Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тулчӗ (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫӗр мӗн пулса иртнине аса илес килмен ун; пуҫне пӗксе, хӑй ҫине ҫынсем ҫиллес пӑхса юлнине туйса, ун хыҫӗнчен пӗри: «Шӑпу тулчӗ, Алексей!..» — тесе кӑшкӑрнине илтсе тухса кайнине аса илсен, чунӗ ыратнӑ, намӑс пулнӑ.

Ему не хотелось думать о том, что случилось с ним в эту ночь; стыдно и больно было вспоминать, как ушел он, понурив голову и чувствуя на себе злые и враждебные взгляды, а вслед ему кто-то насмешливо крикнул: «Доигрался, Алексей!..»

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пирӗн Евсейӗн шӑпи тулчӗ, — терӗ пӗри.

— Допрыгался наш Евсей! — сказал один.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн пит-куҫне юн капланса тулчӗ те, куҫӗнчен куҫҫуль тумламӗсем пӑчӑртанса тухрӗҫ:

Кровь с силой кинулась ему в лицо, выжала из глаз слезы:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— …Куратӑр ӗнтӗ, ылханлӑ самодержавин шӑпи тулчӗ!

— …Видите, наступил конец проклятому самодержавию!

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Атӑ тулли юн юхса тулчӗ, — тет ӑна Степан.

— Полон сапог натекло крови, — сказал Степан.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тин ҫеҫ пӑр ҫинчен илсе килнӗ сӑра стакансене тулчӗ.

Полилось в стакан пиво, только что вынутое из ледника.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Урам та, ун кӑмӑлне пӗлсе тенӗ пек, сасартӑк ҫутӑпа тулчӗ — урамра кун чухлӗ ҫутӑ нихҫан та пулман-ха!

И улица, словно понимая его настроение, вдруг наполнилась светом — на улице еще никогда не было столько света!

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хавхалантаракан савӑнӑҫ капланса тулчӗ ун чунне.

Его подмывало бодрящее веселье.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Донӑн икӗ хӗррипе, хурта тытнӑ майлӑн, сӗлкӗш шывӗ тухса тулчӗ, ҫиелтен ирӗлнӗ юр, шӑтӑкланса-путӑкланса, кӳпчесе хӑпарчӗ, хӑлаланса кайрӗ.

На Дону бахромой легли окраинцы, ноздревато припух, поседел подтаявший сверху лед.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шыв ун аттисем ӑшне кӗрсе тулчӗ, урисене шӑнтма тытӑнчӗ.

Вода заливалась ему в чирики, холодила ноги.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан арӑмӗн нӳрӗ те ним тутӑсӑр тутинчен Григорий виҫӗ хутчен чуптурӗ; чиркӗве сӳнтернӗ ҫуртасен тӗтӗм-сӗрӗмӗ тухса тулчӗ, алӑк патне пырса чыхӑннӑ ҫынсем тулалла кӗрлесе тухма пуҫларӗҫ.

Потом Григорий три раза целовал влажные безвкусные губы жены, в церкви угарно завоняло чадом потушенных свечей, к выходу загоцали выпиравшие в притвор люди.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юн юхса тулчӗ унта — чӑтма та хал ҫук!

Там кровищи натекло — страсть!

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫилӗ капланса тулчӗ унӑн.

Его подмывала злоба.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алсишӗсемпе ҫӑматти ӑшне, хӗвне тата ӗнси хыҫне юр кӗрсе тулчӗ; пичӗпе мӑйӗ ҫинче, какӑрӗ ҫинче ирӗлчӗ…

В варежки и валенки, запазуху и под затылок набился снег; на лице, на шее и на груди таял…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫӗршывӑмӑра тем чухлӗ ҫар килсе тулчӗ, чылай пысӑк вырӑна ҫавӑрса илчӗҫ.

В страну нахлынула огромная масса войск, захватила огромное пространство.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫӑмӑллӑх килчӗ ӗнтӗ, ҫынсен те кӑмӑлӗ тулчӗ

— Облегчение уже пришло, и люди уже довольны…

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кунӗ питӗ те шӑрӑх пулнипе Тимофей Ильич ывӑнса ҫитрӗ, сандалипе шӑлаварӗ ҫине тусан ларса тулчӗ.

День выдался сухой и жаркий, Тимофей Ильич приморился, босовики и края штанин покрылись пылью.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Акӑ халӗ унӑн ӗмӗчӗ тулчӗ.

И вот желание это сбылось.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Снаряд блиндаж кӗтессине лекрӗ, накатникӑн ҫиелти пӗренисене ывӑткаласа пӗтерчӗ, аялти ретсенчен пӗрине вара нар патне ҫитиех антарса лартрӗ, кӗтесри шӑтӑк витӗр хӑмӑр пӗлӗт татки курӑнса кайрӗ, блиндажа сивӗпе тӗтӗм йӳҫҫи кӗрсе тулчӗ.

Снаряд врезался в угол блиндажа, раскидал верхний ряд бревен накатника, а одно, из нижнего ряда, осадил почти до нар; из угла, где показался серый клок неба, потянуло стужей и горечью дыма.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫапла шухӑшлани Марийкӑн хуйхине пусараймарӗ, хуйхипе пӗрле ун чӗрине сасартӑк ҫилӗ килсе тулчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен килсе кӗрсе, пур ҫӗрте те вӗлерсе ҫӳрекенсем ҫине вӑл ҫав тери хытӑ ҫиленчӗ.

От этих мыслей у Марийки не утихло ее горе, но вместе с ним все сердце вдруг заполнила злоба на тех, что шли с запада, всюду сея смерть.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней