Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑмастпӑр (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Урӑх иккӗленсе те тӑмастпӑр! — тесе хучӗ Гленарван.

— Теперь нет никаких сомнений, никаких! — сказал Гленарван.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эсӗ ӗнтӗ ытлашшипех ырӑ кӑмӑллӑ та йӑваш, — тавӑрчӗ Павел Петрович: — эпӗ апла мар, ҫав пӗчӗк господасенчен, тен, кӑштах кивӗ чӗлхепе, vieilli калаҫатпӑр пулсан та, хамӑр ҫине ун пекех чӑрсӑррӑн шанса тӑмастпӑр пулсан та — хамӑр тӗрӗсрех пулнине шансах тӑратӑп…

— Ты уже чересчур благодушен и скромен, — возразил Павел Петрович, — я, напротив, уверен, что мы с тобой гораздо правее этих господчиков, хотя выражаемся, может быть, несколько устарелым языком, vieilli, и не имеем той дерзкой самонадеянности…

X // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Ун пеккисем пур пулсан — чарса тӑмастпӑр.

Если есть такие — задерживать не станем.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унашкаллисемпе комиссар йышшисене хӗрхенсе тӑмастпӑр, ыттисене каҫаратпӑр.

Им и разным комиссарам спуску не даем, а остальных милуем.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫапӑҫнӑ чух — эпир кирлӗ пулнӑ, халӗ вӗсемшӗн чӗрне хури тӗшне те тӑмастпӑр

Когда воевали — нужны были, а зараз мы им ни к чему…

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпир шӑв-шав туса тӑмастпӑр, каятпӑр.

Мы уйдем от скандалу.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Колхозран мӗнле те пулин пулӑшу кирлӗ пулсан — памасӑр тӑмастпӑр!

А какая потребуется от колхоза подмога — отказу не будет!

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑшӗ — эпир кунта пурӑнса юлашки укҫана ҫисе пӗтертӗмӗр тесе ҫухӑрнӑ, хӑшӗ — пирӗн кунта ҫемье ҫуррине яхӑн чирлесе вилсе пӗтрӗ, тесе ятлаҫнӑ, тата хӑшӗ — халех каятпӑр, нумай тӑмастпӑр, тесе хӗпӗртенӗ.

Одни кричали, что здесь они прожились и проелись, другие негодовали на то, что смерть и болезни ополовинили их семейства, третьи радовались, что сейчас уезжают…

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Эпир опыта хӗрхенсе тӑмастпӑр

Мы не станем прятать наш опыт.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах эпир ун ҫине пӑхса тӑмастпӑр, тупра памасӑр кӑна тӑрса пӑхтӑр, эпир ӑна судпа…»

Но мы не посмотрим на него, и пусть только он вздумает не отдать приданого, мы его судом…

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Тӑмастпӑр, аннеҫӗм! тӑмастпӑр! вилсен те тӑмастпӑр!» кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ запорожецсем.

— Не встанем, мамо! не встанем! умрем, а на встанем! — кричали запорожцы.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Пирӗн кунта тӑмалла мар, тӑмастпӑр та.

— Нам тут не нужно стоять, и не будем стоять.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах ыйту: службӑра тӑмастпӑр пулсан, ӑҫта кайса кӗрӗпӗр эпир сирӗнпелен?

Только вопрос: куда же мы с вами денемся, если не будем служить?

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Анчах пӗлӗр: эпир сирӗнпе пит церемониленсех тӑмастпӑр.

Только помните: мы с вами не церемонимся.

IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Тӳнтереймесен вара ӑна, — эппин, эпир нимӗне те тӑмастпӑр! — хӗрсе кайрӗ Димчо пуп.

— А если не толкнем ее, значит, сами дураки! — с жаром воскликнул поп Димчо.

XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Нимӗнле сектӑра та тӑмастӑр-и? — «Нимӗнле сектӑра та тӑмастпӑр, мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр вара эсир?

— А секты никакой не изволите содержать? — Никакой, говорит; а вам почему так вздумалось?

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хак пирки тытӑнса тӑмастпӑр, хамӑр укҫапа хамӑр хуҫа терӗм-ҫке сана.

Но я уже тебе сказал, что за ценой не стоим и сами располагаем своими деньгами.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хак пирки тытӑнса тӑмастпӑр эпир, самӑрлӑхӗ кӑна ҫиттӗр унӑн.

За ценой мы не постоим, была бы она в теле.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ну, ҫапла пултӑр эппин, господа казаксем, хӑвӑрӑн ирӗк: пирӗнпе пӗрле пырас теместӗр пулсан — йӑлӑнса тӑмастпӑр, ӳксех пуҫҫапмастпӑр.

— Ну, что же, господа казаки, воля ваша: не хотите идти с нами — не просим, челом не бьем.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир чарса тӑмастпӑр.

Мы не стесняем.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней