Поиск
Шырав ĕçĕ:
6. Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; 7. сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; 8. Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Татах каланӑ: Египет пусмӑрӗнчен Эпӗ сире ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, илсе тухӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ каланӑ: Эпӗ Турӑ, санӑн аҫун Турри; Египета кайма ан хӑра, Эпӗ унта санран аслӑ халӑх кӑларӑп; 4. Эпӗ санпа пӗрле Египета пырӑп, Эпех сана каялла илсе тухӑп.
Пулт 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпӗ паян санӑн мӗнпур сурӑх кӗтӗвне пӑхса тухӑп; эсӗ сурӑхсенчен улисемпе чӑпаррисене тата хурисене уйӑрса ил, качакасенчен те чӑпаррисемпе улисене уйӑрса ил.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.