Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тултаратӑп (тĕпĕ: тултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӑл таврӑниччен эпӗ тем чухлӗ шыв йӑтса тултаратӑп. Виҫӗ куна ҫитмелӗх пултӑр!» — шухӑшларӗ Петя.

«Пока она придет, я ей полным-полно воды натаскаю. На три дня!» — думал Петька.

26 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Хӑш чухне класра е килте тарӑхса ҫитетӗп те мӗнле те пулин айван сӑмахсем каласа тултаратӑп, чӗлхене мӗн лекет, ҫавна персе яратӑп, ҫиленнипе, кайран вара хама та намӑс.

Как разозлюсь в классе или дома — так и давай какие-нибудь глупости говорить, что попало, со зла, а потом самому стыдно.

20 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Роза чечекӗн ҫеҫкине паратӑп та — мӗнлисем кирлӗ, ҫавӑн пек хурсем илсе килсе тултаратӑп.

Сдам розовый лепесток — каких хочешь гусей понавезу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эпӗ Джим кӗпине улӑм тултаратӑп, — ку ӗнтӗ тум улӑштарса тӑхӑннӑ амӑшӗ пулать, — эсӗ таврӑнсанах, эпӗ сурӑхла макӑрса яратӑп, ҫакӑн хыҫҫӑн пурте пӗрле тухса таратпӑр.

Я набью соломой Джимово платье — будто это его переодетая мать, — а как только ты вернешься, я проблею овцой, и мы убежим все вместе.

Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Джим кӗпине эпӗ улӑм чышса тултаратӑп та кравать ҫине хуратӑп, ку ӗнтӗ унӑн ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑннӑ амӑшӗ пулать.

Я набью платье Джима соломой и уложу на кровати, будто бы это его переодетая мать.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Куратӑн-и, мӗн тӑватӑп: чемоданра пушӑ вырӑн юлнӑ та унта утӑ тултаратӑп; пирӗн пурӑнӑҫ чемоданӗнче те ҫавах: хуть те мӗнпе тултар ӑна, пушӑ вырӑн анчах ан юлтӑр.

Видишь, что я делаю: в чемодане оказалось пустое место, и я кладу туда сено; так и в жизненном нашем чемодане; чем бы его ни набили, лишь бы пустоты не было.

XXVI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Сӑрӑсем илме халь укҫа пур; апат-ҫимӗҫ валли, ҫи-пуҫа тирпейлеме, хваттершӗн тӳлеме пур; текех мана никам та кансӗрлемест, йӑлӑхтармасть; лайӑх манкен туянатӑп, гипсран торсик тума паратӑп, урасем туса Венерӑна лартатӑп, чи лайӑх картинӑсен гравюрисене илсе тултаратӑп.

На краски теперь у меня есть; на обед, на чай, на содержанье, на квартиру есть; мешать и надоедать мне теперь никто не станет: куплю себе отличный манкен, закажу гипсовый торсик, сформую ножки, поставлю Венеру, накуплю гравюр с первых картин.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Пӗррехинче штаб-офицерша ӑна хӗрне качча парасси ҫинчен тӳррӗн каласан, вӑл калаҫӑва халь эпӗ ҫамрӑк-ха, тепӗр пилӗк ҫул службӑра тӑрас пулать, вара шӑпах хӗрӗх икӗ ҫул тултаратӑп тесе пӑрса янӑ.

Когда же штаб-офицерша объявила ему напрямик, что она хочет выдать ее за него, он потихоньку отчалил с своими комплиментами, сказавши, что еще молод, что нужно ему прослужить лет пяток, чтобы уже ровно было сорок два года.

II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Манӑн тута паян хӑйне хӑй кулса тӑрать: эпӗ улттӑ тултаратӑп!

Сегодня мои губы сами собой расползаются в улыбке: мне исполнилось шесть лет!

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Акӑ мана илӗр-ха, часах вӑтӑр пиллӗк тултаратӑп, анчах арман ҫаплах пушӑлла ҫаврӑнать ман!

Вот возьмите меня — скоро уж тридцать пять лет на счету, а по-прежнему вроде живу и работаю вхолостую!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ часах ҫирӗм пиллӗк тултаратӑп, мӗн ырри тунӑ-ха эпӗ пурнӑҫра?

Мне скоро двадцать пять лет, а что я путного сделал в жизни?

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«95 ҫул тултаратӑп ӗнтӗ. Темӗн те куртӑм пурнӑҫра, анчах вӑрҫӑран хӑрушши нимӗн те ҫук», — терӗ вӑл куҫҫульне шӑлса.

«Скоро мне исполниться 95 лет. Видела в жизни всякое, но нет ничего страшнее войны», — сказала она, вытирая слезы.

«Вут-ҫулӑмлӑ ҫулсен ахрӑмӗ» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/4258-vut-ul- ... n-akhr-m-3

Анчах ан шутла, эпӗ сана тата тем чухлӗ ӗҫ парса тултаратӑп!

Но не думай, я тебе еще много работы дам!

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вырӑн пушансан, хамӑн мӗн чухлӗ лармаллине ларса тултаратӑп.

Освободится место, тогда и отсижу.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вунӑ литр бензин тултаратӑп та, ҫӗр километра хӑвалатӑп, самай пахи — хӑвӑртлӑх!

Залью десять литров и гоню на сто километров, а главное — быстрота!

I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Итле-ха, анне, — терӗ Володя, амӑшӗ умне чарӑнса, хулпуҫҫипе питҫӑмартине хытӑ сӑтӑрса, — часах эпӗ вунтӑватӑ ҫул тултаратӑп, пурнӑҫ манӑн усасӑр иртет.

— Знаешь, мама, — проговорил Володя, останавливаясь перед матерью и ожесточенно оттирая щеку плечом, — вот уже четырнадцать лет мне скоро, а как-то жизнь у меня проходит без толку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпӗ сана кӳренмелли сӑмахсем каласа тултаратӑп

Обидных слов я тебе наговорю…

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хам шутланӑ тӑрӑх, часах вунвиҫҫӗ тултаратӑп пек тухатчӗ, ҫапах та вунтӑваттӑра тесе каларӑм.

По моим расчетам выходило — скоро тринадцать. На всякий случай я сказал, что четырнадцать.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«90-а ҫитиччен пурӑнасшӑнччӗ, ҫав ҫула ҫитме пачӑшкӑ та пиллерӗ мана. Тепӗр 5 уйӑхран эпӗ 90 ҫул тултаратӑп», — терӗ кинемей.

Помоги переводом

Кинӗпе тата ывӑлӗпе хутшӑнасшӑн мар // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]

5. Научитесь, неразумные, благоразумию, и глупые - разуму. 6. Слушайте, потому что я буду говорить важное, и изречение уст моих - правда; 7. ибо истину произнесет язык мой, и нечестие - мерзость для уст моих; 8. все слова уст моих справедливы; нет в них коварства и лукавства; 9. все они ясны для разумного и справедливы для приобретших знание. 10. Примите учение мое, а не серебро; лучше знание, нежели отборное золото; 11. потому что мудрость лучше жемчуга, и ничто из желаемого не сравнится с нею. 12. Я, премудрость, обитаю с разумом и ищу рассудительного знания. 13. Страх Господень - ненавидеть зло; гордость и высокомерие и злой путь и коварные уста я ненавижу. 14. У меня совет и правда; я разум, у меня сила. 15. Мною цари царствуют и повелители узаконяют правду; 16. мною начальствуют начальники и вельможи и все судьи земли. 17. Любящих меня я люблю, и ищущие меня найдут меня; 18. богатство и слава у меня, сокровище непогибающее и правда; 19. плоды мои лучше золота, и золота самого чистого, и пользы от меня больше, нежели от отборного серебра. 20. Я хожу по пути правды, по стезям правосудия, 21. чтобы доставить любящим меня существенное благо, и сокровищницы их я наполняю. [Когда я возвещу то, что бывает ежедневно, то не забуду исчислить то, что от века.]

Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней