Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑман сăмах пирĕн базăра пур.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ниме тӑман япала асӑрхамасӑр персе янӑ пӗр-пӗр сӑмах та ун чунне суранлатма пултарать.

Его больно ранит даже всякое зряшное, невзначай оброненное слово.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун сӑмахӗсенчен сурӑх ҫур пуса тӑман япала пек пулса тухнӑ.

По его словам выходило, что овца — это копеечное дело.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шурлӑха путнӑ ӗнине пӑявпа ҫаклатса туртса кӑларма та ҫынсене чӗнсе тӑман.

Или завязнет корова в болотной тине — он, не дожидаясь подмоги, подхватит ее веревкой и вызволит из беды.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вутӑ хурса тӑман кӑвайт пекех сӳнет вӑл, сӗврӗлет.

Начинает гаснуть, словно костер, в который больше не подбрасывают хворосту.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр вӑйлӑ тӑман хыҫҫӑн Теруш сасартӑк ӗнипе лашине ҫухатнӑ пулнӑ.

Еще в деревне рассказывают, как в одну вьюжную ночь Теруш враз потерял и корову, и лошадь.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ниме тӑман сӑмах, ҫапах та Ухтивана ыррӑн туйӑнса каять.

Ничего не значащий разговор, но Ухтивану он кажется музыкой сердца.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӑҫти ҫӗре те хӑш енне Илсе кайса мӗн кӑтартмарӗҫ, Ниме тӑман ӗҫ сиенне Ҫапах ниҫта асра картмарӗҫ.

Помоги переводом

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑрман тӑрать пек йӑпшӑнса: Паян вӑл Чечеке кӗтет пек — Тӑман унран вӑл ютшӑнса.

Помоги переводом

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑман илмесӗр сан аҫу.

Помоги переводом

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑман хӗр ашшӗ йышӑнмасӑр, Чарман хӗрне вӑл калаҫма.

Помоги переводом

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Иртни — мӗлке пекех, чӗлхесӗр, Ялан малта вӑл е хыҫра, Анчах хӑйне вӑл систермесӗр, Тӑман нихҫан та пурнӑҫра.

Помоги переводом

XI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗл пулнӑ тӗксӗм кунпала, Тӑман нимрен те хӑраса.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Эс Левентей пек хытса тӑман, пирӗн ҫынсене ҫӗрӗк тӑпри турттарма ирӗк панӑ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уйра ноябрь ҫилӗ шӑхӑрать, тӑман вӗҫтерет, хӗрсем ӑна пӑхмасӑр кӗреҫепе ҫӗр чаваҫҫӗ, кӳлӗрен купи-купипе ӑшӑ тӑпра кӑлараҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа та Сехре ҫул вӑрӑмминчен те, вӑхӑт нумай иртнинчен те хӑраса тӑман, Кама тӑрӑх хӑпарнӑ та хӑпарнӑ.

Помоги переводом

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хирӗҫ тӑман чухне ӗҫре маттур хӑй, трактора лайӑх пӗлет.

Помоги переводом

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халӗ турткалашса тӑман пулӑттӑм.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тухман ҫын тухсан, тӑман тухать тенӗ пек, вӗсем лашисене тӑварма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех юр ҫума пуҫларӗ, вӑрман ҫулӗ ирхинеччен аллаппи хулӑнӑш юрпа витӗнчӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Марине мана пырас пулсан, эп пӗрре те ӳркенсе тӑман пулӑттӑм, — терӗ Сехре.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Суйласа тӑман тенӗрен Олимпиада кашни пӗрче тыта-тыта ытараймасӑр пӑхрӗ.

Помоги переводом

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней