Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тутине (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илюш кам иккенне пӗлсен кӑна ҫӳхе тутине самантлӑха тенӗ пек йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерчӗ, хӑй ҫав-ҫавах кӑмӑллӑн, ӑшшӑн чӗвӗлтетрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Кама та пулин чуптутарма шухӑшланӑ Елен тирпейлӗ пӗчӗк тутине шурӑ тутӑрпа хупламалӑхах нихҫан та именес ҫук.

Помоги переводом

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӑл, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлаканскер, каччӑ ытамӗнчен хӑтӑлса хӳме ҫумне лӑстах сӗвенчӗ, енчен енне тайкаланса тем шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларчӗ те унпа тутине хупласа пуҫне усӑнтарчӗ:

Помоги переводом

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

«Тутине ытлашши хӗретнӗ ку, виҫене пӗлмен», — тиркешрӗ Моляков хӗрарӑм патнерех ҫывхарсан.

Помоги переводом

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Такама мӑшкӑлланӑн тутине кӑшт пӑрса кулса илем пекки турӗ.

Помоги переводом

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрлӗ сухалли тутине тӑсса, аяккарах кайса тӑчӗ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Штык тутине туйнӑ вӑл, ҫавӑнпа.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Типсе ҫуннӑ тутине аран хускатайрӗ Асмантей.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӑрҫӑ вӑрҫнӑ! — тутине пӑрчӗ офицер, — Йӗпе чӑхсем евӗр тытса илтӗмӗр сире.

Помоги переводом

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша сӑмахӗпе килӗшсех ҫитменнине пӗлтерсе, тутине ҫыртрӗ.

Помоги переводом

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей ун еннелле пӑхса илчӗ те йӗрӗннӗн тутине ҫеҫ хускаткаларӗ.

Помоги переводом

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер, шухӑша кайса, ним тутине пӗлмесӗр шӳрпе ҫирӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ан кулян, Карлай, ан кулян, — терӗ пӗркеленчӗкпе тулнӑ тутине пӑркаласа кулса.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Итле-ха, хур тукмакӗ тутине туйрӑн-и вара?

Помоги переводом

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ килсе тухрӑн та мана, пурнӑҫ тутине те пӗлеймен айвана, арӑм турӑн та, тӳрех тӑлӑха хӑваратӑн!

Помоги переводом

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусанкка кӳпчек тутине ик еннелле сарса кӑмӑллӑн кулса илчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра ӗҫсе тултарнӑ Шӑхаль тути унӑн тутине шырама тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Хӗве хупнипех арӑм пулман-ха! Пулмастӑп эпӗ сан арӑму!» кӑшкӑрса ярасшӑн пулчӗ Укаслу — тутине ҫеҫ ҫыртрӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗренерен тунӑ патакки ҫине таянкаласа, вӑл тӗпсакай хӑми тӗлне ҫитрӗ те, чалӑшса кайнӑ тутине пӗркелесе, кулса илнӗ пек турӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл юнланса хытнӑ тутине чӗлхи вӗҫӗпе йӗпетсе илчӗ.

Помоги переводом

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней