Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Станицӑна ҫитиччен ҫирӗм тӑватӑ ҫухрӑм — шак сиккипе, унтан та ҫаплах.

До станицы двадцать четыре версты — наметом и оттуда так же.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, тӑватӑ хут ҫаврӑннӑ ҫӗре паллашрӑмӑр…

Ну, пока четыре гона проехали, познакомились…

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Арӑмӗ ӑна акӑ мӗн каласа панӑ: нумай пулмасть кунта тӑватӑ карчӑк килсе кайнӑ, вӗсем ҫине тӑрсах офицер господинсем патне кӗртме ыйтнӑ.

Из рассказа жены он узнал, что недавно приходили четыре старухи и настоятельно требовали, чтобы их провели к господам офицерам.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, Половцев буркӑна туртса ҫыхнӑ шурӑ чӗнсене васкаса салтрӗ, буркӑна сирчӗ те алӑ пулемечӗн салатнӑ пайӗсене, ҫуланнӑ михӗпе чӗркенӗ тӑватӑ тӗксӗм ҫутӑ диск кӑларса хучӗ.

Став на одно колено, Половцев проворно распутал белые сыромятные ремни, туго спеленавшие бурку, развернул ее и достал части разобранного ручного пулемета, завернутые в промасленную мешковину четыре матово блеснувших диска.

I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хуа Да-ма ҫак хӗрарӑм апат хунӑ тӑватӑ турилккипе рис чашӑкне мӗнле вырнаҫтарнине, йӗре-йӗре парне укҫине ҫунтарнине пӑхса ларчӗ.

Глядя, как женщина расставляла четыре блюдечка с овощами и чашку с рисом, как, плача, сжигала жертвенные деньги,

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах Хуа Да-ма утма ҫулӑн сылтӑм енчи ҫӗнӗ вилтӑпри патне пырса ҫитрӗ, пахча ҫимӗҫсем касса хунӑ тӑватӑ турилккепе рис чашкине вырнаҫтарса лартрӗ те хӑй макӑрма тытӑнчӗ.

Только рассвело, а старуха Хуа уже стояла над свежей могилой справа от тропинки, она успела принести жертву: четыре блюдечка с овощами и чашку с рисом, и всплакнуть.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Хыҫалта, ҫул хӗресленнӗ тӗлте, чӗрпӗкленсе пӗтнӗ хӑма ҫинче ылтӑнласа ҫырнӑ тӑватӑ иероглиф тӗксӗммӗн курӑнать.

А позади пего, на облупленной вывеске, висевшей на перекрестке, сияли позолотой иероглифы.

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ман хыҫра тӑватӑ пин ҫул хушши ҫын какайне ҫинӗ вӑхӑт.

Я, у которого за спиной четыре тысячи лет людоедства,

XII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Хам тӑватӑ пин ҫул хушши ҫын ҫисе пурӑнакансем хушшинче чылайранпа пурӑннине паян тин ӑнланса илтӗм.

Только сегодня я понял, что живу в мире, где на протяжении четырех тысяч лет едят людей.

XII // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Шыва бассейналла кӗрен сардониксран касса кӑларнӑ тӑватӑ арӑслан пуҫӗ пӗрӗхтерсе тӑнӑ.

Четыре львиные головы из розового сардоникса извергали тонкими струями воду в бассейн.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Эпир ҫыхӑнусем йӗркеленипех юлашки ҫулсенче шкул ачисем тӗрлӗ предприятире час-часах /тӑватӑ хут ытларах/ пулса курма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Андрей Александров: Вӑхӑтпа тан утсан ӑнӑҫу пулатех // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней