Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туртӑнчӗ (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кирлӗ мар, — туртӑнчӗ Валерия Ивановна.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Алексей вара мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр, ӑнланмасӑр, мӗнпур нервисемпе хыҫалалла, пукан хыҫӗ ҫумнелле туртӑнчӗ, унтан чӑтаймарӗ, сасартӑк ура ҫине тӑчӗ те проход тӑрӑх хӑвӑрт алӑк патнелле утрӗ, хӑвӑрт чупнӑ пекех…

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Алӑ — алӑк еннех туртӑнчӗ, Таня хӑйне чарма пултараймарӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Канӑҫне ҫухатнӑ Елен президиум сӗтелӗ еннелле туртӑнчӗ, мана хӑюллӑрах пулма хушнӑ пек йӑл кулса илчӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ӑҫта та пулин, — тӑкӑрлӑк еннелле туртӑнчӗ Глафира.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Мӑйне авкалантарсах туртӑнчӗ, анчах вӗрене тӑсма пултараймарӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Изамбаев еннелле туртӑнчӗ ача.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Шӑп та шай ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ: чи малтанах пӳлӗме сивӗ сывлӑш туртӑнчӗ, унтан вара хӗр кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сирӗнтен пӑрӑнарах ҫӳрерӗм пулин те, чун-чӗре манӑн сирӗн паталлах туртӑнчӗ, мӗншӗн тесен эсир хам шыранӑ, хам тӗл пулма ӗмӗтленнӗ арҫын пек туйӑнтӑр.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хӗр туртӑнчӗ те утне ури кӗллисемпе хырӑмӗнчен тивертрӗ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне-хӑй ниепле тытса чараймасӑр Савантер хӗрарӑм кӑкӑрӗ патнелле туртӑнчӗ

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу пӗшкӗнсе ларса, карт! туртӑнчӗ те ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ, вӑрман еннелле чупса кайрӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ ҫамрӑк чӗре — хӗрпе каччӑ чӗри — пӗр-пӗрин патне магнит пек туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ых-х! — ыратнине чӑтаймасӑр Шӑхаль каялла туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах, мӗн чухлӗ Пинер ҫинчен усалтарах каларӗ, Укаслу ытларах уксах ача еннелле туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Укаслу хӑй ытларах Пинер еннелле туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ну, мӗн атту?! — Хайхискерӗн сылтӑм алли ҫапӑҫма хатӗрленнӗн ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, кӗпи ҫанни хулӗ патнелле туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унерпин ҫав сӑмахпа Пичӗ-куҫӗ туртӑнчӗ, Сухатӳре ҫавӑнпа Ӗҫки часах чарӑнчӗ.

Помоги переводом

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тинех Ула Тимӗр ӑшчикки, икӗ тӗпсӗр чӑнкӑ ту хушшине карнӑ хурҫӑ трос тӑрӑх, шайланса, сапаланмасӑр, ҫӗнтерӳллӗн утса тухнӑ пек, лӑштах пулчӗ — «кӗтнӗ кайӑк йӑварах пулчӗ», савнийӗ те ун патнелле магнитлах туртӑнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӗрийӗ ҫамрӑк хӗрарӑма итлесшӗн мар пулса юратнӑ ҫынни еннеллех туртӑнчӗ, хӑйӗн шӑпине ҫав йӗкӗтпе ӗмӗрлӗхе пӗрлешсе пурӑнма йыхравларӗ, хистерӗ.

Помоги переводом

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней