Поиск
Шырав ĕçĕ:
тротуарлӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн варринчен пӗр аллӑ ҫухрӑмра, сулӑсемпе суднӑсем чыхӑнса тулнӑ тулӑх шывлӑ ҫыран хӗррипе йывӑҫ тротуарлӑ, верфьсемлӗ, вӑрман завочӗсемлӗ, вӑрман склачӗсемлӗ ҫинҫешке хула тӑсӑлса ларать.
Россия — ункӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Сергей саламатӑн шерепеллӗ аврипе станица тавра тӗллесе ҫаврӑнсан, ҫынсем сасартӑк симӗс садсене курчӗҫ — вӗсем Родниковскине йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ, площадьрен садсем еннелле, тротуарлӑ тата виҫӗ рет йывӑҫ лартса тухнӑ турӗ урамсем пур еннелле те, хӗвел пайӑркисем пек, тӑсӑлса выртаҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпир Заполярье ҫинчен калаҫма пуҫларӑмӑр, эпӗ ҫакӑ тӗлӗнмелле йывӑҫ тротуарлӑ йывӑҫ хулан историне илтсе пӗлтӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Страницы:
- 1