Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

туймасӑр (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупа тӑвакансенчен хӑш-пӗрисем, ҫивӗчрех ӑслисем, пурнӑҫра хурапа шурра ытларах курнисем, умрине чухлама пӗлекеннисем, ҫакна туймасӑр тӑма пултараймарӗҫ.

Помоги переводом

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Туймасӑр тӑма пултараймарӗ элчӗ, князь йӗкӗлтесе калаҫать.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Маншӑн пулсан… — тенӗ Ульти калаҫу ӑҫталла пӑрӑннине туймасӑр.

— Ну и что, пускай колет, — не подозревая, куда клонит сестренка, отмахнулась Ульди.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна пурте тарӑхтарнӑ: ывӑлӗ кая юлса килни те, хӑйсен ял ачи тупӑнни те (вӑл Шуркассинчи, Яриле ывӑлӗ Ухтиван, Ивук тантӑшӗ), йӗкӗт Ивук ҫумӗнче ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑ пулни те, вӑл илемли те, Ивук ҫавна туймасӑр ун умӗнче шапӑлтатса ҫӳрени те.

Все его раздражает: и повеса-сын, неизвестно где проболтавшийся весь день, и его нашедшийся дружок, сын деревенского бедняка Яриле — Ухтиван, и то, что рядом с его Ивуком тот выглядит красавцем — широкоплеч, высок, а этот остолоп, видать, и не замечает этого, готов расцеловать его.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Умри кунтӑк йывӑрӑшне туймасӑр вӑл уя утӑмпа виҫсе пынӑ пек васкамасӑр малтан мала утрӗ, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла ывӑҫ хыҫҫӑн ывӑҫ вир сапрӗ.

Помоги переводом

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ ун пек ҫын мар, вӑл килне васкамасӑр кӑна утса ҫитрӗ те чӗринче нимле ҫилӗ туймасӑр ӑшӑ сӗтпе каҫхи апат турӗ, эрехне вара шкапа хӑйӗн вырӑнне лартса хучӗ.

Помоги переводом

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ яла пӗрлештерсе тӑракан карлӑксӑр кивӗ кӗпер урлӑ хӗр утса мар, чупса каҫрӗ, урисем ывӑннине туймасӑр, тем ҫӳлӗш сӑрта ҫӑмӑллӑн хӑпарса ҫитрӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ан кулян, — терӗ Сафа-Гирей вӑл суйнине пачах туймасӑр.

Помоги переводом

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Туймасӑр, ара, — сӑра шӑрши.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫапла вӑл чылай вӑхӑт выртрӗ; нимӗн те туймасӑр: ыратнине те, ахрат тӗпсӗрлӗхӗн нӳрлӗ сиввине те; акӑ арпашӑннӑ юн куҫӑмне нӳрӗк майӗпен-майӗпен чӗрӗлтерчӗ.

Так лежала она долго, ничего не чувствуя, ни боли, ни сырого холода пропасти, постепенно оживлявшего расстроенное кровообращение.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӗшеннине туймасӑр пӳртре кумать те кумать, хӑвӑрт тата вӗчӗрхенчӗклӗн калаҫать, хирӗҫленине йышӑнмасть, харӑсах нумай-нумай япала пирки ыйтать, тарҫӑсем хӑйсене хӑйсем хирӗҫленине тата вӗсен йӑнӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать.

Не чувствуя утомления, она сновала по дому, говоря быстро и раздражительно, не слушая возражений, спрашивая о множестве вещей сразу, уличая прислугу в противоречии и ошибках.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗр вӑхӑт хускалмасӑр тӑратӑп: йӗри-таврарине нимӗнле те туймасӑр, нимӗн шухӑшламасӑр…

Некоторое время я стоял, бесчувственный к окружающему.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ нимӗн туймасӑр ишетӗп, карап парӑссене карса хӑйӗн ҫулӗпе пынине куратӑп.

Я машинально греб, смотря, как судно, установив паруса, взяло ход.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗкӗрӗлсе — хавхасӑр тата хӑрамасӑр вирхӗнет; ыттисем ҫакнашкал лару-тӑрура ӑнланса тунине хӑй туймасӑр пурнӑҫлакан ҫыннӑн чирлӗ лӑпкӑлӑхӗпе тӑвать; пурнӑҫне ҫӑласси уншӑн халӗ хӑрушла ывӑнтаракан, пушӑ ӗҫ пек туйӑнать.

Согнувшись, он мчался без тревоги и опасения, с болезненным спокойствием человека, механически исполняющего то, что делается в подобных случаях другими сознательно; спасение жизни казалось ему пустым, страшно утомительным делом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Галеран юнашар ларчӗ те Груббене тӗртрӗ, анчах шофер ним туймасӑр ыйха ҫапать.

Галеран, сев рядом, толкнул Груббе, но шофер помраченно спал.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вара чӗме пӑнчӑн сылтӑм чиккине, пӑнчӑ варринчен кӑштах ҫеҫ аяларах куҫарчӗ, анчах варрипе пӗр шая мар, аллинче текех иккӗленӳ туймасӑр, — ҫак алӑ пӳрни вара пускӑҫ ҫинче, — Давенант ӑшӗнче хӑй те тӗл еннелле вӗҫрӗ, ҫавӑнтах курока пусрӗ те варринчен лектернине асӑрхарӗ, мӗншӗн тесен пӑнчӑра шӑтӑк йӑлтӑртатать.

Тогда, заведя мушку на правый край точки, немного ниже ее центра, а не в уровень с ним, и не чувствуя более сомнений в руке, палец которой прижимал спуск, Давенант, сам внутренне полетев в цель, спустил курок и увидел, что попал в центр, так как на нем блеснуло отверстие.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Брентган хӑй туймасӑр тенӗ пекех ҫаннине пӳрнисемпе шӑла-шӑла илчӗ, анчах тӗттӗм ассоциаци курӑнма пуҫланӑ самант чӗптӗмӗнчех ҫухалчӗ.

Брентган бессознательно провел пальцами по своему рукаву, но темная ассоциация угасла, едва наметясь.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Намӑсланнипе хӑйне хӑй туймасӑр Брентган пӳлӗмрен тухрӗ, шалтлатса хупӑннӑ алӑк кисренӗвӗпе шартах сикрӗ те такси чӗнчӗ.

Не помня себя от стыда, Брентган вышел, вздрогнул от грома хлопнувшей двери и подозвал такси.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Хӗрсе кайнӑран ыратнине туймасӑр — ишевҫӗ сусӑрланнӑ сулахай алли ҫине чӗмсӗррӗн пӑха-пӑха ишет, кӗсмен тӑрӑх йӑрлатса юн юхса анчӗ, — шыва тумлать.

Не чувствуя сгоряча боли, гребец тупо смотрел на искалеченную левую руку, от которой стекала по веслу тонкая струя крови, капая в воду.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.

Унӑн пичӗ Гноршӑн ытла та кӗретӗн курӑнать, вун-вун хут пысӑкрах пек; Гнор ӑна хул пуҫҫинчен тытрӗ, хӑйне пачах туймасӑр темӗн калать, калать… мӗн — тӳрех манчӗ; хӑйӗн сӑмахӗсен сасси ӑна тискеррӗн те вӑйсӑррӑн туйӑнать; вара вӑл тахҫантанпах кӗтекен телейӗ килсе ҫитнипе кӑшкӑрса ячӗ, ҫак телейӗн туйӑнми, суккӑрла, ӗсӗклекен ачашлӑхӗнче Кармен урисем патне пӗшкӗнчӗ те вӗсене чӗтрекен, асапланса ҫитнӗ аллисемпе кӗвӗҫӳллӗн, ункӑ туса ытамларӗ.

Ее лицо выделилось и удесятерилось Гнору; он взял ее за плечи, не помня себя, забыв, что сказал; звук собственного голоса казался ему диким и слабым, и с криком, с невыразимым отчаянием счастья, берущего глухо и слепо первую, еще тягостную от рыданий ласку, он склонился к ногам Кармен, обнимая их ревнивым кольцом вздрагивающих измученных рук.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней