Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫук иккен, хресчен ҫынни, ҫӗр ҫынни уй-хир тулли тырӑ пирки шухӑшланипе пӗрлех пӗр ывӑҫ тырӑ пирки те, пӗр пӗрчӗ тырӑ пирки те шутлать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑл тырра — турӑ парнине — сутма ҫылӑх тесе шутланӑ, 40-мӗш ҫулти выҫлӑх вӑхӑтӗнче, тырӑ калама ҫук хаклӑ тӑнӑ вӑхӑтра, таврари помещиксемпе хресченсене хӑйӗн мӗнпур тыррине валеҫсе панӑ; тепӗр ҫул вара лешсем хӑйсен парӑмне ӑна тырӑпах тавӑрса панӑ.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Пур ҫӗрте те ҫавах: Днепр батька таврашӗнче те, унӑн лӑпкӑн юхса выртакан Дон ятлӑ шӑллӗпе хӑвӑрт юхса выртакан Днестр ятлӑ шӑллӗ таврашӗнче те ҫавах; шнедсен вилтӑприсемпе скифсен курганӗсем патӗнче те, пирамида евӗр шӗвӗрӗлсе ӳсекен топольсемпе акацисен сулхӑнӗнчи шур тӑмпа шӑлса лартнӑ хатӑсем тавра та, ҫеҫенхирсенче тӑлӑххӑн сӗмленсе ларакан ҫил арманӗсем патӗнче тен, ҫав-ҫавах, тырӑ ҫӗмелӗсем; кӑнтӑрла тӗлӗнче йывӑр пӗлӗт татӑкӗсен кӗренрех мӗлкисем сӑпкари пек ҫывӑрнӑ ҫӗрте, — ҫулман улӑхсем тавра — пӗтӗм пуян та аслӑ, илемлӗ Украинӑра ҫапла, ӑҫта пынӑ унта, тырӑ, тырӑ.
XXVII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Пурте: «Тырӑ, тырӑ, тырӑ», — тенӗ.
Пулӑшакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Кӗсйинче укҫа пур чух (вӑл ӑна кунне миҫе хут шутласа пӑхать!) пӗр-пӗр тырӑ лайӑх пулакан ҫӗрте ҫич-сакӑр ана ҫӗр те туянӗ, анисене тӗрлӗ хирте суйлӗ вӑл: пӑр ҫапса пӑр пӗтереймӗ, шӑрӑх ӗнтсе ҫӗнтерейме; тырри пулӗ унӑн, ҫӗр ҫынни епле тырӑсӑр пурӑнтӑр?
XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫуркунне, ҫӗршыв типсе ҫитсен, ака туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, Кантюкӑн юланутлӑ йыхравҫисем Упи пасарне каяҫҫӗ те, вӑрӑм патак вӗҫне алса тулӗ тӑхӑнтартса: «Тырӑ сутаҫ, тырӑ!.. Утламӑшри Кантюк патне тырӑ туянма пырӑр!» — тесе, пӗтӗм пасар тӑрӑх евитлесе ҫӳреҫҫӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пирӗн умма пӗр задача тухса тӑчӗ: тырӑ, тырӑ, тырӑ!..
3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Карета хӑвӑрттӑн чупать, вӑл е пулса ҫитнӗ тырӑ пусси хӗррипе, е анлӑ ҫаран ҫумӗпе пырать; тырӑ пуссинче сывлӑш пӑчӑ та ырӑ шӑршлӑ; тырӑ шӑрши ҫапать, ҫаран енчен вӗрекен сулхӑн ҫил вара сасартӑк ачашшӑн питӗ сӗртӗнсе илет.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Нарыжный, чее шуйттан, куҫӗсемпе вылятса илчӗ те: «Государство пирӗн пысӑк, государствӑн тырӑ нумай, унӑн ҫитмесен, эпир ӑна хамӑрӑн юлашки тырра та парса яма хатӗр. Пирӗн ҫуркунне тырӑ ҫитмесен государствӑран ыйтма намӑс. Мӗнле тырӑ ӑстисем вара эпир» — терӗ.
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, ӑсра ҫеҫ палӑракан йӗр айӗнче Сергей цифрӑсене ҫеҫ мар, чӗрӗ картинӑсене те курнӑ: е тырпул пухнӑ хӗрӳ вӑхӑтра тулли халӑхлӑ ҫеҫенхире; е тусанлӑ ҫулсемпе тахҫанах кӗмсӗртеттерсе иртсе кайнӑ тырӑ лавӗсене; е вӑйлӑ тырпул туса илнӗшӗн награда илме правительствӑна тӑратнӑ колхозниксен списокӗсене, — ҫак списокра Алексей Артамашов хушамачӗ те пур; е государствӑна тырӑ, сӗт, ҫӑм, ҫӑмартасем, аш-какай, улма-ҫырласем панин цифрисене; е колхозсем кӗрхи тырӑ акса пӗтерни ҫинчен нумай пулмасть ҫырса янӑ рапортсене; е Министрсен Совечӗпе ЦК ВКП(б) ҫанталӑка урӑхлатса ҫӗнетесси ҫинчен постановлени йышӑннӑ май станицӑсемпе хуторсенче йышлӑн пулса иртнӗ пухусене; е иккӗмӗш турбинӑна ӗҫе янине; е гидростанцинчен пуҫласа Марьяновски станицине ҫитичченех ҫеҫенхир тӑрӑх тин ҫеҫ лартса тухнӑ юпасен йӗрне — пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗм район пурнӑҫӗ ун куҫӗ умӗнче экран ҫинчи пек иртнӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӗрӗс, агрономилле кӑтартса панӑ тарӑнӑш пур ҫӗрте те сухаламаҫҫӗ: пӗр плугӗ тарӑн илет, ҫӗр сийне анлӑн сире-сире пӑрахать, тепри ҫӗр питне кӑна сирсе тухать; тырӑсене те тӗрлӗрен акаҫҫӗ: пӗр ҫӗрте речӗ-речӗпе, тепӗр ҫӗрте шӑйрӑксемлӗ; пӗр ҫӗрте ҫурхи тырӑсем ҫӳллӗ, таса, вӗсене хуҫалла лайӑх тата вӑхӑтра ҫумласа тасатнӑ, теприсене ҫумкурӑкӗ пусса илсе пӗтерсе лартнӑ, — ҫӗрӗҫлекен юлхавланнӑ курӑнать, ҫуркунне тырӑ пӗрчине ҫӗре пӑрахнӑ та, ун ҫинчен манса кайнӑ, анчах хӑй ҫимӗҫне пухма хатӗрленет; кунсӑр пуҫне тата пилӗк пусӑллӑ пусӑҫаврӑнӑшӗпе, тап-таса ҫӗртмепе тата курӑк акнӑ уйпа юнашар халӗ те вилмен карчӑка-йӑранлӑ анасене курма пулать; пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗре пур ҫӗрте те пӗр пек ӗҫлесе ҫемҫетмен, анчах плуг хӑйӗн тӗренӗ вӗҫӗпе те пулин пырса тивмен пӗр татӑк ҫӗр те ҫук; хӑшпӗр кая юлнӑ ҫӗрӗҫлекен хӑй пӗлекен тӳремлӗх ҫине пӑхса, ҫакна пӗтӗмпех курать те ирӗксӗрех ҫапла калать:
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унӑн хӑлхи инҫетре моторсем кӗрленине те, пуҫ тӑрринче тӑри юрланине те илтнӗ пулсан та, унӑн куҫӗ ҫутӑ-сарӑ тырӑ пуссисенче питӗ илемлӗн курӑнакан комбайнсене те, вырнӑ тырӑ пуссинче саплӑксем пек ларакан ҫӗмелсене те, тырӑ куписемлӗ йӗтемсене те курнӑ пулсан та, — вӑл нимӗн те итлемен, ниме те курман, унӑн пуҫӗ пачах урӑххи ҫинчен шухӑшланӑ, Бригада станӗсенче е уй-хирте хӑй колхозниксемпе епле калаҫнине, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче кӗпе айӗнче выртакан ҫыру ҫине ҫынсем епле алӑ пуснине халех курас килнӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Стан патне пынӑ чухне тырӑ куписене, тараса патне кутӑн чакса пыракан полуторкӑна, тырӑ типӗтнӗ тата тасатнӑ ҫӗрте ӗҫлекен колхозниксене курсан, Кондратьев тырӑ куписем бронза е ылтӑн тӗслӗ ҫуталса выртни ҫинчен мар шутланӑ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫеҫенхир шавлать, юрлать, комбайнсемпе тырӑ вырмалли машинӑсем тулӑ, урпа выраҫҫӗ, йӗтемсенче тырӑ куписем сап-саррӑн йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ, унтан йывӑр тиенӗ полуторкӑсем чупса тухаҫҫӗ, вырнӑ тырӑ пусси ҫӗмелсемпе чӑпарланать, — ҫакӑ пӗтӗмпех иртнӗ ҫулсенче те пулнӑ, вӑл ҫитес ҫулла та тепӗр хут пулать.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Бригадӑсен станӗсенче ҫынсем ҫук-ха, тасатса шыв сапнӑ йӗтемсем ҫине халь анчах тарасасем илсе килнӗ, васкавлӑн тунӑ ӳплене тырӑ виҫекен вырнаҫнӑ; юсаса тасатнӑ ҫулсем тӑрӑх тырӑ тиенӗ грузовиксем тусан мӑкӑрлантармаҫҫӗ-ха, хӑмӑл ҫинче те ҫӗмелсем чӑпарланмаҫҫӗ, анчах тырӑ вырмалли вӑхӑт ҫывӑххи ӗнтӗ пур ҫӗрте те: уй-хир пӗтӗмпех сарӑ тӗспе сӑрланнинче те, шӑрӑх пӗлӗтре те тата тӑрисен сасси ҫеҫ пӑсакан нихҫан пулман темле уйрӑмла шӑплӑхра та палӑрать…
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев акӑ мӗншӗн савӑнать: кӑҫал та кӗҫ-вӗҫех акӑ ҫеҫенхир тӗрлӗ сасӑпа кӗрлеме-шавлама пуҫлать, ҫак ҫулсем тӑрӑх, шыв ҫулӗсем ҫинчи пек, элеваторсенелле тырӑ куҫма тытӑнать, урапа кустӑрмисене йывӑррӑн латӑртаттарса, лавсем кайма пуҫлаҫҫӗ, сарӑ тырӑ тиенӗ тусанлӑ грузовиксем чупса иртеҫҫӗ; вӑл тата акӑ мӗншӗн салху та кӑштах шикленерех панӑ: ҫак кунсенче вӑхӑт темшӗн яланах хӑвӑрт иртнипе ӑна хӑваласа ҫитме те йывӑр, — пӗр колхозӗнче йӗтемсем кайса хатӗрлеме ӗлкӗреймен, тепринче — тырӑ кӗртмелли хуралтӑсене юсас ӗҫе кая хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — урапасемпе лаша кӳлмелли ытти хатӗрсене хатӗрлесе ҫитермен.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Пиҫнӗ тырӑ шӑрши сӑмсана кӑтӑклатчӗ, жаткӑна тырӑ тайӑлса кӗнине пӑхса пыни мӗне тӑратчӗ!
Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/
Халӗ вӑл, картлашка ҫинче тӑрса пӗтӗм ӗҫсене ертсе пырать, тырӑ вырнӑ тапхӑрта комбайнер пулса, ҫирӗм ҫул «Дон-1500» тырӑ выракан комбайн баранки умӗнче, вӑхӑтлӑха распоряженисем парать.
Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3389124
Пӗррехинче, йӗтем ҫине тырӑ кӗнӗ вӑхӑтра, колхозра ӗҫлекен пӗр арҫын тӑр кӑнтӑрла лавпах тырӑ вӑрлама шутланӑ.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Пур енче те тырӑ хумханать, тырӑ шӑрши, тӑпра шӑрши, курӑк шӑрши юна чаплӑ эрех пек вылятать, тӑри тӑрлатать, ытти кайӑк юрлать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.