Поиск
Шырав ĕçĕ:
Рабочисен ҫемйисем тултах ҫывӑраҫҫӗ.Под открытым звездным небом располагались на ночь семьи рабочих.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Йӗрлеве йӗркелесен, Крапивин каялла утарҫӑ пӳрчӗ патне чупса кайрӗ, халӗ те тултах такам шинелӗ ҫинче выртакан Сӑпани патне пырса чӗркуҫленчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пур распоряженисене те панӑ хыҫҫӑн Кутузов тултах, сарса хунӑ бурка ҫине выртса, лӑпкӑн ҫывӑрса кайнӑ.Отдав все распоряжения, Кутузов спокойно уснул на разостланной бурке в лесу под открытым небом.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Тултах кӗтсе илнӗшӗн эсӗ каҫар ӗнтӗ…
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Эсир тултах ҫывӑрма шутлатӑр-и? — терӗ тӗлӗнсе кайнӑ мустангер, хӑйӗн хӑни хулпуҫҫи урлӑ утиял ҫакса алӑк патнелле утнине курсан.
VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑна кӗртме юратакан хуҫа пек пулса, Кастро ӑна хӑй вырӑнне парӗ, хӑй тултах ҫӗр каҫӗ.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Атти, унӑн телейне, тултах, крыльца ҫинче, ларнӑ-мӗн.Сапог, стоявший, к счастью, во дворе, у волгушовского крыльца.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Унтан вӑл, хӑйӗн вырӑнне аслӑк айне ҫӗклесе тухать те, тултах выртса ҫӗр каҫать.Он выносит свою постель под навес и остается ночевать на дворе.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Садсем, лимонпа апельсин йывӑҫӗсем, персикпа абрикоссем, — мӗнле ӳсеҫҫӗ-ха вӗсем уҫӑ ҫӗртех, тултах?Сады, лимонные и апельсинные деревья, персики и абрикосы, — как же они растут на открытом воздухе?
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1