Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тинӗс ҫийӗнче халӗ ӗнтӗ Адриатика тинӗсӗпе Карски тинӗсрен килнӗ циклонсем пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑннӑ.Уже сталкивались над морем циклоны, приходившие из Адриатики и с Карского моря.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Эсир тинӗс чирӗпе асапланатӑр-и? — Хӑвӑрт ыйтрӗ Джемма пӗррехинче ашшӗ вӗсене, Артурпа иккӗшне, тинӗсе уҫӑлма илсе кайсан, Артур хумханакан тинӗс сиктернипе асапланнине аса илсе.
X // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Тен, халех, эпир сирӗнпе пӗрле тинӗсе шалалла кӗрсе каякан вышкӑсен ҫутисене сӑнанӑ тата кимӗ хыҫӗнчи тинӗс шывӗ шавланине илтнӗ вӑхӑтрах, ӑҫта та пулсан: е Бакура, е Мускавра, е Ленинградра, е Калугӑра, е пӗр-пӗр рабочи поселокра, е колхозра шӑпланнӑ урам тӑрӑх тинӗс тӗпне ҫӗнтермелли ҫак ҫӗнӗ проектӑн никама паллӑ мар авторӗ хуллен утса пырать пулӗ.
Малтан калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
— Тинӗс ҫыннин авланма юрамасть, тинӗс ҫыннин арӑмӗ — тинӗс.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ҫав маттурлӑхӗ унӑн, вӑл тинӗсе чиксӗр юратнинчен тухса тӑрать: тинӗс ҫинчен анчах шухӑшлать вӑл, ун ҫинчен ҫеҫ калаҫать те, хӑйӗн тинӗсӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те, никама та йышӑнмасть.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Унӑн пӗчӗк кимӗ ҫине ларса тухса, тин тискеррӗн алхасса кайнӑ тинӗспе тавлашса пӑхас килет; урнӑ титан пек тинӗс, хӑйӗн урнӑ хумӗсене ҫыран хӗрринелле инҫете илсе тухса ыткӑнтарнӑ самантра Данилов чӗринче, тинӗспе ӑмӑртса, вӑйсене виҫсе пӑхас килнӗ туйӑм, халиччен курманнине курса пӑхас килнӗ туйӑм ҫӗкленет.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Эпир — тинӗс государстви… пирӗн тинӗсри чикӗсем вӑрӑм, ҫавӑнпа пирӗн тинӗс ҫӗршывӗ пулмалла…Мы — морское государство… обилие морских границ: нам надо быть морской страной…
6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Пурнӑҫ тинӗсӗ ун умне, поэтсем ҫырса кӑтартнӑ евӗр, асар-писер хумсемпе хумханса выртнӑн тухса тӑмарӗ; ҫук: — ун умне ҫав тери лӑпкӑ, хумханмасӑр выртакан тата мӗн тӗпне ҫитичченех витӗр курӑнса тӑракан тинӗс тухса тӑчӗ; хӑй вӑл пӗчӗк те вылянкалакан кимӗ ҫинче ларать, лере вара, тинӗсӗн тӗттӗм те юшкӑнлӑ тӗпӗнче, пысӑк пулӑсем евӗр, темле илемсӗр хӑрушӑ аҫтахасем тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ: пурнӑҫри пур кӑлтӑксем, чир-чӗрсем, хуйхӑ-суйхӑ, ӑсран тайӑлни, ҫука юлни, суккӑрланни…
Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Морякпа хӗр тинӗс хӗрринчи бульварта, сарлака ҫулҫӑллӑ пальмӑсем патӗнче тӑраҫҫӗ; вӗсен хыҫӗнче тинӗс, тинӗс ҫинче икӗ трубаллӑ пысӑк шурӑ пӑрахут.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Крым хулин урамӗсенчен икӗ тинӗс — Хура тинӗсне Азов тинӗсӗ курӑнаҫҫӗ; ҫак хулан историйӗ вӑрӑм та тӗлӗнтермӗшле.
Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тинӗсре ишсе ҫӳреме кунта хӑрушӑ мар иккен; анчах, пирӗн утравран кӑшт кайсан, тинӗс юхӑмӗ иртекен вырӑн пур, — ир ҫинче вӑл юхӑм пӗр еннелле, яланах ҫиле май каять, каҫалапа тинӗс юхӑмӗ кунталла ҫаврӑнать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тинӗс чакнӑ вӑхӑтра эпӗ карап ҫине каяттӑм, тинӗс тулма тытӑнсанах — тинӗсрен каялла тухаттӑм.Я отплывал на корабль с наступлением отлива и плыл обратно, когда начинался прилив.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫул тинӗс хӗрринелле тухать, вӑл хумсем йӗпетекен хӑйӑрлӑ ҫыран патнех авкаланса ҫывхарать, — йывӑҫ тӗмӗсен те тинӗс хумӗсене ҫывӑхран курас килет, ҫавӑнпа вӗсем кӑвак тинӗсӗн аслӑ ирӗкне пуҫ тайнӑ пек, ҫул урлӑ тайӑлса кармашаҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Вӑл чулӑн тинӗс енчи аякки ҫине хумсем шыв курӑкӗпе тинӗс лӑймакине каркаласа тултарнӑ; ҫак курӑксемпе витӗннӗ чул тинӗсе тусенчен уйӑрса тӑракан ансӑр хӑйӑр ярӑмӗ ҫумне кӑкарса хунӑ пек туйӑнать.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Малти ретсенче ӑмӑрткайӑк сӑнӗпе илемлетнӗ пакунлӑ адмиралсем, генералсем, Карап тӑвас ӗҫӗн тӗп управленийӗн, Тӗп тинӗс штабӗн тата Тинӗс техника комитечӗн пысӑк пуӑлӑхӗсем лараҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнче — карапсен командирӗсем, штурмансем, карап ӑстисем, механиксем, тӗрлӗ чинлӑ тинӗс офицерӗсем.
Ҫирӗммӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
1867–1891 ҫулсенче Тинӗс корпусне Тинӗс училищи тенӗ, унтан каллех малтанхи ятне тавӑрнӑ (совет саманинче — М.В.Фрунзе ячӗллӗ аслӑ пӗлӳ паракан тинӗс ҫар училищи).
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
3. Иккӗмӗш ангел хӑй куркине тинӗс ҫине тӑкрӗ те — тинӗс вилнӗ ҫын юнӗ пек пулса тӑчӗ, тинӗсре мӗн чӗрри пӗтӗмпех вилсе пӗтрӗ.
Ӳлӗм 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ, вӗсем ҫинче ҫӳлте — тинӗс; вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тата шӑратса кӑларса пилӗк чике ҫӳллӗш вӑр-ҫаврака тинӗс тунӑ, — унӑн хире-хирӗҫ хӗррисен хушши вунӑ чике пулнӑ; йӗри-тавралла ӑна вӑтӑр чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 3. унӑн айӗпе йӗри-тавралла пур енче те шӑратса тунӑ вӑкӑр ӗренкисем туса ҫаврӑннӑ; кашни чике тӑршшӗне вуншарӑн вырӑнаҫса, тинӗсе вӗсем йӗри-тавра пур енчен те икӗ ӗретӗн эрешлесе тӑнӑ, вӗсене тинӗспе пӗрлех шӑратса кӑларнӑ пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.