӑхса тӑмасӑр хыпаланса утать.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Тавлашсан-тавлашсан вӗсем ҫакӑн пек калаҫса татӑлчӗҫ: Ира пӗр тӑхтаса тӑмасӑр упӑшкинчен уйрӑлать те Ҫӗнӗ ҫул тӗлне Ҫӗпӗре куҫса пырать.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Хайхи тарӑхса кайнӑскерсем, Гитлер портретне пӑхса тӑмасӑр, пулеметсенчен, автоматсенчен ҫунтарма тытӑнчӗҫ, пӗр вунӑ минут хушши пенӗ хыҫҫӑн хайхи портрета ала пек турӗҫ.

Помоги переводом

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Халӗ ӗнтӗ нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр тӳрех курока туртрӑм.

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пирӗн ҫинелле хӑрушшӑн шӑвӑнаҫҫӗ, хаяррӑн, сиввӗн…

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пӗр шутласа тӑмасӑр, кӳлӗрен пӗр каска шыв ӑсса илчӗ те ӑшне чӳхерӗ, аллипе ҫурӗ, унтан таса мар шыва ҫыран хӗрне чашлаттарчӗ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ вӑл ниҫта чарӑнса тӑмасӑр чупать, шӑллӗ патӗнче те чарӑнса тӑмасӑрах малалла иртет, тӳрех кӳлӗ еннелле вӗҫтерет.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шоссе ҫине ҫитсен, фашистсен автомачӗсене, патронӗсене пухрӗҫ, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, каялла Санюк патне васкарӗҫ.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ачасем, ниҫта чарӑнса тӑмасӑр, хӑйсен ӳплине ҫитсе ӳкме васкарӗҫ.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Патшана сирпӗтни… — терӗ Хветюк, вырӑнӗнчен тӑмасӑр.

Помоги переводом

Хветюк ыйтӑвӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мана вара ӗҫме кил хуҫи мар, юлташӑм ҫине тӑмасӑр хӗтӗртрӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анса ҫитсен, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тул картаран килхушшине хыпаланчӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чанккама, тӳрткен сӑмсаллӑ, ҫутам ҫамрӑк милиционер пӗр тӑхтаса тӑмасӑр асӑннӑ хушаматлӑ ҫын килнелле яртлаттарчӗ.

Помоги переводом

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней