Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Вӗсем сан ҫинчен тата тепре ҫапла пӗлтерсессӗн, эпир вӗсен тӗрӗслӗхне хӳтӗлӗпӗр, тинӗсре те, тип ҫӗр ҫинче те сана хирӗҫ вӑрҫӑпӑр» терӗмӗр, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудейсене мӗнле хуравланине вӗсем пӑхӑр хӑмасем ҫине ҫырнӑ, ҫавна ҫырса илсе Иерусалима — килӗшсе те пӗрлӗхлӗ пурӑнмаллине астутарса тӑма — парса янӑ; унта акӑ ҫапла ҫырнӑ: 23. «Рим ҫыннисемпе Иудея халӑхне тинӗсре те, тип ҫӗр ҫинче те ӗмӗр-ӗмӗрех ырӑлӑх пултӑр, хӗҫ те, тӑшман та вӗсенчен аякра тӑччӑр!
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хамӑрӑн аттемӗрсем хӑйсене хыҫран фараон ҫарпа хӑваланӑ чухне Хӗрлӗ тинӗсре мӗнле ҫӑлӑннине аса илӗр-ха.9. Вспомните, как спасены были отцы наши в Чермном море, когда фараон преследовал их с войском.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Ҫӳлхуҫа тинӗс ҫинче вӑйлӑ ҫил кӑларнӑ, тинӗсре хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл тапраннӑ, карап кӗҫ-вӗҫ саланса каяс патнех ҫитнӗ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Даниил ҫапла калать: эпӗ ҫӗрле, ҫывӑрнӑ чухне, акӑ мӗн куртӑм: аслӑ тинӗсре тӳпе ҫилӗсем — тӑватӑ ҫил — тулашаҫҫӗ, 3. тинӗсрен темӗн пысӑкӑш тӑватӑ тискер чӗрчун тухрӗ, пӗр евӗрлӗ мар хӑйсем.
Дан 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тинӗсре ишсе ҫӳрекенсем, ӑна тултарса тӑракансем, утравсемпе унта пурӑнакансем, Ҫӳлхуҫана аслӑласа ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр, Ӑна ҫӗр хӗрринчен мухтавлӑр.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара тинӗсре шыв пӗтсе ҫитӗ: юханшыв иксӗлсе типсе ларӗ; 6. ҫырмасенче шыв чакса пырӗ, Египетӑн чавса тунӑ шыв ҫулӗсем ӑшӑхланса типсе ларӗҫ; хӑмӑшпа чакан шанса кайӗҫ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тинӗсре ҫӳрекенсем унти хӑрушлӑх ҫинчен кала-кала параҫҫӗ, эпир хамӑр мӗн илтнинчен тӗлӗнетпӗр: 27. унта темӗн тӗрлӗ, тӗлӗнмелле ӗҫсем пулаҫҫӗ иккен, унта тӗрлӗ чӗрчун, тинӗс ҫамӗсем пур иккен.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫӳлте те, ҫӗр ҫинче те, тинӗсре те, пур тӗпсӗр вырӑнта та мӗн тӑвас тенине пурне те тӑвать; 7. ҫӗр хӗрринчен пӗлӗт хӑпартать, ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫиҫӗм ҫиҫтерет, Хӑйӗн управӑшӗнчен ҫил кӑларать.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Акӑ тинӗс — аслӑ та сарлака вӑл: унта чӗрчунсем кӗшӗлтетеҫҫӗ, вӗтти те, шултӑри те — имӗ-сумӗ те ҫук; 26. унта карапсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, унта — Эсӗ тинӗсре вылямашкӑн пултарнӑ ҫав левиафан та.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй Турӑ, эй Ҫӑлаканӑмӑр, тӳррипе сут тунӑ чухне хӑрушӑскер, илтсемччӗ пире: Эсӗ — пӗтӗм ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн, инҫетри тинӗсре ҫӳрекенсенӗн шанчӑкӗ, 7. пилӗкне хӑватлӑх ҫыхнӑскер, Хӑвӑн вӑюпа Эсӗ тусем лартса хунӑ, 8. Эсӗ тинӗссен шавне, вӗсен хумӗсен кӗрлевне, халӑхсен пӑлхавне путаратӑн!
Пс 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑйӗн тарҫисем урлӑ Хирам ӑна тинӗсре ҫӳреме пӗлекен чурисемпе карапсем ярса панӑ; вӗсем вара Соломон тарҫисемпе пӗрле Офира кайнӑ, унта тӑватҫӗр аллӑ талант ылтӑн тупса Соломон патшана кӳрсе панӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тата вунӑ ҫӑвӑнмалли савӑт тунӑ, вӗсене пиллӗкӗшне сылтӑм енне, пиллӗкӗшне сулахай енне лартнӑ, ҫав савӑтсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме хатӗрлекен парнесене ҫунӑ; тинӗсре вара священниксем ҫӑвӑннӑ, вӑл вӗсем валли пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Соломон патшанӑн ӗҫмелли савӑчӗсем пурте ылтӑн пулнӑ, ҫавӑн пекех «Ливан вӑрманӗ» теекен керменри мӗнпур савӑт-сапа та таса ылтӑнран пулнӑ; кӗмӗлтен туни нимӗн те пулман, мӗншӗн тесессӗн Соломон вӑхӑтӗнче кӗмӗл ниме те тӑман; 22. патшанӑн тинӗсре, Хирам карапӗпе пӗрле, Фарсис карапӗ пулнӑ; вӑл виҫӗ ҫулта пӗрре ылтӑнпа кӗмӗл, сӑлан шӑмми тата упӑтесемпе турткӑшсем кӳрсе тӑнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.