Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйӗн кӑмӑлне улӑштарма, хӑйне кирлӗ лӑпкӑ ачашлӑх патне туртӑнма пултарас пулсан, ун чухне, паллах, урӑххи пулнӑ пулӗччӗ.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫук, вӑл ӗлӗкхи енне туртӑнма пуҫланине ӗненес килмест манӑн.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫак пӗртен-пӗр пунктра килӗшӳ тупаймарӑмӑр пулин те, — ку тӗлӗшпе пирӗн хушӑра каҫса каймалла мар тарӑн ҫырмаччӗ, — эпир пӗр-пӗрин патне вӑйлӑраххӑн та ҫирӗпреххӗн туртӑнма пуҫларӑмӑр.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Пӗр-икӗ ҫул пӑрахса пурӑнсанах, тунсӑхласа ҫитетӗн акӑ, чуну унталлах туртӑнма пуҫлать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Халь вара, госпитале лексен, Алексей сасартӑк Оля хӑй патнелле туртӑнма пуҫланине сисрӗ, — вӑл вӑтанса тӑмасӑрах ҫырусенче хӑй тунсӑхлани ҫинчен каланӑ, ҫавӑн чухне Аркаш пичче вӗсене илме вӑхӑтра пыманшӑн куляннӑ, Алексее хуть те мӗн пулсан та хӑйне хисеплекен ҫын пурри ҫинчен астума, ют ҫӗрсенче ҫӳренӗ чух та унан хӑйӗн кӗтесӗ пурри ҫинчен, вӑрҫӑран унта вӑл тӑван ҫын пек пырса кӗме пултарни ҫинчен пӗлсе тӑма ыйтнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Валентина Михайловна палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак юхӑм ачасене вӗренӳре туртӑнма та, спортра ҫитӗнӳ тума та пулӑшать.
Ырӑпа пурӑнакан ырӑ ят хӑварать // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11294-yr-pa ... t-kh-varat
— Турӑ панӑ шухӑшсене хӑйӗн асапӗ, сӑвӑ йӗркисем урлӑ халӑх патне ҫитересси, обществӑна йӗркеллӗ аталанма, ҫутлӑха туртӑнма пулӑшасси, пурнӑҫра лайӑх ҫынсем ытларах пулнине ӗнентересси.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Юлашки вӑхӑтра вара аслисем те пушӑ вӑхӑтра спорт залне туртӑнма пуҫларӗҫ.В последнее время и взрослые в свободное время стали посещать спортзал.
Тăрăнсем – спортра // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10