Поиск
Шырав ĕçĕ:
Апла пулсан, икӗ начальник сирӗншӗн тытӑҫса илчӗҫ пулать?
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Манпа тытӑҫса пӑхас тетӗр-и?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫаксене каласа кӑтартнӑ чухне, Беридзе хӑй Даниловра Алексейпе тытӑҫса илни ҫинчен шарламарӗ.Рассказывая об этом, Беридзе не упомянул о своем столкновении с Алексеем в Данилове.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пирӗн разведчиксем казаксен разъезчӗпе икӗ хут тӗл пулса тытӑҫса илнӗ.А наши разведчики уже два раза имели стычки с казачьими разъездами.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
— Ҫук, нихӑҫан та тытӑҫса курман, — терӗ пиччӗшӗ.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Хӑҫан та пулин тӑшманпа тытӑҫса курнӑ-и эс? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл пиччӗшӗнчен, хӑй унпа калаҫасшӑн пулманнине пачах манса.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тытӑҫса илнӗ тапхӑрта йытӑ хаяррӑн вӗрсе, вӗсем ҫинелле сикнӗ.
ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Урамсенче тытӑҫса илесси — вӑл ялан пулакан япала.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Сирафуна акула тытӑҫса ӳксен, эпӗ акулӑшӑн алӑ ҫапса тавлашман пулӑттӑм!И при схватке между сирафу и акулой я не держал бы пари за акулу!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫула тухсанах Стэнли отрячӗн Укусу ҫынҫиенӗсемпе тытӑҫса илме, юханшывӑн шарлакӗсенчен иртме, кимӗсене ал вӗҫҫӗн йӑтса куҫарма тивнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Генка ҫиленчӗ, Мазин патне чупса пырса: «Хӑйсен колхозӗнче кашниех хуҫа! Ху кай эсӗ кунтан!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ, кун хыҫҫӑн вара вӗсем тытӑҫса кайрӗҫ.
8 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Юлашкинчен алла-алӑн тытӑҫса ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Балтика хуралӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 3–19 с.
Карап ҫинче алла-алӑн тытӑҫса ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Ҫапӑҫу // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Анчах пӗр шухӑшпа — хӑвӑртрах тӑшманпа тытӑҫса ҫапӑҫас шухӑшпа хавхаланнӑ паттӑрсем нимӗн умӗнче те чарӑнса тӑман.Но ничто не останавливало храбрецов, охваченных одним порывом: поскорее сразиться с врагом.
Ҫапӑҫу // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Виҫҫӗмӗш хут тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн пӗрин мӑйӗнчен юн сӑрхӑнса тухни курӑнчӗ, теприн пӗсехи ҫаралса кайнӑ, чавса пӗтернӗ.
Ӑмӑрткайӑксен сывлӑшри ҫӑпӑҫӑвӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 41–44 с.
Шерккей ӑна ӗнер Илюк арӑмӗпе тытӑҫса пӑхнӑ вырӑна кӑтартасшӑнччӗ.Шерккей хотел было напомнить, как здесь вчера на Велюша накинулась жена Илюка.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Салтаксен йышлӑ ушкӑнӗсем ҫакӑнта тӑшманпа тытӑҫса хаяррӑн ҫапӑҫнӑ.
XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӗсем тытӑҫса ларса урамра йӑваланма тапратрӗҫ.
7. Ракетчик // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Тепрен самантранах туссем тӗттӗмре тытӑҫса ӳкнӗ пулӗччӗҫ.
3. Зажигалкӑсем // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Черчен чӗрчун нимпе витерме ҫук япалапа тытӑҫса ӳкрӗ.Такое хрупкое создание, как человек, сцепилось с неуязвимым предметом.
V. Вӑйпа паттӑрлӑх // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.