Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑмарта хуҫин Элкей Микулин ашшӗ — Уҫӑп Тимахвейчӑ — авалхи асаттесенчен юлнӑ йӑласем, пӑрахӑҫа тухса пынӑшӑн, ҫамрӑксем халӗ хӑйсем мӗнле пӗлнӗ ҫапла тунӑшӑн пӑшӑрханмаллипех пӑшӑрханать, вӑрҫать те ӳпкелешет: «пирӗн вӑхӑтра ун пек мар пулнӑ», тет, анчах нимӗн те тӑваймасть, пурнӑҫ урапи хӑй ҫулӗпех чупать.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Вӑл саквояжне шкапа чиксе хучӗ, ӑна питӗрчӗ, шкап уҫҫине хӑйӗнпе пӗрле илчӗ; унтан чӳрече янахӗ ҫине улӑхрӗ те гардина шнурне икӗ метр чухлӗ касса татрӗ; ӑна чӗркесе сумккине хурсан пӗтӗм ҫак ӗҫе хӑйӗн вилӗмӗшӗн тунӑшӑн кӑштах тӗлӗнчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Инвестици ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» номинацире: ТР Информациллӗ технологи центрӗн генеральнӑй директорӗ Николай Анатольевич Никифоров;
Ертӳҫӗсене палӑртрӗҫ // Светлана Садыкова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.
3. Преступлени тунӑшӑн айӑпланӑ кашни ҫыннӑн, федераци саккунӗ ҫирӗплетнӗ йӗркепе, приговора аслӑрах судра ҫӗнӗрен пӑхса тухтарма, ҫавӑн пекех хӑйне каҫармашкӑн е наказание ҫӑмӑллатмашкӑн ыйтма право пур.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Саккуна коррупци майӗпе пӑснӑшӑн тата коррупципе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑшӑн ҫирӗп явап тыттарасси, тивӗҫлӗ наказани парасси йӗрке пулса тӑчӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Эпӗ сире обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ тата яваплӑ ӗҫ тунӑшӑн тав тӑватӑп.Признателен вам за общественно значимую и ответственную работу.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Ҫынна ырӑ тунӑшӑн юратса пӑрахнӑ кирек камшӑн та ӑнланмалла сехӗрленӳ лавккаҫӑ урисенче шанӑҫ пӗтнӗлӗхӗн чӗтревӗпе сӑрлатать.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сирӗн хӗрӗртен йӗкӗлтешнӗшӗн, ӑна хур тунӑшӑн Ван-Конета Гравелот ҫупса янӑ кун эсир, Баркет, ун патӗнче пулнӑ.Баркет, вы были у него в тот день, когда он ударил Ван-Конета за издевательство над вашей дочерью.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Итлӗр, Эдвей, — кӑштах чӗнмесӗр ларсан пуҫларӗ пуҫлӑх, — ҫав ӗҫе тунӑшӑн эсир кирек мӗн те ыйтаятӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 259–266 с.
Иртенпех туллашса тӑнӑ чунне лӑплантарчӗ ӗнтӗ вӑл, кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ, ҫавна май тӑватӑ чӗрчуна так ахаль тӗп тунӑшӑн ӳкӗнсе те илчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӑвна та спаҫҫип каламӗҫ пире хӑна тунӑшӑн, енчен пире сутсан… пирӗн алӑ вӑрӑм.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кунсӑр пуҫне — Лонгрен ҫынпа хутшӑнмасӑр пурӑнни элекӗн тискер те урмӑш чӗлхине ҫул уҫса пачӗ; матрос таҫта такама вӗлерни, шӑпах ҫакӑншӑн ӑна карап ҫине текех ӗҫлеме йышӑнманни, вӑл вара хӑй «тискер ӗҫ тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланнӑран» яланах салху, ютшӑнчӑк пулни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӗнчене ырӑрах тата ҫутӑрах тунӑшӑн, савӑнӑҫ кӳнӗшӗн, пире ырӑ ӗҫсем тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарнӑшӑн сире пысӑк тав.
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/08/gla ... et-c-mezhd
Ҫынсем ӗлӗкех пӗр-пӗринчен тӑрӑхланӑ: вӑл е ку уйрӑмлӑхпа палӑрса тӑнӑшӑн, е ыттисенчен пӗр-пӗр урӑхларах ӗҫ тунӑшӑн, ыттисенчен уйрӑмла ҫипуҫпа ҫӳренӗшӗн е ячӗ-хушаматӗнченех хушма ят панӑ.
Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Ҫак тренда ҫирӗплетсе хӑварас тӗллевпе Олимп, Паралимп тата Сурдлимп вӑййисене хутшӑнакансене паракан премисем пекех тӗнчери спорт ӑмӑртӑвӗсенче пысӑк спорт ҫитӗнӗвӗсем тунӑшӑн Чӑваш Республикин спортсменӗсене тата вӗсен тренерӗсене паракан преми виҫине ӳстерме сӗнетӗп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Эпӗ санран чылай аслӑ тата усӑ тунӑшӑн сирӗнтен тем ыйтма пултарать тесе шутлӑн эсӗ.
Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Кану кунӗсене Лидӑпа пӗрле ялта ирттерме кӑмӑл тунӑшӑн та пӑшӑрханмарӗ вӑл.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Тавар улӑштарас тӗлӗшпе ӗҫлекен уполномоченнӑя… мешочничествӑшӑн тата хысна таварӗпе спекуляци тунӑшӑн… паян арестлеҫҫӗ…»
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кӳлӗ тунӑшӑн аркӑр ҫинче Макӑрать ачи хӑй те, ан ятлӑр… унтан, ахӑлтатса ярса, урӑххи ҫине куҫрӗ:Ведь ребенок сам не рад, На поле он сделал морю… и, похохотав, перешла на другое:
12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Эпӗ капитана мана ырӑ тунӑшӑн тав туни ячӗпе ҫав ҫӗрре илме йӑлӑнтӑм, анчах вӑл илместӗп тесе пат татса каларӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.