Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тумланасса та вӑл вӑрттӑн тумланнӑ, кам патӗнче ҫӗлетнине тата унӑн илем туйӑмӗсем мӗнле пулнине никам та пӗлмен, анчах вӑл, шукӑль тумланса ҫӳремен пулсан та, ыттисенчен яланах лайӑх пек курӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫын сывмар пулсан, унӑн пӗр тӗрлӗ пурнӑҫӗ ишӗлчӗ, анчах тепри йӗркеленсе каяймарӗ пулсан, вӑл вара пӗтӗмпех известь, тусан, катӑк-кӗсӗк айне пулать, унӑн туйӑмӗсем те, ӗмӗчӗсем те.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Халӗ вӑл «илтӗнмелле» — тенӗ пек, ҫӑмне тула кӑларнӑ е тавӑрнӑ перчетке пек курӑнать, унӑн мӗнпур туйӑмӗсем пӗр пытарӑнмасӑр курӑнса тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ӑна пӗтӗмпех ҫырса пӗлтерчӗ: Полозовсене — упӑшкипе арӑмне — сӑнласа пачӗ, анчах пуринчен ытларах хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен пӗлтерчӗ, юлашкинчен вара, санпа тата виҫӗ кунтан тӗл пулатӑп тесе ҫырчӗ, (виҫӗ кӑшкӑру палли лартрӗ).
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин ҫавӑнтах, ҫил-тӑвӑл иртсен килсе ҫитнӗ шӑплӑхпа усӑ курма шутласа, тӗлӗнмелле ҫепӗҫ те витӗмлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ; Джемма умӗнче те хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн те, ҫав тери ӗненмелле каласа парас ҫук вӑл.
XXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ытла та вӑйлӑ выляса кайрӗҫ ӗнтӗ унӑн туйӑмӗсем: халь вӑл пытарса тӑма, ҫак ача умӗнче, Джеммӑн шӑллӗ умӗнче те пулин хӑйне хӑй йӗркеллӗ тытма пултараймарӗ.
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин килне таврӑнчӗ, вара ҫурта ҫутмасӑрах, диван ҫине кӗрсе выртрӗ, аллисене пуҫ айне хучӗ, ӑна хӑй тин ҫеҫ ӑнланса илнӗ юратун туйӑмӗсем ҫавӑрса илчӗҫ…
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл чарӑна пӗлмесӗр хӗрӗ илемли ҫинчен калаҫать, хӑйӗн туйӑмӗсем хӑйне улталамаҫҫӗ-ши тесе, ҫакӑн ҫинченех вӑл Эленпа калаҫса илет.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑй шикленни эгоистла вак-тӗвек пулнине вӑл кӑштах ӑнланнӑ, анчах ӑшне ҫунтаракан тӗрлӗ шухӑшсенчен унра ҫавах примитивлӑ, кайӑкла туйӑмӗсем ҫиеле тухрӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ахӑрнех, ӑна нихҫан та улталаман туйӑмӗсем ертсе пыраҫҫӗ пуль, мӗншӗн тесен ученый каравана «Ҫурҫӗрбритани гостиницин» хапхисем патне илсе пычӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кукка туйӑмӗсем капланса килнипе ӑна ытлашши мухтаса тӑкрӗ пулмалла.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Николай Петрович нимӗн те тавӑрмарӗ, анчах та ҫыннӑн кивӗ туйӑмӗсем нумайччен пурӑннинчен тӗлӗнчӗ.Николай Петрович ничего не отвечал, а сам про себя подивился живучести старых чувств в человеке.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ӗненӗр, эпир сирӗнпе ӑслӑ-пуҫлӑ ҫынсем пулин те, унӑн туйӑмӗсем мӗн тери тарӑннине, ҫав туйӑмсем унра мӗн тери вӑйлӑн палӑрнине эпир ӑнланса ҫитерейместпӗр; ҫакӑ унӑн аслати пекех сасартӑк, сирсе сирӗлми тӑвӑлланса килет.
XIV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Иккӗшӗ те авалхи йӑхран тухнӑ; иккӗшӗ те пуян, ирӗклӗ те хусах пурӑннӑ; иккӗшин те туйӑмӗсем, шухӑшӗ-кӑмӑлӗсем пӗр пекех пулнӑ.
I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Унӑн чӗринче ҫак минутра сасартӑк пӗр харӑссӑн хӑйӗн ӗлӗкхи туйӑмӗсем вӑраннӑн туйӑнчӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл ним тӗллевсӗр пӑхакан пулчӗ, ним ҫинчен те шухӑшламанран унӑн пит-куҫӗ те хускалма пӑрахрӗ, ун туйӑмӗсем сӳнсе ларчӗҫ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫакӑ унра ҫынсем, пурнӑҫ, этем туйӑмӗсем, юлашкинчен хӑй ҫинчен ҫӗнӗ шухӑш ҫуралнӑ, халиччен нихӑҫан шутламанни пирки шухӑшлама хистенӗ.
5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Каҫхи хулан пушаннӑ урамӗсем тӑрӑх утрӗҫ, ура айӗнче юр чакӑртатрӗ, туйӑмӗсем ниҫта шӑнӑҫайманипе: «Ҫынсем! Пӑхӑр-ха, мӗнешкел телейлӗ эпир!» тесе кӑшкӑрас килчӗ.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Анчах, аппаҫӑм, эсӗ хӑвӑн мӑн кӑмӑллӑхна манса, Аникей Лузгинпа е ытти пуҫлӑхсемпе калаҫма пултарнах ӗнтӗ: ҫапла, ҫапла темелле пулнӑ, ҫынсем кунта парти чӗннипе килеҫҫӗ, ҫавӑнпа малтанлӑха та пулин, вӗсен патриотла туйӑмӗсем сӳнсе ан ларччӑр тесе, вутӑ пырса пама юрамасть-и вӗсене? — темелле пулнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ксенин туйӑмӗсем Иннокентий Анохина юратнинчен ытларах ӑна чунтан хисепленине, ӑна хӑнӑхнине палӑртнӑ темелле.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.