Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑртарах (тĕпĕ: тӑвӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майра-патша ӳт-пӳне, аллисене хулпуҫҫи таран та ури хырӑмӗсене ҫурри таран ҫара хӑварса, йӗтӗн газӗнчен ҫӗленӗ тӑвӑртарах ҫӑмӑл платье, кӗмӗлпе тӗрлаттерсе тӗртнӗскер, ҫат тытса тӑнӑ.

Легкое узкое платье из льняного газа, затканное серебром, вплотную облегало тело царицы, оставляя обнаженными руки до плеч и ноги до половины икр.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫапла вара Андрей, унччен ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳренӗскер, вилнӗ упӑшка вырӑнне йышӑннӑ арҫын тивӗҫӗпе усӑ курса, вахмистрӑн пуставран ҫӗлетнӗ шӑлаварӗпе кӗпине тӑхӑнса ячӗ, кӗпи ҫаннисем хӑйне палӑрмаллах кӗске пулин те, ҫанӑсен эрешле вӗҫӗсем тӑвӑртарах пулин те, ҫав тумпа вӑл пӗр вӑтанмасӑрах Гремячий тӑрӑх шукӑлленсе ҫӳреме пуҫларӗ.

И вот Андрей, до того ходивший голодранцем, — не стыдясь, на правах преемника, защеголял по Гремячему в суконных вахмистровых шароварах и рубахах, рукава и воротники которых были ему заметно коротки и узковаты.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӳртӗм-ҫуртӑм тӑвӑртарах та, анчах сулахай алӑра хӑлха тӗлнелле пӗчӗк фонарь, сылтӑммипе кӗнеке тытсан, — вулама та пулать.

Тесноватый домик, но если в левой руке над ухом держать карманный фонарик, а в правой книжку, — можно читать!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вагонра тӑвӑртарах пулин те, ку вӑл маншӑн ҫав тери ырӑ пек, чуна та ҫӑмӑллатнӑ пек туйӑнать.

Это было необыкновенное ощущение, какое-то просторное, хотя в вагоне было довольно тесно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑн та ӗнтӗ, пысӑк ҫынсем пуррипе палаткӑра тӑвӑртарах пулнӑ, анчах кунта пур япаласене те тирпейле, йӗркеллӗ вырнаҫтарса, ҫакса хунӑ.

Правда, благодаря присутствию великанов в палатке было тесновато, но зато как всё было аккуратно, разумно разложено и развешано!

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней