Поиск
Шырав ĕçĕ:
29. Вара ҫакӑнта пухӑннӑ ҫынсем пурте кӑшкӑрса йӗре пуҫланӑ, Ҫӳлхуҫа Турра тархасланӑ.29. И подняли они единодушно великий плач среди собрания и громко взывали к Господу Богу.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара пӗтӗм халӑх ҫӗре ӳксе Турра пуҫҫапнӑ, тилмӗрсе йӑлӑннӑ: 19. эй Тӳпери Ҫӳлхуҫа Турӑ! ҫав ҫынсен мӑнаҫлӑхӗ ҫине пӑхсамччӗ, пирӗн йӑх йӑвашлӑхӗпе ҫырлахсамччӗ, Хӑвна халалланнисем ҫине ҫак кун хӗрхенсе пӑхсамччӗ, тенӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсен ашшӗсем халдейсен ҫӗрӗнчи турӑсене пуҫҫапса пурӑннӑ, вӗсем ун пек тӑвасшӑн пулман, ҫавӑнпа кайран Месопотами ҫӗрне куҫса кайнӑ, 8. вӗсем мӑн аслашшӗсен ҫулӗнчен пӑрӑннӑ та тӳпе Туррине, хӑйсем пӗлекен Турра, пуҫҫапма пуҫланӑ; ӗнтӗ халдейсем вӗсене хӑйсен туррисем умӗнчен хӑваласа янӑ — вӗсем вара Месопотамие тарнӑ, унта чылайччен пурӑннӑ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсем пурте пӗтӗм чӗререн Турра тилмӗрсе йӑлӑннӑ, куҫҫульпе макӑрса хӑйсен чунне йӑвашлатнӑ: 10. хӑйсем те, вӗсен арӑмӗсем те, вӗсен ачисем те, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхӗ те ҫавӑн пек тунӑ; ютран килнӗ ҫын та, тара кӗрӗшнӗ ҫын та, кӗмӗл парса туяннӑ ҫын та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн халӑхӗ Турра аслӑлӗ, Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхне асла кӑларӗ; Ҫӳлхуҫа Турра чӑннипе, тӳрӗлӗхпе юратакансем пирӗн тӑвансене ырӑлӑх туса, савӑнса тӑрӗҫ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халӗ ӗнтӗ Турра мухтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ хама кунта Янӑскерӗ патне хӑпаратӑп, мӗн-мӗн пулса иртнине пурне те кӗнеке ҫине ҫырса хурӑр, тенӗ.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗмӗрӗпех Турра мухтавлӑр.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турра мухтани, Унӑн ятне аслӑлани, Турӑ ӗҫӗсем ҫинчен Ӑна чунтан юратса каласа пани — ырӑ ӗҫ; Турра аслӑласа мухтама ан ӳркенӗр.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ангел вара иккӗшне те чӗнсе илсе ҫапла каланӑ: Турра мухтӑр, Турра аслӑлӑр, Унӑн аслӑлӑхне асра тытӑр, Вӑл сирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен пур чӗрӗ чуна пӗлтерӗр.
Тов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Савӑнса та Турра тав туса, Товит ӗнтӗ кинне кӗтсе илме Ниневи хапхи патне тухса тӑнӑ.15. И вышел Товит навстречу невестке своей к воротам Ниневии, радуясь и благословляя Бога.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла вара, Товия хӑйӗн ҫулне ӑнтарнӑшӑн Турра тав туса, Рагуилпа унӑн арӑмне Еднӑна тав туса килне кайма тухнӑ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Рагуил Турра тав туса ҫапла каланӑ: эй Турӑ, Эсӗ тасаран та таса, мухтавлӑ Турӑ!15. И благословил Рагуил Бога, говоря: благословен Ты, Боже, всяким благословением чистым и святым!
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сарра патне ҫывӑхарас умӗн иксӗр те тӑрӑр та ырӑ кӑмӑллӑ Турра тархаслӑр, Вӑл ҫӑлӗ, ҫырлахӗ сире.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Ананияна та, Ионафана та — аслӑ Семей ывӑлӗсене — пӗлеттӗм, эпир пӗрле Иерусалима Турра пуҫҫапма ҫӳреттӗмӗр, унта малтанхи ҫӗр ҫимӗҫне тата пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне кӳреттӗмӗр: эпир аташса ҫӳрекен тӑванӑмӑрсем хыҫҫӑн кайман; эсӗ, тӑванӑм, лайӑх тымартан тухнӑ! тенӗ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ывӑлӑм, эсӗ эпир ҫука юлтӑмӑр тесе ан хӑра: эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑраса, ҫылӑхран сыхланса Турра юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑнсассӑн, санӑн пурлӑху нумаях-ха, тенӗ.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Яланах Ҫӳлхуҫа Турра мухта, Ӑна «мана чӑн ҫулпа ҫӳреме вӗрентсем, ӗҫӗмсене, шухӑшланӑ шухӑшӑмсене ӑнӑҫлӑ тусам» тесе тархасла, мӗншӗн тесессӗн тытӑннӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесси нихӑш халӑх ирӗкӗнче те мар; мӗнпур ыррине Турӑ Хӑй ярса тӑрать, кама кӗҫӗне хӑварас тет, ҫавна Хӑйӗн ирӗкӗпе кӗҫӗне хӑварать.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара вӑл чӳрече умне тӑнӑ та Турра кӗлтуса каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ мухтавлӑ, Санӑн сӑваплӑ та чаплӑ яту ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, Хӑв мӗн пултарни пурте Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса тӑтӑр!
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире Ниневие тыткӑна илсе кайсан, манӑн пур тӑванӑм та, пур ӑруташӑм та суя тӗнлӗ ҫынсен ӗҫми-ҫимине ҫиетчӗҫ, 11. эпӗ, хамӑн чунӑма сыхласа, ҫавна ҫиместӗмччӗ, 12. мӗншӗн тесессӗн эпӗ Турра, чун-чӗререн парӑнса, асрах тытаттӑм.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ездра саккун кӗнекине пӗтӗм халӑх умӗнче илнӗ те питӗ чыслӑн ӑна вулама ларнӑ; 46. вӑл саккуна ӑнлантарнӑ чухне пурте ура ҫинче тӑнӑ; ӗнтӗ Ездра Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турра, Саваоф Турра, Пурне те Тытса Тӑракана тав тунӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем, ҫӗр ҫинчи халӑхсен ирсӗрлӗхӗнчен хӑпса Турра шыраса тупнӑскерсем, пурте ҫинӗ, 14. Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнса ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр уявне уявланӑ, 15. Турӑ хӑйсен аллине Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррин, ӗҫӗсене тума тӗреклӗлетсе Ассири патшийӗн чӗрине хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑшӑн хӗпӗртенӗ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.