Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллахи садӑн аллейи тӑрӑх эпӗ хама хам туймасӑр вӗҫсе иртрӗм.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ку хыпар чӑнччӗ, ман чӗрене ҫунтаракан чӑнлӑхчӗ ку, эпӗ вара тахҫан хам ӑна пӑхӑнтарса тӑнине туймасӑр, тавҫӑрмасӑр итлерӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ромка! — кӑшкӑрса ятӑм эп, савӑннипе хама хам туймасӑр.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӑватӑ кун хушши эпӗ, савӑнса кайнипе, хама-хам туймасӑр ҫӳрерӗм.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Яланах сыхӑ тӑмалла, кашни куҫ мӗнле пӑхнине, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине туймасӑр ирттермелле мар, ҫынсен шухӑшӗсене чухламалла, пӗр каварлӑха ҫапса хуҫмалла, улталаннӑ пек те пулмалла, унтан вара сасартӑк чеелӗхӗмпе усал шухӑшсенчен тунӑ пысӑк та йывӑр ҫурта пӗрре тӗртсех пӗтӗмпех ӳпне тӳнтермелле — акӑ мӗне пурнӑҫ тетӗп эпӗ.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ыратнисене пачах туймасӑр, хам айккинчен пӑхса тӑракан ҫын кӑна пулнӑ пек, эпӗ хама икӗ эсэсовец камерӑна каялла ҫӗклесе пынине, наҫилккана юриех силленине, мӑйкӑчра ҫакӑнса тӑни авантарах пулнӑ пулӗччӗ ӑна, тесе кулкаласа калаҫнине илтетӗп.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Икӗ кун ҫапла ним туймасӑр выртрӗ вӑл, виҫҫӗмӗш кунне ҫеҫ, хӗвел ҫутти маччари чӳречерен урайне ярӑмланса ӳксен, тӑна кӗчӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хулпуҫҫийӗсене усса, нимӗн шутламасӑр, нимӗн те курмасӑр, илтмесӗр, выҫҫине те туймасӑр нумайччен ларчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑлӑх тата ашшӗ-амӑш хӳтлӗхӗсӗр юлнӑ ачасем ҫемье ӑшшине туймасӑр пурӑнаҫҫӗ.
Ҫирӗп ҫемье – ҫирӗп ҫӗршыв // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сусӑрлӑх пенсийӗпе ҫырлахса ларма пулать паллах: никампа хутшӑнмасӑр, кун-ҫул илемне туймасӑр, хӑвӑн инкекӳнтен самантлӑха та уйрӑлмасӑр...
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№