Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туллин сăмах пирĕн базăра пур.
туллин (тĕпĕ: туллин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сывласса та кӑкӑр туллин сывламасть.

Дышит не в полный придых.

Чипер юл // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Эсӗ ӗлкӗреймерӗн, Мелехов, ирхине эпир благодарнӑҫ илтӗмӗр, — мӑкӑртатса илчӗ Чубатый, ҫӑвар туллин чӑмласа.

— Не захватил ты, Мелехов, утром мы ить благодарность получали, — мурчал Чубатый, двигая набитым кашей ртом.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паян пурнӑҫ пӗр вырӑнта, хӑйӑр тулнипе вараланчӑк тӗпӗ курӑничченех ӑшӑхланса юлнӑ юханшыв евӗр, вакланать, ыран пӑхатӑн та — вӑл ҫав вырӑнтах ҫыран туллин хӑватлӑн хумханса юхма тытӑннӑ…

Там, где нынче мельчает жизнь, как речка на перекате, мельчает настолько, что видно поганенькую ее россыпь, — завтра идет она полноводная, богатая…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ай-яй-ай, тыт кунталла!.. — ҫӑвар туллин кӑшкӑрса ячӗ ҫыран хӗрринче кускаласа чупакан украинец, темӗн шутпала пуҫӗ ҫинчен туртса антарнӑ тилӗ тир ҫӗлӗкӗпе сулкаласа, Григорий, урӑм-сурӑм тискеррӗн ӑншӑртланса кайса, лашисене пӗр чарӑнмасӑр хӗтӗртме, кӑшкӑрашса хистеме пуҫларӗ.

А-а-яй, правь!.. — горланил, бегая по берегу, украинец и зачем-то махал сдернутым с головы лисьим треухом, Григорий в диком остервенении не переставая улюлюкал, понукал лошадей.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑшшӑн та кӑмӑл туллин туйӑнать ӑна Гришкӑн хура куҫӗсем йывӑррӑн та тӗмсӗлсе ачашланӑ чухне.

Тепло и приятно ей было, когда черные Гришкины глаза ласкали ее тяжко и исступленно.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аякранах ҫӑвар туллин кӑшкӑрса ячӗ:

Еще издали голосисто крикнула:

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Озеров полкри политика енӗпе ӗҫлекенсем ҫинчен, вӗсем ҫапӑҫура хӑйсен тивӗҫне мӗнле туса пыни ҫинчен, ҫарта хӑй ӗҫне туллин пурнӑҫлас тесен хӑшпӗр политработниксене мӗн ҫитменнине ҫав тери тӗплӗн каласа пачӗ.

Озеров очень подробно рассказал о политическом составе полка, о том, как он выполнял свои обязанности в боях, чего не хватает некоторым политработникам, чтобы полностью оправдать свою роль в армии.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ йышши ларусемпе канашлусем пулман кун сахал иртет, районти пурнӑҫа туллин кӑтартас тет пулсан, паллах, редакторӑн вӗсенче пулмалла.

К тому же редко какой день обходится без всякого рода заседаний и совещаний, посещать которые редактор обязан, если он желает полнее освещать жизнь района.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Мамочкин аллипе татӑклӑн сулнӑ та, сасартӑк ӳпке туллин сывлӑш ҫӑтса, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленнӗ.

Мамочкин отчаянно махнул рукой и вдруг, набрав в легкие воздуха, приподнялся.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫапса тултарнӑ афишӑсем ҫине куҫне чарса пӑхса тӑнине те куртӑм эпӗ, ҫӑвар туллин канихветсем чӑмласа тӑратчӗ.

стоит и пялит глаза на афиши, а рот у него набит леденцами.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Вӑл кӑкӑрӗпе шыв ҫине выртрӗ те, хулпуҫҫисем патӗнче туллин курӑнакан аллисемпе хӑлаҫланса, юхӑма май ишсе кайрӗ.

Она грудью упала на воду и, резко взмахивая полными у плеч руками, поплыла, уносимая течением.

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӗсем ҫуркунне вӑраннӑ чух ҫара турачӗсемпе сывлӑша епле хыпаланине пӑхма юратнӑ; шуҫӑм килнӗ чух сарӑлса кайнӑ ҫулҫӑсен шӑршине кӑкӑр туллин сывласа илме юратнӑ; вӗсем уҫланкӑсем тавра кӑшӑлтатса вӑй вӑй вылянине, пасланса ларнӑ турачӗсене чӳречесем патнелле тӑсса, хӗрлӗ кӑкӑрлӑ уйӑпсене чӳхентерсе ларнине пӑхма юратнӑ…

Он любил смотреть, как они, пробуждаясь весной, ощупывают воздух голыми ветвями, любил всей грудью вдыхать запах их листвы, густо брызнувшей на заре, любил смотреть, как они шумно водят хороводы вокруг полян, как протягивают к окнам ветви, густо опушенные инеем, и качают на них снегирей…

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Проект туллин ӗҫлеме пуҫламан, ҫавна май проекта йӗркелекенсем ун ӗҫӗнче кӑлтӑксене тупсан ытлашши айӑпламасса шанаҫҫӗ.

Следует учесть, что это не полноценный запуск проекта, поэтому команда просит снисходительно отнестись к его работе.

Машшин куҫарӑвӗн сайчӗ ӗҫлеме пуҫлани пирки пӗлтерекен пресс-релиз // Николай Плотников. Килти архив

Володя тутлӑ шӑршпа тулнӑ сывлӑша кӑкрипе туллин сывласа илчӗ те хавасланса, тав туса, ҫак минутран илемлӗ, ялтӑраса тӑракан, тӗлӗнмелле тӗнчешӗн темӗнле паттӑр ӗҫ тума та хатӗррине туйрӗ.

Володя, с грудью, переполненной ароматным воздухом, восторгом и благодарностью, чувствовал в эту минуту, что он способен совершить любой подвиг во имя этого прекрасного, огнистого и чудесного мира.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кашни ыйтӑвнех В.Путин туллин хуравларӗ.

Помоги переводом

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav

Казначействӑна туса хуни тата унӑн аталанӑвӗ те патшалӑх хыснине ҫирӗп тытса пырса туллин усӑ курассипе ҫыхӑннӑ.

Помоги переводом

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Яллӑ вырӑнсенче хальхи пурнӑҫ шайӗпе туллин килӗшсе тӑракан ФАПсем хута кайни ҫынсене медицина пулӑшӑвӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме, халӑх сывлӑхне ҫирӗп тимлесе тӑма май панине, ҫакӑн валли кунта мӗнпур условисем ҫителӗклине, кирлӗ оборудовани пуррине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Эпӗ ура ҫинче ик-виҫ ҫеккунт ҫеҫ тӑтӑм, унтан кӑкӑр туллин сывласа илтӗм те ҫыран еннелле мӗн-пур вӑйпа чупса кайрӑм.

Я постоял две-три секунды, вздохнул всей грудью и из последних сил бросился бежать к берегу.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ыттисене эпӗ туллин кӑтартрӑм, сирӗн хӑвӑра аталантарас килет пулсан, эсир вӗсемпе танлашма пултаратӑр.

А тем людям, которых я изображаю вполне, вы можете быть ровными, если захотите поработать над своим развитием.

XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эпир ҫынсене пурнӑҫпа туллин киленме хушатпӑр, — пирӗн хамӑр пурнӑҫпа ҫакна кӑтартса памалла: кӑна эпир кашнин харпӑр хӑйӗн туйӑмӗсене тивӗҫтерме мар, кашни харпӑр хӑйшӗн мар, пӗтӗмпе илсен, ҫыншӑн ҫапла тума хушатпӑр, эпир хамӑршӑн тӑрӑшса мар, принцип тӑрӑх, хамӑра кирлӗрен мар, хамӑр ҫапла тумаллине шанса панӑ пирки ҫеҫ калатпӑр».

Мы требуем для людей полного наслаждения жизнью, — мы должны своею жизнью свидетельствовать, что мы требуем этого не для удовлетворения своим личным страстям, не для себя лично, а для человека вообще, что мы говорим только по принципу, а не по пристрастию, по убеждению, а не по личной надобности».

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней