Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тулчӗ (тĕпĕ: тул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Смирька хыҫҫӑн пӳрт тулли ача кӗрсе тулчӗ.

За Смирькой полная изба ребят набилась.

Смирька ерӗҫмест // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Унӑн кӑкӑрне халиччен нихҫан та туйса ирттермен ӑшӑ туйӑм тулчӗ.

В груди переливалась легкая, никогда прежде не испытанная теплота.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫапах та Петюкпа иксӗмӗрӗн кӑмӑл тулчӗ — ирӗк-лӗхе кӑмӑллакан пӑши пӑрушне ҫывӑхранах курма май килчӗ-ҫке.

Всё же мы с Петей остались довольны — так близко видели лесного красавца.

Утакан утӑ купи // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.

Мӗн-ха ӗнтӗ, Григорий ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсенче ачашласа-элеклесе пурӑннӑ пӗчӗк кӑна ӗмӗт тулчӗ те акӑ.

Что ж, и сбылось то немногое, о чем бессонными ночами мечтал Григорий.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Ну, Мелехов, ҫынсем мар, тӗрлӗ лӑпӑр-лапӑр килсе тулчӗ пирӗн пата…

«Ну, Мелехов, наплав пошел к нам, а не люди…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сурана ҫыхмалла ман, атту атӑ тулли юн юхса тулчӗ

Надо мне рану залепить, а то крови натекло полон сапог…

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑмӑлӑмӑр пур енчен те тулчӗ ӗнтӗ: хӗвел те пирӗн ҫурӑма хӗртме ӗлкӗрчӗ, сивӗ шыва пула пирӗн ҫан-ҫурӑм та тӗк татнӑ чӑхӑнни тӗслӗ пулса кайрӗ, ҫилӗм пек сӑмала ҫыпӑҫнипе те варланса пӗтрӗмӗр, шыври йывӑр пӗренесем пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ вӑхӑтра пирӗн ал-урана кирек хӑш самантра та лапчӑтма пултаракансем хамӑр ал-урана шӑйӑрса ҫеҫ пӗтернипе те хӗпӗртерӗмӗр эпир.

Мы всем вообще были довольны: и тем, что солнце успело обжечь нам спины, и тем, что от холодной воды кожа наша стала синей и пузыристой, как у общипанных кур, и тем, что все перемазались клейкой смолой и ободрались о многопудовые бревна, которые, стукаясь между собой в воде, всегда готовы были отдавить нам руки.

X сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Пит-куҫӗ ун ҫавӑнтах юнпа тӑвӑлса тулчӗ, чӗри хыттӑн-хыттӑн тапма пуҫларӗ.

Мозг царапнула мысль, от которой кровь прилила к лицу, часто-часто застучало сердце.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ну, тунсӑхла пуҫларӑм ӗнтӗ хайхи, ҫав тунсӑха пула пыйтӑ та шӑкӑри тухса тулчӗ.

Ну я и заскучал, даже вша на мне появилась от тоски.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аникушка арӑмӗ пусса пӑрахнӑ пек чуна ҫурса ӳленипе Пантелей Прокофьевичӑн чӗри патне темскер капланса тулчӗ.

Аникушкина жена ревела как резаная и так причитала, что у Пантелея Прокофьевича подкатывало под сердце.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫыран хӗррине ача-пӑчапа хӗрарӑмсен ушкӑнӗ шӑкӑри пуҫтарӑнса тулчӗ, унтах Дуняшка та пулчӗ.

На берегу собралась толпа ребятишек и баб, среди них была и Дуняшка.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Халӗ мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ? — макӑрса ярас пек ыйтрӗ те Наталья, куҫӗсене куҫҫуль капланса тулчӗ.

— Как же ты теперь? — спросила Наталья плачущим голосом, и глаза ее налились слезами.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вӑл ҫапла та-ха, анчах хоспода генералсен ак ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмаллаччӗ: халӑх халь ӗлӗкхи мар, революци пулнӑранпа пачах улшӑнчӗ, ҫӗнӗрен ҫуралса тулчӗ темелле! — терӗ вӑл хӑй патне пырса тӑнӑ Копылова.

Сказал подошедшему Копылову: — Оно-то так, только господам генералам надо бы вот о чем подумать: народ другой стал с революции, как, скажи, заново народился!

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куратӑр-и — хыпар ҫитнӗ-ҫитменех мӗн чухлӗ халӑх тухса тулчӗ.

Видите — не успел слух пройти, а народ как ветром согнало!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ял шӑпланса пычӗ, тахӑшӗ ҫеҫ, аташса каннӑ сурӑхне шыраса, ӗнтрӗкре: «Ма-шу-ня! Ма-шу-ня!» — тесе йыхӑрать, юнашарти тӑкӑрлӑкра пусӑ тараси вӑрӑммӑн чӗриклетсе илчӗ, сӑнчӑр чӑнкӑртатрӗ, шыва путнӑ витре ланкӑртатса тулчӗ; ҫул тӑрӑх кӑштӑртатса утни илтӗнчӗ — шыв ӑсма ватӑ ҫын тухрӗ пулмалла; алӑк хӑлтлатса хупӑнчӗ.

Деревня затихла, лишь кто-то долго искал в потемках заблудившуюся овцу: «Машу-у-ня! Ма-шу-у-ня!»; рядом в проулке тягуче заскрипел ворот колодца, лязгнула железная цепь, захлебнулось ушедшее в воду ведро; шаркающе проволочились по дороге шаги, — видно, ходил за водой старый человек; оглушительно хлопнула дверь.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асаилӳсем хумхантарса янӑ чӗри юнпа тулчӗ, тикӗссӗррӗн кӑртлатса тапрӗ, вӑрахчен ыйха сирсе пычӗ.

Кровоточило тронутое воспоминаниями сердце, билось неровно и долго отгоняло сон.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл пӗтӗм ӑшчикӗпе чӗтрерӗ, йытта персе пӑрахнӑ тата хӑйӗнпе пӗрехмай сӗмсӗррӗн чӑрсӑрланса калаҫнӑ хӗрлӗармеец ҫине пӑхмассерен чӗри патне чуна тӑвӑнтарса ыраттаракан хум капланса тулчӗ.

У него все внутри дрожало, к сердцу приливала щемящая волна при взгляде на того, который застрелил собаку и все время держался в отношении его вызывающе и нагло.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан шлепкине йывӑррӑн пӗшкӗнсе илчӗ; пуҫне юн капланса тулчӗ, куҫӗ хуралса килчӗ.

Шляпу Степан поднимал, как тяжесть; кровь била ему в голову, заволакивало глаза.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анна, бинокльне пӑрахса, йынӑшса ячӗ те сехри хӑпнипе чарӑлса кайнӑ куҫӗсене пылчӑклӑ аллипе хупласа тытрӗ: вӑл биноклӗн ҫывхартса кӑтартакан кӗленчинче хӑрушӑ ҫавра ҫилпе ют этемсен тискер вилӗмне курчӗ, пырне темле йӳҫек япала тӑвӑнса тулчӗ.

Анна бросила бинокль, ахнула, грязными ладонями закрыла опаленные ужасом глаза, — она видела в близком окружье стекол смерчевый вихрь разрыва и чужую гибель, горло ее перехватила прогорклая спазма.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр сехетрен килкартине лӑках халӑх тулчӗ, хапха умӗнче виҫӗ юланут тӑраҫҫӗ, урамра тулли лавсем чарӑнчӗҫ, лавҫисем урапа ӳречисем ҫине тӑнӑ, килкартинелле пӑхса, тухса калакансене итлеҫҫӗ.

Через час весь двор был запружен народом, у ворот даже стояли трое верховых, а на улице остановились подводы, — возчики взобрались на дробины и смотрели во двор, прислушиваясь к голосу оратора.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней