Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлерехри тепӗр туратӗнчен икӗ аллипе тытать те вӑл, ҫул ҫинелле пӑхать: шоссе Ильмар поселокӗ таранах курӑнса выртать.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑна фашистсен патрулӗ хӑйсен поселок урамӗнче ярса тытать те штаба илсе каять.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Достоевскин Раскольниковӗ (1866 ҫул) пӗр палламан, никама кирлӗ мар карчӑка вӗлерсе пуйса темиҫе ырӑ ӗҫ тума шут тытать.

Помоги переводом

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

— Ан шавла, ӑна, мӗскӗне, сивӗ тытать, унӑн аш ҫиес килет.

Помоги переводом

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл трактортан та «ютшӑннӑ», фермӑра пӗртен-пӗр лаша тытать, ҫавӑнпа пур ӗҫе те йӗркеллӗ, вӑхӑтра туса пырать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ку енӗпе пӗр-пӗр конкурс иртессине пӗлсен хаваспах хутшӑнать, хӑйне сцена ҫинче артист пекех тытать.

Помоги переводом

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Килӗнче вӑл йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх тытать: виҫӗ ӗне, тӑватӑ сӑвакан качака, тӑхӑр путек, 40-е яхӑн чӑх, кроликсем…

Помоги переводом

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Пурис тытать те карлаттарать Сосновкӑна.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шутласан, кулсах вилмелле вӗт, мучин шит тӑршшӗ шап-шурӑ сухал, кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫ, Кӗтеринӗ те инҫерех ҫула тухас пулсан ҫынсем куриччен тенӗ пек туя тытать.

Помоги переводом

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Ҫыннӑн укҫа пур пулсан вӑл чаплӑ маҫтӑра тара тытать.

Помоги переводом

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Вӑрман вӑл ҫапла, хытӑ тытать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Тутар Йӑвашкел каччи Р.Минатуллов Патӑрьелӗнчи СПТУна ҫул тытать.

Помоги переводом

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Анна Капитоновна халӗ те шкулпа тачӑ ҫыхӑну тытать, час-часах хӑй вӗрентнӗ классенче пулса кирлӗ ӑс парать, ашшӗ-амӑшӗсемпе калаҫать, ҫамрӑк вӗрентекенсене ачасемпе епле ӗҫлемеллине вӗрентет.

Помоги переводом

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Ҫӑра яшка тутӑ тытать.

Помоги переводом

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ун пек чухне Горовиц алла кӑранташ тытать те, хут ҫине йӗрлесе, хӑйӗн шухӑшне ӑнлантарма пуҫлать: «Классене ҫутатма ҫавӑн чухлӗ киловатт кирлӗ, дормиторсене — ҫавӑн чухлӗ… Эх, ҫапах та пирӗн ӗмӗре электричество ӗмӗрӗ тесе калама хӑяҫҫӗ тата!» — тарӑннӑн сывласа сӑмахне вӗҫлет вара вӑл; унтан каллех Горовиц пурин ҫинчен те манса хӑйӗн ӗҫне тума тытӑнать.

И с карандашом в руке, черным по белому, Горовиц доказывал: «Свет в классах — столько-то киловатт, в дормиторах — столько-то… Эх, а еще наш век называется веком электричества!» — вздыхая, заключал он и углублялся в свою работу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Федораш Доруца та, куҫӗсене пӗчӗк ачалла чарса пӑрахса, оратор ҫине шӑтарасла пӑхать, Володя Колесников пуриншӗн те ӑнланмалла, лӑпкӑн калать, ӗҫленӗ чухнехи майлах хӑйне ирӗклӗн тытать.

Вот Федораш Доруца, по-детски широко раскрыв глаза, впился взглядом в оратора. А молотобоец говорил просто, спокойно, так же, как и работал.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл хӑй мастерской тытать, вӗренекен ачасене пусмӑрлать.

Владелец собственной мастерской, он эксплуатирует учеников.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑш-пӗр чухне мастер хӑйне ытла та тӗлӗнмелле тытать, ҫавӑнпа ӑна ӑнланса ҫитме ыттисемшӗн йывӑр.

Поведение мастера-немца было иной раз настолько странным, что оно многих сбивало с толку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Технолог каллех пурӑ тытать.

Технолог опять брался за мел.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Класа пырса кӗрсен, вӑл ӑна питӗ меллӗн хывса тытать те ҫав тери сӑпайлӑ та кӑмӑллӑ ҫын пек ачасене пуҫ тайса сывлӑх сунать: «Саламлатӑп сире, господинсем!»

Входя в класс и раскланиваясь с учениками, он умел снимать ее таким широким жестом, как никто другой: «Приветствую вас, господа!»

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней