Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах унта нимӗн йӗркине те тупайман.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Фома хреснашшӗн тупсӑмне часах тупайман: старик нихҫан та кун пек пулман, вӑл паян темӗскер канӑҫсӑр пулнӑ, шӑртланчӑк калаҫӑвӗ, ӗлӗк чух ялан ҫыпӑҫуллӑскер, халӗ таткаланса тухнӑ, вӑл вӑрҫса, сурса калаҫнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах нимӗн те шухӑшласа тупайман…
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Игнат ӑна мӗнпур кӑмӑлтан тӗплӗ ответсем панӑ, анчах ачана унӑн отвечӗсем килӗшмен, уншӑн вӗсенче интересли те, ӑнланмалли те пулман, хӑй мӗн илтес тенине вӑл ашшӗ сӑмахӗсенче тупайман.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсене пула, тармакланнӑ сӑн-питлӗ пысӑк этем, вараланса пӗтнӗскер, ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа янӑскер, урмӑшнӑ куҫӗсене чалтӑртаттарса, хӑйӑлтӑк сасӑпа мӗкӗрсе, хула тӑрӑх пӗр вертепран тепӗр вертепа ыткӑнса ҫӳренӗ, шутламасӑр укҫа салатнӑ, салхуллӑ юрӑсен кӗввипе макӑрнӑ, ташланӑ, кама та пулсан тытса хӗненӗ, анчах ниҫта та, нимӗнпе те хӑйне валли канӑҫ тупайман.
I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл вагонсене тупайман, вӗсем запасной лини ҫинче ларнӑ.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Кунта та вӗсен ӗҫ тухман — вӗсем «Данила» шыраса тупайман.
«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпир ҫӗрле лачакаллӑ-шурлӑхлӑ вырӑнсем урлӑ ҫывӑхри отряда связнойсем кӑларса ярсаттӑмӑр, анчах вӗсем, тӑшман салтакӗсем хушшипе ниҫтан та тухса кайма вырӑн тупайман пирки, ҫаплипех тавӑрӑнчӗҫ.
Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн нимӗҫсем хӑйсем валли нумайччен разведчиксем вӑрман ҫулне лайӑх пӗлекен проводниксем шыраса хӑшкӑлнӑ, анчах пурӗ-пӗр тупайман.После этого трудно было немцам найти желающих служить проводниками или разведчиками.
Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Мундирӗ ҫинче унӑн сакӑр тӳме, тӑххӑрмӗш тӳми икӗ ҫул ӗлӗкрех, ҫӗнӗ чиркӳ уҫнӑ чухнехи уяврах, татӑлса ҫухалнӑ та десятскисем вара ҫавна ҫак таранччен те тупайман; квартальнӑй надзирательсем рапорт панӑ чухне городничий халь те кулленех ҫав тӳме тупӑнмарӗ-и, тесе ыйтса пӗлет.
V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Эпӗ йывӑҫ тӗммисем хушшинче: унпа мана тупайман мӗн!..
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Сахӑр катӑкӗпе миндальрен тунӑ пирожнӑй тӗпренчӗксемсӗр пуҫне нимӗн те тупайман пирки дежурнӑй Буратино ҫине хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:
Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Сӑмах тупайман енне ял хыпарӗсем, шкул ӗҫӗсем-мӗнсем ҫинчен пакӑлтатса, харам халап ҫапса тӑмалла-ши е хӑҫан та-пӗр пурпӗрех тапратмалли евӗке ним вӑтанса-туса тӑмасӑр тӳрех, халех, ҫак самантрах тӗпӗ-йӗрӗпе лаплаттарса хумалла-ши?
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Сирень ҫулҫисем ҫинче иккӗленмелли нимӗн те тупайман пирки вӑл чечек ҫыххине хӗрринерех тӗксе хучӗ те орден хӑйӑвне тимлӗн сӑнама пуҫларӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӗпсӗр, тӑрӑ тӳпепе симӗс-хура ҫӗр хушшинче хӗрсен юрри янӑрать, вӑл е хуллен кӑна илтӗнет, е вӑйланать, хӑйне валли вырӑн тупайман пекех ҫаврӑнкаласа ҫӳрет.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Федор Степняк Первомайски урамра пурӑнакан ҫынсене пурне те — сылтӑм енчи ҫуртсенчисене те, сулахайрисене те — аса илме тӑрӑшнӑ, анчах ҫакӑн пек сӗм ҫӗрле киле таврӑнма пултаракан е ӗҫе каякан ҫынна ниепле те тупайман.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хӑйне илсе каҫаракан ҫынсене ялта тупайман енне, вӑл, арманта ӗҫлекенсенчен кам та пулин илсе каҫарассине шанса, Морава хӗрнелле утрӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Галя ҫине пӑхса илнӗ-илменех эпӗ ӑнлантӑм: Костика тупайман.
64 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ӗҫ тупайман рабочи ывӑлӗ пулнӑскер, вӑл кусем ҫинчен ҫынтан илтнипе мар, хӑй тӳссе ирттернипе пӗлнӗ; Совет Союзне киличчен нумай ҫулсем хушши вӗсем Эрвинпа иккӗшӗ чӑннипе тутӑ пулса курман, вӗсем какай тутине те манса кайнӑ, эпир вӗсене лайӑхрах ҫитерсе сывлӑхӗсене тӳрлетме тем пекех тӑрӑшнӑ пулин те Ганс халӗ мӗн тери ырханни, вӑйсӑрланса ҫитни палӑратчӗ.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кайран вара (тен, кун ҫинчен этемле ыйтса пӗлес килнипе те мар, Ганса хӑйӗн йывӑр шухӑшӗсенчен пӑрса яма, унпа ҫӑмӑлтарах, чӗрене ыраттарман япаласем ҫинчен калаҫма) Германире ӗҫ тупайман рабочисем мӗн чухли ҫинчен, апат-ҫимӗҫ енчен пурнӑҫ мӗнле пыни, какай, ҫӑкӑр, ҫӗрулми мӗн хак пулни ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗҫ.
40 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.