Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

турӑпа (тĕпĕ: турӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Приказчик ун патне икӗ пин укҫа илсе пырсан, виҫҫӗмӗш пинне кӗсйине пытарсан, пӑр ҫапни ҫинчен, уяр ҫанталӑк ҫинчен, тырӑ пулманни ҫинчен макӑрса каласан, Обломов-старик сӑхсӑхса илнӗ те: — Турӑ ирӗкӗ; турӑпа тавлашайман ӗнтӗ! Мӗн пурришӗн те турра тав тумалла, — тенӗ хӑй те куҫҫуль витӗр.

Если приказчик приносил ему две тысячи, спрятав третью в карман, и со слезами ссылался на град, засухи, неурожай, старик Обломов крестился и тоже со слезами приговаривал: «Воля Божья; с Богом спорить не станешь! Надо благодарить Господа и за то, что есть».

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ырантан сухала ӳстерме пуҫлатӑп, эрмек тӑхӑнса яратӑп, кӑкӑр ҫине Микул турӑ сӑнне ҫакатӑп, — вара хӗрӳллӗ ӗҫе турӑпа пӗрле!

Завтра начну отпускать бороду, надену армяк, на грудь икону Николая-чудотворца повешу — и с богом в дело!

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тимӗрҫ Мӗкӗте ӑна хиреҫ кала хур: ҫитӗ ӗнтӗ сана, Савельич, кума ан пӑшӑрхантар, хӑнасене ан кӳрентер — Кирила Петрович, вӑл хӑйне уйрӑм, Андрей Гаврилович хӑйне уйрӑм — эпир пурте турӑпа патшан, тенӗ; ҫын ҫӑварне ҫӗлесе лартаймӑн ҫав.

Микита кузнец и сказал ему: и полно, Савельич, не печаль кума, не мути гостей, Кирила Петрович сам по себе, а Андрей Гаврилович сам по себе, а все мы божьи да государевы; да ведь на чужой рот пуговицы не нашьешь.

III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Пирӗн пурӑнӑҫ, турӑпа улпут ырлӑхне пула, ӳпкелемелле мар; чӑнни чӑн ӗнтӗ, тӗрӗссипе каласан, тепӗр дворянинӑн хӑйӗн усадьбине кунти йытӑ витипе улӑштарсан та начар пулмӗччӗ.

«Мы на свое житье, – сказал он, – благодаря бога и барина не жалуемся, а что правда, то правда, иному и дворянину не худо бы променять усадьбу на любую здешнюю конурку.

I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Ну, турӑпа пӗрле!» терӗ те старик, виҫҫӗшӗ те харӑс ҫунашкана малалла туртрӗҫ.

Сказал: «Ну, с Богом!» – и втроем они потянули салазки.

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Ывӑлӑм, Турӑпа пӗрле пул.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хайхи Турӑпа унӑн таврашӗнчи вӑй-хӑватсене те вӑл ҫапла мелпех ҫӑкӑнса чӳкленӗ.

Помоги переводом

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

— Хӗрарӑм Турӑпа ҫеҫ танлашма пултарать.

Помоги переводом

Ӗҫ тумасӑр хулӑ та хуҫаймӑн // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

18. Иудейсем ӗнтӗ Иисуса шӑматкун йӗркине пӑснӑшӑн ҫеҫ мар, тата ытларах Турра Манӑн Аттем тесе Хӑйне Турӑпа тана хунӑшӑн вӗлересшӗн пулнӑ.

18. И еще более искали убить Его Иудеи за то, что Он не только нарушал субботу, но и Отцем Своим называл Бога, делая Себя равным Богу.

Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ — Турӑ патӗнчен килнӗ Вӗрентекен, эпир ӑна пӗлетпӗр: Турӑпа пӗрле пулмасан, Эсӗ тӑвакан хӑватсене никам та тӑваяс ҫук, тенӗ.

2. Он пришел к Иисусу ночью и сказал Ему: Равви! мы знаем, что Ты учитель, пришедший от Бога; ибо таких чудес, какие Ты творишь, никто не может творить, если не будет с ним Бог.

Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Вӑл чӑн малтанах Турӑпа пулнӑ.

2. Оно было в начале у Бога.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Чӑн малтан Сӑмах пулнӑ, Сӑмах Турӑпа пулнӑ, Сӑмах Хӑй Турӑ пулнӑ.

1. В начале было Слово, и Слово было у Бога, и Слово было Бог.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ӗнтӗ ылханли нимӗн те пулмӗ; унта Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ ларӗ, Унӑн чурисем Ӑна ӗҫлесе тӑрӗҫ.

3. И ничего уже не будет проклятого; но престол Бога и Агнца будет в нем, и рабы Его будут служить Ему.

Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл Турӑпа Путекӗн аслӑ пуканӗ айӗнчен юхса тухать, 2. тӗп урам варрипе юхать, юханшывӑн ку енче те, леш енче те чӗрӗлӗх йывӑҫӗ ӳсет; вӑл ҫулталӑкра вуникӗ хут ҫимӗҫ ӳстерсе уйӑхсерен ҫимӗҫ кӳрет; йывӑҫ ҫулҫисем — халӑхсене сиплемешкӗн.

2. Среди улицы его, и по ту и по другую сторону реки, древо жизни, двенадцать раз приносящее плоды, дающее на каждый месяц плод свой; и листья дерева - для исцеления народов.

Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Малтан чӗрӗлсе тӑнисем телейлӗ те сӑваплӑ: иккӗмӗш вилӗм вӗсене ҫӗнтереймӗ, вӗсем Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулӗҫ, Христоспа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.

6. Блажен и свят имеющий участие в воскресении первом: над ними смерть вторая не имеет власти, но они будут священниками Бога и Христа и будут царствовать с Ним тысячу лет.

Ӳлӗм 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсене ҫынсем хушшинчен Турӑпа Путек валли чӑн малтан ҫӑлса илнӗ.

Они искуплены из людей, как первенцы Богу и Агнцу,

Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Эсир халӗ Сион тӑвӗ патне, чӗрӗ Туррӑн хули патне, тӳпери Иерусалим патне пырса тӑтӑр, савӑнса тӑракан имсӗр-сумсӑр ангелсем патне, 23. тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ патне, пурне те сут тӑвас Турӑ патне, пӗтӗмпех ырӑ пулса ҫитнӗ тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем патне, 24. пире ҫӗнӗ халал урлӑ Турӑпа пӗрлештернӗ Иисус патне, Авель юнӗнчен кӑмӑллӑрах каласа тӑракан юхтарнӑ Юн патне пырса тӑтӑр.

22. Но вы приступили к горе Сиону и ко граду Бога живого, к небесному Иерусалиму и тьмам Ангелов, 23. к торжествующему собору и церкви первенцев, написанных на небесах, и к Судии всех Богу, и к духам праведников, достигших совершенства, 24. и к Ходатаю нового завета Иисусу, и к Крови кропления, говорящей лучше, нежели Авелева.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Турӑ пӗрре, Турӑпа этем хутлӑхӗнче пӗрлештерсе тӑраканни те пӗрре — ку вӑл этем пулнӑ Христос Иисус.

5. Ибо един Бог, един и посредник между Богом и человеками, человек Христос Иисус,

1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Павел, Силуан тата Тимофей — Атте Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн Фессалоникӑри ӗненекен ушкӑнне: Атте Туррӑмӑрпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑртан сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр.

1. Павел и Силуан и Тимофей - церкви Фессалоникской в Боге Отце и Господе Иисусе Христе: благодать вам и мир от Бога Отца нашего и Господа Иисуса Христа.

1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Вӑл пур тӗлӗшпе те Турӑпа тан пулнӑ, ҫавӑнпа Хӑй Турӑпа тан пулнине вӑрласа тунӑ ӗҫ вырӑнне хуман; 7. чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса, пӑхма та этем пекех курӑнса, Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ.

6. Он, будучи образом Божиим, не почитал хищением быть равным Богу; 7. но уничижил Себя Самого, приняв образ раба, сделавшись подобным человекам и по виду став как человек;

Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней