Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлтен пӗр чарӑнмасӑр пас тӑкӑнать.
Упа тытни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тӳпере тем пысӑкӑш бассейн пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ те, унти шыв пӗтӗмпех ҫӗр ҫине шапӑртатса тӑкӑнать тейӗн, ҫакӑн пек вӑйлӑ ҫумӑр лапамсене кӳлӗ, пӗчӗк юханшывсене кӗрлесе юхакан пысӑк шыв туса хурать; юханшывсем ҫырантан тухаҫҫӗ, темӗн талккӑш ҫӗре шыв илтереҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Шӑлтӑрма ҫаврӑннӑҫем, алӑ сулӑмӗпе чӳхенсе, шӗнкӗл-шӗнкӗл тӑкӑнать витрери шыв.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Уйрӑмах водород перекисне асӑрханса тыткаламалла, унпа нумай вӑхӑт хушши усӑ курсан ҫӳҫ тӑкӑнать.Особенно это относится к перекиси водорода, после длительного употребления которой волосы мертвеют.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Виҫҫӗмӗш стена вырӑн-вырӑнта ҫунса пӗтрӗ, пулса юлнӑ шӑтӑксенчен ҫулӑм хӑйӗн хаклӑ йышши чулӗсене сапаласа кӑларать; мачча ҫинче ҫунакан сӗлӗпе улӑм чӳречерен ылтӑн ҫумӑр пек тӑкӑнать: сӗлӗ ахах, улӑм пӗрчисем мерчен евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Йӗпе йывӑҫсем ҫинчен ҫумӑр тӑкӑнать.
Тискер кайӑк // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 22–23 с.
Пас тытнӑ йывӑҫсем ҫинчен вӗтӗ юр тусан пек тӑкӑнать.
7 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Шӑпӑрр! панулми тӑкӑнать.)
Пӗрремӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Мӗнле пулнине пӗлетпӗр вӗт, кашни кунах куратпӑр, кашни кунах ун пирки ҫынсем пӗтеҫҫӗ, кашни кунах юнпа куҫҫуль тӑкӑнать…
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Епле пулсан та, ҫав ҫулӑмран ачана ҫӗклесе тухмалла, анчах ҫил вӗрет, пур енчен те хӗм тӑкӑнать.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Сакӑрвуннӑра, теҫҫӗ, ун ҫинчен, хӑйӑр тӑкӑнать, унашкал ҫулсенче вилме ҫӑмӑл…Восемьдесят, говорят, песок сыплется, в такие годы легко умирать…
IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫывӑратӑп та тӗлӗкре куратӑп: тырӑ тӑкӑнать, ҫӗр ҫине ӳкет.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑранатпӑр — ҫурӑм ҫине пӑр тӑкӑнать!
6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӗсем ҫур кило ҫӑнӑх шӑлса пуҫтарнӑ пулсан, тепӗр мельникӗн ҫур кило ҫеҫ мар, пӗр урайнех вунӑ кило тӑкӑнать.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл ӑна ӗҫме хӑтланать, анчах ниепле те ӗҫеймест, эрехӗ унӑн хӗвнелле тӑкӑнать.Все пытался выпить, да у него не получалось, водка лилась ему за пазуху.
Юлашкисем... // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Таня ӑна ҫӗҫӗпе турать те ҫӗҫӗ айӗнчен унӑн алли ҫине вӑрӑм турамсемпе канифоль тусанӗ евӗр тусан тӑкӑнать.
XIV // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл ҫакланать, кӑкӑрӗпе ҫивӗч чул ҫине ӳкет, Каролина Фогельмеер сутӑҫӑ хӗрарӑм пек кукленсе ларнӑ та: кукӑль, кукӑль, кукӑль, тесе пӑшӑлтатать, лере вара юн тӑкӑнать, хӗҫсем ялтӑртатаҫҫӗ…
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫумӑр тимӗр ҫивитти юлашкисем ҫине вӗтӗ пӑрҫа пек тӑкӑнать, шӑтӑк-ҫурӑк алӑк витӗр ҫил вӗрет.Дождь сыпал густой дробью по остаткам железа на крыше, а в щелястую дверь дул ветер.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ещӗк-вагонсем турпас пулса ванаҫҫӗ, вӗсенче ҫывӑракан ҫынсене пашалу пек лапчӑтса хурать темӗн пек хаклӑ тырӑ тӑпрапа, юнпа пӗрлешсе тӑкӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӗсем ҫине хаяр ҫил тулашса сивӗ ҫумӑр тӑкӑнать, анчах вӗсем философиллӗ тӳсӗмпе пурпӗрех чӑтса ирттереҫҫӗ.И с философским терпением переносили жестокие наскоки ветра и холодный ливень.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.