Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та, тирпейсӗртерех е чухӑнтарах тумланнӑ хӗрарӑмсене курсан, вӑл яланах тиркеме пӑхать.Поэтому, когда она видит женщин, одетых небрежно или бедно, она всегда пытается придраться к ним.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Курганов кӗрсе ларнӑ пӳлӗм пӗчӗкҫеҫҫӗ, лутра маччаллӑскер пулнӑ; унӑн стенисем ҫумне вак шакмаклӑ йӳн йышши шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, пӗртен пӗр чӳречине чаршав карнӑ; стена ҫумӗнче пӗчӗк куҫкӗски курӑннӑ, ун тавра вырӑс тӗррипе эрешленӗ питшӑлли ҫакӑнса тӑнӑ; тенкел ҫинче тирпейсӗртерех пӑрахнӑ кӗпе-йӗм выртнӑ.
V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ӑнран каяс пек асапланса, вӑл, ыратни-мӗнне пӑхмасӑрах, ҫыран хӗррине сӗтӗрӗнсе тухрӗ те, хӑйӗн юлташӗ кайса ҫухалнӑ йӗрпе утса, хайхи тӗме ҫине улӑхрӗ; вӑл, кашни утӑмрах такӑна-такӑна утакан юлташӗпе танлаштарсан, хӑй юлташӗнчен темиҫе хут тирпейсӗртерех те кулӑшларах пек курӑнать: тӗме тӳпинчен вӑл пӗр чӗрчунсӑр, ӳсентӑрансӑр ӑшӑкрах айлӑма курчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Тирпейсӗртерех сарса хунӑ кавирсемпе тӗрӗллӗ тутӑрсем хура пир ҫинче уҫҫӑн курӑнса выртаҫҫӗ.Небрежно раскинутые коврики и вышитые платочки ярко выделялись на темном фоне.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ҫакна та асӑрхать амӑшӗ: Николай патне рабочисенчен кам та пулин килсен — кил хуҫи хӑйне хӑй яланхи пек мар иртӗнерех, вӗҫкӗнрех тыткалать, унӑн сӑн-пичӗ темле ирӗлсе кайнӑ пек пулать, калаҫасса та вӑл яланхи пек мар — хаяртарах та тирпейсӗртерех калаҫать.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пур ҫӗрте те сапаласа пӗтернӗ пирус тӗпӗсем шуррӑн курӑнса выртаҫҫӗ, витнӗ диван ҫинче ватах мар ҫутӑ-сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑштах лутӑрканчӑк, тирпейсӗртерех пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ, кӗске аллисене пысӑк сулӑсем тӑхӑннӑ, пуҫне чӗнтӗрлӗ косынка ҫыхнӑ дама таянса ларать.
XIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пытарӑнчӑклӑн та хӗрӳллӗн хумханса пӑлханас килни палӑрса тӑчӗ пур ҫӗрте те: ҫурхи ӑнланса пӗтерме ҫукла ароматсемпе тулса ларнӑ ҫак ҫемҫе сывлӑшра та, ҫак шӑплӑхпа тӗттӗмлӗхре те, ҫак ӑшӑ пек курӑнакан ытлашши ҫутӑ ҫӑлтӑрсенче те; амалӑх ҫунавӗпе тирпейсӗртерех хӗрӳлӗх сисӗнчӗ тӑпрара та, ӳсентӑрансенче те, йывӑҫсенче те — пӗтӗм тӗнчере.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хӑй сисмесӗрех Давыдов тирпейсӗртерех ҫӳре пуҫларӗ, кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ унӑн: час-часах шӑртланма пӑхать — халиччен ун пек нихҫан та пулман, сӑнран пӑхма та вӑл Шырланпуҫа килнӗ малтанхи кунсенчи пек маттур та патвар курӑнмасть ӗнтӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Захар малтанхинчен те ҫаврӑнӑҫусӑртарах, тирпейсӗртерех; вӑл ҫаннисем ҫине саплӑк лартрӗ, хӑй виҫӗ ҫыншӑн ӗҫленӗ пек, япӑх ҫинӗ, сахал ҫывӑрнӑ пек, питӗ мӗскӗн, выҫӑ сӑнлӑ курӑнать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тахҫан эпӗ Климов штурманӑн куллен ҫырса пынӑ дневникне вуласаттӑм, вӗсене вӗтӗ саспаллисемпе те тирпейсӗртерех ҫырнӑччӗ, тетрадьне тюлень ҫӑвӗ витнӗччӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1