Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Айӑпсӑр ҫынсенӗн кунӗсене Ҫӳлхуҫа пӗлсе тӑрать, вӗсенӗн пурлӑхӗ ӗмӗре пырӗ: 19. хаяр вӑхӑтра вӗсем намӑса юлмӗҫ, выҫлӑх ҫулсенче те тутӑ пулӗҫ; 20. усал ҫынсем путланӗҫ, Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсем путек ҫӑвӗ пек ҫухалӗҫ, тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалӗҫ.
Пс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ Ҫӳлхуҫанӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Унӑн ырӑлӑхне шанакансем ҫинче: 19. Вӑл вӗсенӗн чунӗсене вилӗмрен хӑтарӗ, выҫлӑхра тӑрантарса, вӗсене тутӑ усрӗ.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чунӑма усал ҫын аллинчен Хӑвӑн хӗҫӳпе хӑтар, 14. эй Ҫӳлхуҫа, ҫав ҫынсенчен, ҫак тӗнче ҫыннисенчен, ҫак пурӑнӑҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакансенчен Хӑвӑн аллупа хӑтарсам мана; вӗсенӗн хырӑмне Эсӗ Хӑвӑн иксӗлми пӳлмӳрен тултаратӑн; вӗсенӗн ывӑлӗсем тутӑ, хӑйсенчен мӗн юлнине вӗсем ачисене парса хӑварӗҫ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Техӗмсӗр ҫимӗҫе тӑварламасӑр ҫиеҫҫӗ-и, ҫӑмарта шуррин тутӑ пур-и?6. Едят ли безвкусное без соли, и есть ли вкус в яичном белке?
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑйлисен уххи хуҫӑлса ӳкет, халсӑррисем вара пилӗкне хӑват ҫыхаҫҫӗ; 5. тутӑ пурӑнакансем ҫӑкӑршӑн ӗҫлеҫҫӗ, выҫӑ пурӑнакансем канса лараҫҫӗ; ача туманни те ҫичӗ хут ҫуратать, нумай ачалли вара халсӑр пулать.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ӑна ҫӗр тӳпине хӑпартрӗ, хир ӳстернӗ ҫимӗҫпе тӑрантарчӗ, чултан кӑларнӑ пылпа, ту хысакӗнчен юхтарнӑ йывӑҫ ҫӑвӗпе, 14. Васан ҫӗрӗнче ҫӳрекен ӗнесен ҫӑвӗпе, унти сурӑхсен сӗчӗпе, унти путексемпе сурӑхсен, качака такисен паха ашӗпе, тутӑ тулӑпа тӑрантарса усрарӗ, эсӗ вара эрех, иҫӗм ҫырли юнӗ, ӗҫрӗн.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эппин, хӑвӑр валли ҫак юрӑ [сӑмахӗсене] ҫырса илӗр, ӑна Израиль ывӑлӗсене вӗрент, ӑна вӗсен чӗлхи-ҫӑварне хыв: ҫакӑ юрӑ Мана Израиль ывӑлӗсем ҫинчен пӗлтерсе тӑтӑр; 20. Эпӗ вӗсене, хӑйсен ашшӗсене тупа тунӑ пек, сӗтпе пыл юхса выртакан [ырӑ] ҫӗршыва илсе кӗрӗп; вӗсем унта тӑраниччен ҫисе тутӑ пурӑнӗҫ, мӑнтӑрланса кайӗҫ, урӑх турӑсем еннелле ҫаврӑнӗҫ те вӗсене пӑхӑнса тӑма тытӑнӗҫ, Мана йышӑнмӗҫ, [хӑйсене халалланӑ] Манӑн халалӑма пӑсӗҫ; 21. хӑйсене нумай-нумай инкекпе хӗн-асап ҫитсессӗн, ҫак юрӑ вӗсене айӑплаканӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫак юрӑ вӗсен [ҫӑварӗнчен тата] вӗсен тӑхӑмӗсен ҫӑварӗнчен тухаймӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫакӑн хыҫҫӑн та тӳрленмесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 24. Эпӗ те [хаяр ҫиллӗмпе] сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн сире ҫичӗ хут ытла ҫӗмӗрсе пӑрахӑп, 25. халалшӑн тавӑрма сирӗн ҫине тавӑракан хӗҫӗме ярӑп; эсир хӑвӑр хулӑрсене пытансассӑн, сирӗн ҫине чир ярӑп, эсир тӑшман аллине лекетӗр; 26. ҫынна вӑй кӗртекен тыррӑра пӗтерӗп; ҫиес ҫӑкӑрӑра вунӑ арӑм пӗр кӑмакара пӗҫерсе тӑрӗ, ҫиес ҫӑкӑрӑра сире виҫепе парса тӑрӗҫ; эсир ҫийӗр — тутӑ пулаймӑр.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав вӑхӑтрах килти выльӑх-чӗрлӗхе тӗреклӗ те тутӑ хӗл каҫарассине мала хурать.В то же время для перезимовки домашний скот держит крепким и сытым.
Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Тутлӑ та тутӑ тытаканнипе хӑналас килет-ҫке-ха.
Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Разметнов пынӑ ҫӗртех е кулса илет, е каҫса кайсах аллипе сулкалать, е кӑтра сарӑ мӑйӑхне пӗтӗркелет, тутӑ кушак аҫи пек, куҫне хӗсет, хушӑран, пӗр е тепӗр хӗрарӑм чуна ытла та килӗшнине аса илсе пулас, пысӑк черкке эрех ӗҫнӗ евӗр, эхлетсе ярать, вӑхӑтран вӑхӑт ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илет:
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Выҫӑ ҫын вӑл — вӑрманти кашкӑр, кирек ӑҫта та каять; тутӑ ҫын — валашка умӗнчи сысна, ӑна вырӑнтан та хускатаймӑн.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.