Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑтӑрса кайнӑ арӑм, хыттӑн калаҫнӑ май шӑл хушшипе хӗм сирпӗтсе, анкӑ-минкӗ упӑшкине вӑйпах хаҫат тыттарать.
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Олег ятлӑ студент Ваҫука шӑлаваршӑн: «Кунта шӑп та лӑп икҫӗр тенкӗ», — тесе, хаҫатлӑ чӗркем тыттарать.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Шарламасть ача, ҫырӑва почтальонкӑна хӑйне тыттарать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Халиччен хӗрсемпе ташласа курманскер, ялан купӑс калама тивнипе ташлама вӗренейменскер, Хӗветӗр халӗ купӑсне Куҫмана тыттарать те, хӑй Ленӑпа ташлама тухать.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Улюк алӑри хунарпа умри ҫула ҫутатнӑ май сукмак хӗрринчи ҫеҫкери утмӑлтурата асӑрхать, ӑна татса Улькана тыттарать.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Женя (аллинчи мишукне Ивана тыттарать).
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
Нӑркка (хӗвӗнчен тепӗр хут листи кӑларса Униҫҫене тыттарать).
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
(хӑй хӗвӗнчен ҫырусем кӑларса тыттарать).
Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.
Мӑн кӗрӳ пулаканни авланакан качча сӑра курки тыттарать, авланакан каччӑ ҫав сӑрана пӗр виҫ трит (хут) ваттисен умӗнче пултӑр тесе ҫӗре тумлатать.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Паян акӑ вӑл атӑ-пушмак ҫӗлекенсене ертсе пырать, ыран пулӑ тыттарать, тепӗр кунне хӑма-пӗрене, тимӗр-шифер сутать.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Тепӗр ирхине, тунтикун, кил хуҫи Тихӑна пуртӑ тыттарать те калать:
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тыттарать ӑна Турунов хӑйӗн спецовкине, илех, тет.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Патька-патша ҫав хутаҫне мана тыттарать: «Ку сана, хӗрем, манран, патшаран-императортан. Хӗр тупри тума пултӑр!» — тет.
Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сасартӑк куратӑп хайхи, пӗри пӗчӗк хутаҫ илсе килет, патька-патшана тыттарать.
Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ак кӗрет ярӑнса пӗркенчӗкпе Чӗкеҫ, Ашшӗ умне кукленсе тыттарать кучченеҫ: Ахах кӗленчепе вут пек хаяр эреке, Тата пыл сӑраллӑ йӗкӗрлӗ чепчеке.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Кукӑр карчӑк Силемпи, Кӗпӗр ҫине вӑл васкать, Еркинее алтутри Ытарласа тыттарать.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хупахпа чӗркенӗ пулӑсене ӳпле шӑтӑкӗ умӗнче Санюка тыттарать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Акӑ сана йӗп, — тесе, татах ҫип тыттарать.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Пӑхатӑп, вӑл мана ҫип тыттарать.
Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чечексене Шурик мана пӗрерӗн-пӗрерӗн тыттарать.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.