Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав романсенче мана чее шухӑшсем те, хӗрӳллӗ туйӑмсем те, асамлӑ ӗҫсем те, улшӑнми кӑмӑллӑ сӑнарсем те килӗшрӗҫ; унти ҫын ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ; усал пулсан, пур енчен те усал, — яш ӗмӗрте мана ҫынсем шӑпах ҫавнашкал пулнӑн туйӑнатчӗҫ; ҫав кӗнекесем пурте французла пулни те питӗ-питӗ килӗшрӗ, ырӑ йӑхран тухнӑ геройсен ырӑ сӑмахӗсене эпӗ астуса юлма, май килсе тухсан пӗр-пӗр ырӑ ӗҫре вӗсене асӑнса хӑварма пултартӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шикленӳллӗ ҫын медицина кӗнекине вуланӑ чух мӗнпур пулма пултаракан чирсен паллисене хӑйӗнче тупнӑ пек, эпӗ хамра кӗнекесенчи мӗнпур вӑйлӑ туйӑмсем пуррине, манпа ҫырса кӑтартнӑ сӑнарсем, геройсем, вӑрӑ-хурахсем хушшинче пӗрпеклӗхсем тупӑннине куртӑм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен туртӑмӗсем пӗртте пӗрешкел мар, Володьӑпа Дубков чӑнласа шухӑшлассине, сисӗмлӗхе аса илтерекен кирек мӗнрен те хӑранӑн туйӑнаҫҫӗ; Нехлюдов, пачах урӑхла, калама ҫук хавхалануллӑ, хастар ҫын, час-часах хӑйне тӑрӑхланине пӑхмасӑр, философи ыйтӑвӗсемпе туйӑмсем ҫинчен пуплеме пикенет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах тавҫӑрса илсе сӳтсе явас кӑмӑлӑм пысӑк пулни, тен, ку тӗлӗшпе йӑнӑштарма та пултарнӑ мана; тен, эпӗ шухӑшланӑ туйӑмсем Володя пуҫне пачах та пырса кӗмен.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарнӑ май салхулӑхпа пӑшӑрхану туйӑмӗсем ӳссех пычӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр тапранас умӗнхи шӑплӑхӑн чаплӑ минучӗ ҫитсен, ку туйӑмсем ҫав тери вӑйланса кайрӗҫ те, ҫакӑ тепӗр чӗрӗк сехет тӑсӑлас-тӑк, хумханнипе чун тухса каясси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла, ку ҫав тери аван, савнӑ чунӑм, — терӗ кукамай, ҫакӑн хыҫҫӑн княгиня ман сӑвва итлеме тивӗҫлӗ мар пулнӑ пек, ӑна чӗркесе коробка айне хурса, — ку питӗ лайӑх, анчах калӑр-ха, тархасшӑн, ҫакӑн хыҫҫӑн эсӗ ачусенчен мӗнле ҫепӗҫ туйӑмсем ыйтма пултаран-ха?
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр айӑпсӑр хаваслану, вӗҫе-хӗррисӗр юратас килекен туйӑмсем — ҫак икӗ ырӑ япала ача пурнӑҫӗнче пӗртен-пӗр туртӑмсем пулса тӑнӑ вӑхӑтран лайӑхраххи мӗнех пулӗ-ши вара урӑх?
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакӑнти пуян ҫынсене юратмасть вӑл, лешсем те хӑйне юратманнине те пӗлет-ха, анчах паянхи кун унӑн чӗринчи туйӑмсем пӗлӗтсем евӗрлех, пӗр ҫӗрелле пӗрлешсе, хура тӑхлан тӗслӗ, тӗтреллӗ капланчӑк пулса, шӑвӑнса иртеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Вӑйлӑ туйӑмсем капланса килнӗ пек пулса, вӑл калаҫма чарӑннӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫавӑн пек ачаш ҫулсенчен пуҫласах аталаннӑ ачаш туйӑмсем Степушкӑна часах пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илнӗ, поэтсем каларӗш, юрату унӑн пӗртен-пӗр ӗҫӗ пулса тӑнӑ, вара вӑл мӗн виличченех хӑй суйласа илнӗ буколико-эротикӑлла помещик ҫулӗпе пынӑ, унран пӑрӑнман.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Анчах та пӗтӗм этемлӗхшӗн пӗр пек туйӑмсем пур-ҫке-ха?
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Кӗтӳҫле пурнӑҫра, ытти пур ҫӗрти пекех, вӑйлӑ туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ, анчах та вӗсем драмӑра пулма пултараканнисем мар, — ним хирӗҫмесӗр пӑхӑнни, вӑрттӑн та хаяр чеелӗх, икӗпитлӗх — чӑн-чӑн драмӑшӑн ирсӗрле вӗлерни, е ытлашши ҫемҫе туйӑмлӑ пулни пекех питех те ют.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Ҫӗнӗ ҫынсем, ҫӗнӗ туйӑмсем килӗҫ, вара эсӗ те ман ҫине ҫакӑн пек пӑхасси улшӑнӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, астунӑ-астуман пек.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Халь акӑ ӑнланатӑп ӗнтӗ, тепӗр чух лайӑх туйӑмсем те чармасан мӗнле инкек пулма пултарнине.Теперь я понимал, какой вред могут принести иногда хорошие, но не обузданные разумом чувства.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ун чухнехи ҫӗрлехи походри пекех, мана уҫӑмсӑр, пӑлхавлӑ туйӑмсем хупӑрласа илчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Мана теме сиснӗ пек паллӑ мар туйӑмсем хупласа илчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Анчах кашни минутрах мана хамӑн начальниксем манран кӗтмен хирӗҫле туйӑмсем вӑйлӑран та вӑйлӑрах пуса пуҫларӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Этемле туйӑмсем, гуманизм тата гуманистсем ҫинчен мӗн чухлӗ ҫырнӑ пулӗ, — шухӑшларӗ лейтенант.«Сколько написано о человечности, о гуманизме и гуманистах, — думал лейтенант.
XX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ваҫка ним тума аптрарӗ, унӑн сӑн-питӗнче тӗрлӗрен туйӑмсем палӑрчӗҫ: хӑйсен килӗнче салфетка пулманнишӗн вӑл аванмарланчӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй тӗллӗн мухтанчӗ те: унӑн пиччӗшӗ питӗ лайӑх воспитани илнӗ, салфеткӑсӑр ирхи апат та тума пултараймасть.
Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Мӗн чухлӗ ҫӗнӗ хӑнӑхусем, мӗн чухлӗ ҫӗнӗ, хаяр туйӑмсем чӗрене тымар ячӗҫ.Сколько новых привычек, сколько новых жестоких страстей пустили в нем корни.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.